Поиск
Шырав ĕçĕ:
Темӗнле тӑрӑшсан та эпӗ хамӑн ҫыпҫӑнса ларнӑ куҫ хупаххисене уҫаймастӑп.Никакие усилия не могут расклеить моих плотно слепившихся век.
Улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Анчах унӑн юлташӗ питех те хытӑ ҫывӑрать, ӑна темӗнле тӗрткелени те вӑратас ҫук пек туйӑнать.Но тот спал так крепко, что, казалось, ничто не в состоянии было разбудить его.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Вӑл алӑк патне пычӗ те темскер чакаланма пуҫларӗ, алӑк янахӗ хыҫӗнчен темӗнле хутсем турта-турта кӑларчӗ.Она подошла к двери и стала копаться, вытаскивая из-за резного дверного наличника какие-то бумаги.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Темӗнле ывӑннӑ пулсан та, нивушлӗ эсӗ ҫав пилӗк утӑма та сӗтӗрӗнсе ҫитмен пулӑттӑнччӗ-и вара?И опять же, неужели тебе, как бы ты ни утомился, не пройти эти пять метров?
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Эпир темӗнле разъездра тӑратпӑр.
Иккӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Уҫӑмлӑ та вылянчӑк, ҫеҫенхирти ҫил пекех телейлӗ те ирӗклӗ, ҫав ҫил пекех чарусӑр ашкӑнчӑк кӗвӗ хушшинче, пурнӑҫӑн анлӑ та сӑрӑ-чӑпар кӗрлевӗнче, халӑх юррин е салхуллӑ, е тата хӑватлӑ янравӗ хушшинче час та часах, вӑйлӑн та харсӑррӑн чӗрене пӑчӑртаса лартакан темӗнле сасӑсем илтӗнсе каяҫҫӗ.
Эпилог // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Чӑнах та, унӑн тимлӗ те тарӑн шухӑшлӑ шуранка сӑн-пичӗ те, хускавсӑр куҫӗсем те тата пӗтӗм кӗлетки те — темӗнле ытти ҫынсенни пек мар пулнипе уйрӑмах кӑмӑла ҫавӑраҫҫӗ.
Эпилог // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
— Ӑна курнипе пурте ҫапла ӑнран кайнинчен нимӗн тӗлӗнмелли те ҫук, — терӗ халӑх хушшинчен пӗр темӗнле зоил хӑйӗн кӳршине.
Эпилог // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Теприсем каланӑ тӑрӑх, темӗнле романтикӑна хапсӑнса, вӑл хӑех килтен тухса тарнӑ иккен.Другие передавали, что он сам ушел из семьи к нищим, из каких-то романтических побуждений.
Эпилог // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Темӗнле тӗтреллӗ мӗлкесем таҫти сӗм тӗттӗмлӗхрен халӗ те-ха вӗҫсе тухасшӑн тапаҫланаҫҫӗ, халь вӗсен кӳлепи те ҫук, сасси те, тӗсӗ те…
II // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Вӑл хӑйне темӗнле вӑрттӑн вӑй хупӑрласа илнине, унтан ҫав вӑй сасартӑках унран сирӗлсе ҫухалнине ҫеҫ астурӗ.Он помнил только, как на него спустилась эта тайна и как она его оставила.
II // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Суккӑр пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе чӗтресе хӗвеллӗ кун патне чунтанах туртӑннӑ тата тӗттӗм пуҫ мими ӑшне темӗнле паллӑ мар ҫулсемпе шӑтарса кӗнӗ ҫутӑ туйӑмӗ, халӗ, чикесӗр хавхаланса савӑннӑ самантра, негатив ҫинче палӑра пуҫланӑ тӗтреллӗ сӑнсем евӗр, пуҫ миминче тепӗр хут ҫиеле тухма пултарнӑ-ши?..
II // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ҫак самантчен вӑл темӗнле ӑнланмалла мар хавхаланчӑкчӗ.До этой минуты он находился в состоянии странного возбуждения.
II // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Петршӑн халь ӗнтӗ лӑпкӑ телей саманчӗ пуҫланчӗ, анчах ҫав телей витӗр пурпӗрех темӗнле шиклӗх палӑрать-ха; унӑн чи савӑнӑҫлӑ самантсенчи йӑл куллинче те, хӑйӗн телейӗ саккунлӑ та ҫирӗпех мар тесе шутланӑ евӗр, салху иккӗленӳ пурри сисӗнсе каять.
I // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Халь ӗнтӗ вӑл каллех малашлӑхшӑн темӗнле тӗллевсем палӑртать, плансем тӑвать; унра халь чӗрӗ пурнӑҫ вӑй илет, пысӑк хуйхӑпа хавшанӑ чунӗ, хӑрма пуҫланӑ йывӑҫ ҫуркуннехи сиплӗ сывлӑша пула тепӗр хут папка кӑларнӑ евӗр, каллех ҫирӗплене пуҫларӗ…
IX // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
— Эсӗ тем каласан та, кунта темӗнле вӑрттӑнлӑх пурах.
IX // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
— Шуйттана кайтӑр ҫав ӑс парасси! — тавӑрчӗ Макҫӑм темӗнле йӳҫеккӗн.
IX // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Темиҫе кун хушши вӑл темӗнле лӑпкӑ шухӑшлӑн выртрӗ, пӳлӗм тӗлӗнчен Макҫӑм иртсе ҫӳренӗ чухне вара кашнинчех суккӑрӑн пичӗ ҫинче вӑл темшӗн пӑшӑрханса ӳкни палӑратчӗ.
IX // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Петр чарӑнса тӑчӗ те, унӑн пичӗ, ҫак асаплӑ йынӑшупа пӗрле ун умне сасӑран кӑна паллӑ темӗнле чунлӑ мӗлке тухса тӑнӑ пек, чӗтресе улшӑнса кайрӗ.
VIII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Нумай йышлӑ халӑх шӑв-шавӗ, еврей-факторсем кӑшкӑрашни, лавсем хӑлтӑртатни темӗнле улӑпла хум евӗр куҫакан ҫак шӑв-шав, ытти шавсемпе хутӑшса кӗрлесе тӑраканскер, хыҫа юлчӗ.
VIII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.