Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тивес (тĕпĕ: тив) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫуна тупанӗсем пӑрланнӑ ҫул хыттипе чуна кайса тивес пек нӑйкӑшса шӑваҫҫӗ.

Полозья саней скрежетали по подмерзшей дороге с душераздирающим скрипом.

XXI. Вӑхӑтсӑр татӑлнӑ юрӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ури ҫӗре тивес ҫук пек ҫепӗҫҫӗн пусса утать.

Ноги, казалось, ступали и не чуяли под собой земли.

Х. Чӗре сасси // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Сасартӑк ҫав вӑхӑтра чуна кайса тивес пек шари кӑшкӑрса яни илтӗнсе кайрӗ.

И вдруг он услышал душераздирающий крик.

II. Кӗтмен парне // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Чӑн малтан Таманго туртса ҫапрӗ, анчах вӑл ҫапни шуррине лекеймерӗ, лешӗ вӑрт-варт кӑна ҫаврӑнкаласа илсе, аяккалла пӑрӑнса ӗлкӗрчӗ, пӑшал кучӗ, капитана тивес вырӑнне, ҫӗре ҫав тери хыттӑн пырса ҫапӑнчӗ те, арканса кайрӗ, пӑшалӗ, пӗтӗм вӑйран сулса ярса ҫапнӑ пирки, Таманго аллинчен тухса ӳкрӗ.

Таманго ударил первый, белый увернулся ловким движением, обрушившись на доски палубы, приклад сломался; сотрясение было столь сильным, что ружье выскользнуло из рук Таманго.

Таманго // Василий Алагер. Мериме Проспер. Таманго: [калав] — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1938. — 24 с. — 6–24 с.

Ҫынсене тивес мар, хӑйсен участокӗсене шӑварччӑр, вӑрмана пушӑт касма, ҫырла пуҫтарма ҫӳреччӗр.

Можно оставить людей в покое, пусть себе поливают свои участки да ходят в лес за лыком и ягодой.

4. Фрося сӑрчӗн хӗрринче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Ҫапла, ҫапла, вӗсене тивес пулмасть, — терӗ Могелницки кӑшт лӑпкӑрах.

— Да, да, их не надо трогать, — сказал Могельницкнй уже менее раздраженно.

Улттӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Тивес урса кайса ахӑрашать.

Море ревело с отчаянной силой.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫул кӑтартса пыракан Талькавӑн тӗлӗнме те тивес пур, мӗншӗн тесен отряда вӑл мар, ӑна отряд хӑй ертсе пырать.

В качестве проводника Талькав должен был удивляться, что не он вёл отряд, а отряд вёл его.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Сана, манкана, тивес ҫук.

Тебя-то, сморкача, трогать не будут.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Шӑршлам пек тӑвать, сӑмсипе ҫӗре тивес пек унта ҫитет, кунта ҫитет.

Он быстро ходил туда-сюда, почти касаясь носом земли.

VI сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

— А, ӑнсӑртран таҫти ют ҫӑрелле ишсе кайма е тӑват уран упаленсе тарма тивес пулсан, эсӗ — мӗнле?

— Ну а на случай ежели прийдется в чужие земли плыть или раком полозть, ты — как?

XXVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Юлашки сӑмахсене вӑл хӑратмалла сасӑпа каларӗ, ку сасӑ, Вершинина лӑплантарса, ҫакна ӗнентерчӗ: Коробиншӑн ӗҫре тус-юлташ ҫук иккен, ӗҫ принципӗсене пырса тивес пулсан, вӑл ниме те пӑхса тӑмасть имӗш.

Последние слова он произнес угрожающим тоном, который успокоил Вершинина и убедил его в том, что Коробин стоит выше приятельских отношений и не посмотрит ни на что, если дело коснется принципов.

13 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

«Манӑн анкартинче пулемет пур, ҫӗр айне чавса лартрӑм, — тет мана пӑшӑлтатса. — Пружини атӑ йӗппи тума селӗм те, тивес мар, терӗм».

Шепчет мне: «Пулемет у меня есть, зарытый на гумне. Пружина в нем, гожая на нарезные крючки, но я ее не трогал».

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тивес мар, ҫаплах юлтӑр, — ассӑн сывласа илчӗ тепри.

— Не надо, пущай так, — вздохнул другой.

XXXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Мӗншӗн тивес мар ҫав имлӗ кайӑка?

А чего он тут?

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

«Тивес мар, хӑта, кантӑр! — терӗ винокур, голована аллинчен тытса чарса.

— Оставь, сват, отдохнуть! — сказал винокур, удерживая его за руку.

IV. Йӗкӗтсем ашкӑнаҫҫӗ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

— Мӗншӗн тивес мар-ха? — Татьяна савӑнӑҫлӑн мар кулса ячӗ.

— Как не тревожить? — Татьяна невесело рассмеялась.

XXVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Йӗркелесе ҫитериччен, ҫирӗплениччен Ольховкӑна тивес мар терӗм, — хамӑр вырӑна палӑртасран хӑрарӑм.

Думал, пока устраиваемся да окрепнем, не трогать их в Ольховке — боялся, не открыть бы свое место.

XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫак чӗрӗ хӑват кӗртекен ылтӑн ҫулӑм, таврари ҫак сӗм вӑрман, ҫак тӗтӗмленсе хуралнӑ пит-куҫсем, ытла ачашшӑн курӑнмасан та ӑшӑтса йӑл кулакансем, вӗсен йывӑр ӗҫре ҫуркаланнӑ аллисем, юлашки чӗлӗ пулсан та пӑлхарла савӑнӑҫлӑ кӑмӑлпа ҫынна ҫӑкӑр сӗннисем — ҫаксем пӗтӗмпе чӗрене кайса тивес пек тӑванла ҫывӑххӑн туйӑнчӗҫ.

Это прекрасное, золотое, живительное пламя, этот дремучий лес вокруг, эти лица, закопченные, грубые, простые, но сиявшие теплым, дружеским участием, эти потрескавшиеся черные рабочие руки, которые с истинно болгарским радушием протянули ему последний нищенский кусок, — все это показалось ему невыразимо трогательным.

XXVII. Ҫӳрен ҫын // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫав вӑхӑтран эпӗ ҫапла шутлама пуҫларӑм: мана татах мӗнле те пулин йытӑ ҫӑмне касма тивес пулсан, ама анчӑксене тивес мар, вӗсен ҫиелти тумне хывса илсе, хӗрарӑм пек намӑслантарас мар, аҫа йытӑсенчен хӑшне те пулин суйласа илес; вӗсен ушкӑнӗ ытлах вӑтанмасть, хуть бритвӑпа хыр — вӑл хӑнк та тумасть.

С той поры я и порешил: ежли придется мне ишо раз стричь какую-нибудь псину, то сучонок не трогать, не лишать их верхней одежи и в женский стыд не вводить, а выбирать кого-нибудь из кобелей: ихняя шатия не дюже стыдливая, любого хучь бритвой оскобли — он и ухом не поведет.

XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней