Поиск
Шырав ĕçĕ:
Петр ним хускалмасӑр, шухӑшлӑн ларать; унӑн пӗтӗм кӳлепийӗ йывӑрланнӑн туйӑнать, вӑл хӗрӗн асӗнче темӗнле тӗксӗм пӑнчӑ пек тӑрса юлчӗ.
VI // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Вӑл хӑйӗн куҫӗ умӗнче темӗнле тӗттӗм стена икке сирӗлсе, анлӑ та вӗресе тӑракан тӗнчен инҫетри пуласлӑхӗ ҫав хушӑк витӗр йӑлтлатса илнӗн туйӑннӑ пирки хӑраса ӳкрӗ.
VI // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Илӗртӳллӗ тӗлӗнтермӗшсемпе тулли пуласлӑха ҫапла ӗненнинче темӗнле уйрӑмах савӑнтаракан вӑй, пурнӑҫри хӑнӑхусенчен тухса тӑракан никам ҫӗнтерейми вӑй пулнӑ…
VI // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ҫамрӑк хӗрпе Макҫӑм хушшинче темӗнле кӗрешӳ пуҫланса кайнӑ тейӗн, вӗсем иккӗшӗ те хӑйсен карчӗсене тӗплӗн пытарса, халлӗхе пӗрне-пӗри сӑнаҫҫӗ кӑна-ха.
V // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ҫакна йӑлтах Макҫӑм та асӑрханине хӗрарӑмсем туйнӑ, анчах ку — старикӗн темӗнле хӑйне май планӗпе ҫыхӑнса тӑнӑ пулмалла, тенӗ вӗсем.Женщины видели, что Максим тоже замечает все это, но это входит в какие-то планы старика.
V // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ҫав шӑплӑхра кунта темӗнле пит пысӑк ӗҫ пулса иртрӗ тесе хӑех йышӑнни илтӗнсе тӑнӑн туйӑнать.В ней слышалось как будто признание, что здесь произошло что-то особенно важное.
V // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Хӑнасем тухса кайсан, усадьбӑра шӑпӑртах пулчӗ, анчах ҫак шӑплӑх суккӑршӑн темӗнле уйрӑмах ӑнланмалла мар пек, халичченхи пек мар та питӗ тӗлӗнтермӗшле туйӑнчӗ.
V // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Малтанах вӑл вӗсене темӗнле савӑнса-хавхаланса итлерӗ, анчах часах хӑех сисрӗ: ҫав шавлӑ та чӗрӗ хум ун айккипе иртсе каять, ҫав хумӑн суккӑрпа ним ӗҫ те ҫук.
V // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Амӑшӗ хӑех курать: ывӑлӗн ҫӳллӗ хӳмепе карталанса тӑракан чунӗ темӗнле тухатнӑ ыйӑхпа тӗлӗрет; чӑн-чӑн ыйӑхпа мар пулин те — лӑпкӑ ыйӑхпа.
I // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ҫакӑ пурте ун умне темӗнле асамлӑ сӗм тӗттӗмлӗх витӗр юрӑ евӗр, былина пек, юмах майлӑн тухса тӑнӑ.И все это рисовалось ему сквозь какую-то волшебную дымку, как песня, как былина, как сказка.
I // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Анчах усадьбӑн яланхилле ырӑ та кичем тӗттӗмлӗхре, темӗнле тӗтреллӗ, ачашласа ыйӑха яракан, чуна лӑплантаракан шухӑшсем ҫуратса, ватӑ садӑн пӑшӑлти ҫепӗҫлӗхӗпе ҫеҫ шавласа тӑнӑ.
I // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ҫутҫанталӑк ӑна кунта татса пама ҫук нимӗнле уҫӑмлӑ ыйтусемпе те кансӗрлемен; ҫав ҫил кунта тӳрех унӑн чунне варкӑшса кӗрсе вырнаҫнӑ, курӑк та, шӑппӑн пӑшӑлтатса, темӗнле шеллевлӗ сӑмахсем каланӑн туйӑннӑ ӑна, вара, ҫамрӑкӑн чунӗ таврари ҫутҫанталӑкӑн лӑпкӑ кӗввипе ӗнерӗнсен, унӑн ӑшӑ ачашлӑхӗпе ҫемҫелсе кайсан, хӑйӗн кӑкӑрне темӗн тулса пӗтӗм ӳт-пӳ тӑрӑх сарӑлнине туятчӗ вӑл.
V // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ҫеҫенхирти пӗр-пӗр улӑп тӑпри ҫине улӑхса е шыв хӗрринчи тӗмеске ҫине, е тата, ялан хӑнӑхнӑ чӑнкӑ ҫыран хӗррине кайса ларатчӗ те вӑл, ҫулҫӑсем чӑштӑртатнипе курӑксем пӑшӑлтатнине е ҫеҫенхир ҫилӗ темӗнле ассӑн сывланине кӑна итлетчӗ; Ҫакӑ пурте унӑн чӗринчи кӑмӑл-туйӑмӗпе уйрӑмах лайӑх килӗшсе тӑратчӗ.
V // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Таврара мӗнпур кулӑшли, хавасли, шӳтли унӑн чӗри патне ҫитсех кайман; анчах уйрӑмах кӑнтӑр енчи ҫутҫанталӑкра илтӗнсе халӑх юррисенче палӑракан япаласенчен мӗн кӑна темӗнле тӗтреллӗ, ӑнланма ҫук салхуллӑ, мӗн сӑлтавсӑрах хуйӑха ярать, — ҫавсене унӑн чӗри питех те туллин туйса тӑнӑ.
V // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ҫутта курнипе пуҫра ҫуралма пултаракан туйӑм, суккӑра йӑхранах юлнӑскер, хӑй пурнӑҫӗнче ҫутта пӗрре те курман ача пуҫӗнче темӗнле чунлӑ мӗлкесем пек, тепле ытла та асаплантарса, кӳлепесӗр, тӗтреллӗн тухса тӑнӑ.
IV // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Хӑйне хупӑрласа тӑракан шӑплӑхпа тӗттӗмлӗх витӗр ӑшра тем ҫитменнине, ҫавна ҫине тӑрсах тупмалла иккенне систерсе чарӑнми хӗтӗртекен темӗнле тӗтреллӗ туйӑм ҫӗкленнӗ, ун умне чӗре тӗпӗнче тӗлӗрекен, анчах ниепле те ҫул тупайман вӑйсене пӗлес килнӗ туртӑм тухса тӑнӑ.
IV // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ҫавӑнпа пӗрлех вӑл, хӑйӗн тенкелӗ ҫинчен кӑштах пӗшкӗнсе, темӗнле сывмарла тимлӗн ачан питӗнчен пӑхса сӑнать.
III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Пӗррехинче Макҫӑм, картишӗпе иртсе пынӑ чухне, ялан музыка урокӗсем иртекен гостинӑйра тахӑшӗ темӗнле ӑнланма хӗн музыка упражненийӗсемпе тӗрмешсе ларнине илтрӗ.
III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ача чунӗ тӗпӗнче, унӑн чун-чӗри хӑй тӗллӗнех аталанса пынине таҫта шалтанах палӑртса тӑракан темӗнле паллӑ мар вӑй ӗҫлет иккен, вара Макҫӑмӑн, хӑйӗн педагогикӑлла ӗҫне хутшӑнакан пурнӑҫ процесӗн вӑрттӑнлӑхӗ умӗнче ирӗксӗрех кӑмӑллӑн чарӑнса тӑмалла пулнӑ.
II // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
— Суккӑр ачана эсир пачах хӗнеменни вӑл пит аван, — терӗ вӑл, темӗнле мӑн ҫын ачана ырласа каланӑ евӗрлӗ сасӑпа.Сказала тоном снисходительного одобрения: — Это хорошо, что вы не бьете слепого мальчика.
VI // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.