Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тасалнӑ (тĕпĕ: тасал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тасалнӑ пулччӑр кунтан!

Нехай уезжают!

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Дон варрипе ҫеҫ, тин кӑна ӑшӑ ҫанталӑк тӑнине туйтарса, пысӑкрах шурӑ ҫулҫӑсем евӗр пӑр катӑкӗсем юхрӗҫ, юртан тасалнӑ ҫӗр сӑрт тӗмескисенче сивӗ тӗтрепе пӑсланчӗ.

Лишь посредине Дона, напоминая об оттепели, большими белыми листьями плыли шматочки льдин, да на бугре морозно дымилась обнаженная земля.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ытла та тутлӑ шӑршӑллӑн сывлать юртан тасалнӑ хура тӑпра.

Невыразимо сладкий запах излучал оголенный чернозем.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫумӑр чарӑннӑ, пӗлӗтсем сирӗлнӗ, тӳпе тасалнӑ.

Дождь перестал, небо прояснилось.

IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Юртан тасалнӑ хӑйӑр ҫинче халь кӑна сӑтӑрттарса иртсе кайнӑ ҫуна тупанӗ йӗрӗсем курӑнса выртаҫҫӗ.

На оголенном от снега песке виднелись притертые санными полозьями свежие следы.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Чӳрече витӗр инҫетре тусем ялкӑшни, Днепр ҫутӑлса выртни курӑнать; Днепр леш енче вӑрман кӑвакарать; ҫӳлте пӗлӗтрен тасалнӑ каҫхи тӳпе вӗлтлеткелесе илет.

А из окошка далеко блестят горы и Днепр, за Днепром синеют леса; мелькает сверху прояснившееся ночное небо.

IV // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Уйӑх тухрӗ, — сивӗ те хӗрлӗ ҫӑмха пек сӑрт ҫине хӑпарса, ҫумӑрпа ҫӑвӑнса тасалнӑ ҫӗр ҫине тикӗс мар та вӑйсӑр ҫутӑ сапаларӗ.

Всходила луна, — холодный красный шар выкатился на холм, заливая неровным, слабым светом умытую, пахнущую свежестью землю.

XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Пӗлӗтлӗ тӳпе тасалнӑ, ҫӑлтӑрсем курӑнкалаҫҫӗ.

Пасмурное небо прояснилось, показались звезды.

VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫанталӑк уяртрӗ, ҫуса тасалнӑ сулхӑн ҫеҫенхир ытла та ҫамрӑкланса кайрӗ.

День прояснился, и умытая, свежая степь выглядела совсем молодо.

I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ашшӗ куҫне ун ҫинчен пӑрчӗ те малтанах кӑмӑлласа хунӑ купӑста тунине патакӗпе туртса илесшӗн пулчӗ, анчах хӑй сисиччен чашӑк ҫинчен тасалнӑ та иккен вӑл.

Лишь тогда он отвел взгляд и потянулся палочками за кочерыжкой, которую перед этим успел себе присмотреть, но кочерыжка исчезла.

Супӑнь // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.

Пысӑк утӑмсемпе хӑвӑрттӑн та ҫирӗппӗн пусса, ура айӗнчи ҫӗре пӗр-тикӗссӗн кисретсе-чӗтретсе, пӗтӗм полк куҫӗ умӗпе танлӑн вашлаттарса иртсе кайрӗ ҫак ҫӗр ҫын, хӑйсем пуртех те, ятарласа суйласа илнӗ тейӗн, вӑр-вар, маттур, тӳп-тӳрӗ, лайӑх ҫӑвӑнса тасалнӑ пит-куҫлӑ, сӑмсасӑр карттусӗсем вара кашнийӗнех сылтӑм хӑлха ҫинелле шуххӑн тайӑлса ларнӑ.

Твердо, большим частым шагом, от которого равномерно вздрагивала земля, прошли на глазах у всего полка эти сто человек, все, как на подбор, ловкие, молодцеватые, прямые, все со свежими, чисто вымытыми лицами, с бескозырками, лихо надвинутыми на правое ухо.

XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Кӑнтӑрла иртсен икӗ сехетре бюро ларӑвӗ пуҫланмалла: яп-яка хырӑнса тасалнӑ райком секретарӗ тарласа кайнӑ, пӑчӑ пирки пустав кӗпи ҫухине ярханах янӑ, вӑл васкать; Давыдова пукан ҫине тӗллесе кӑтартрӗ те кӑпӑшка-шурӑ мӑйне кӑтӑрт-кӑтӑрт хыҫкаласа илчӗ, вара ҫапла каларӗ:

В два часа дня должно было состояться заседание бюро: секретарь райкома — выбритый, потный, с расстегнутым от духоты воротом суконной рубахи — торопился: указав Давыдову на стул, он почесал обнаженную пухло-белую шею, сказал:

20-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хуллен пыратпӑр, амӑшӗ хушӑран чарӑнса тӑрать те, вӑрӑммӑн сывласа, пуҫне ҫӳлелле ҫӗклет, йӗри-тавралла — тинӗс, вӑрман, тусем ҫинелле пӑхкалать, унтан ывӑлӗн питне тинкерсе пӑхать — унӑн асап куҫҫулӗпе витӗрех ҫуса тасалнӑ куҫӗсем каллех тӗлӗнмелле таса, каллех йӑлкӑшаҫҫӗ, вӗсенче иксӗлми юрату кӑвак ҫутӑпа ҫиҫсе тӑрать.

Шли — тихонько, иногда мать останавливалась, глубоко вздыхая, вскидывала голову вверх, оглядывалась по сторонам, на море, на лес и горы, и потом заглядывала в лицо сына — глаза ее, насквозь промытые слезами страданий, снова были изумительно ясны, снова цвели и горели синим огнем неисчерпаемой любви.

Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.

Данко тата унпа пӗрле тухнӑ ҫынсем ҫумӑр хыҫҫӑн тасалнӑ сывлӑш ытамне, хӗвел ҫути ытамне кӗрсе ӳкнӗ.

а Данко и все те люди сразу окунулись в море солнечного света и чистого воздуха, промытого дождем.

III сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.

Кӗтмен ҫӗртенех пӗлӗтсем хушшинчен хӗвел курӑнчӗ, ҫумӑр хыҫҫӑн тасалнӑ тулӑ кӗленче пек ялкӑшма пуҫларӗ.

Неожиданно сквозь облака пробилось солнце, и омытая дождем пшеница засияла, как хрустальная.

24-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку ӑна «тасалнӑ пултӑр» тесе вылясси мар, йӑрансем патӗнче чакаланасси те мар».

Это ему не в игры играть за околицей, не на грядках копаться».

20-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах эпӗ ахаль ҫынах, ҫавӑнпа та: общество шӑпах вӑхӑтра Николай Антоныч Татариновран тасалнӑ пулсан, ӑна (обществӑна) Ромашовпа тертленме те кирлӗ пулман пулӗччӗ, тесе калас килчӗ манӑн.

Но я был обыкновенным человеком, и мне захотелось сказать ему, что, если бы общество своевременно освободилось от Николая Антоныча Татаринова, ему (обществу) не пришлось бы возиться с Ромашовым.

Ҫиччемӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫавӑнтан вара эпир тавлӑк хушши ҫӑвӑнтӑмӑр, шлюпкӑна та ҫуса тасатрӑмӑр, тасалнӑ чух вара регланӑн аяккинчи тӳмеленӗ кӗсйинче те эпӗ кайӑк тислӗкӗ тупрӑм.

Сутки после этого случая мы мылись сами и отмывали шлюпку, причём я нашёл помёт даже в боковом, застёгнутом на пуговицу кармане реглана.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӗнче ҫӗнтерӳ вучӗпе тасалнӑ.

Мир очищен победой.

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Каҫ кӳлӗм, ҫуса тасалнӑ хыҫҫӑн, ҫисе тултарнӑ хыҫҫӑн, эпӗ столовӑйӗнче лартӑм.

К вечеру, намывшийся и объевшийся, я сидел в столовой,

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней