Поиск
Шырав ĕçĕ:
Намӑсланнӑ священниксемпе левитсем вара тасалнӑ та Ҫӳлхуҫа Ҫуртне пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнесем илсе пынӑ, 16. йӗркене пӑхӑнса, Турӑ ҫыннин Моисейӗн саккунӗ хушнӑ пек, вӗсем хӑйсен вырӑнӗсене йышӑннӑ.
2 Ҫулс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вӗсем хӑйсен пиччӗшӗ-шӑллӗсене пуҫтарнӑ та кӗлтуса тасалнӑ, унтан патша хушнипе, Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне тасатма кайнӑ.
2 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Левитсем тасалнӑ, хӑйсен тумтирӗсене ҫуса тасатнӑ; Турӑ умӗнче Аарон вӗсене Ҫӳлхуҫана халаллас йӗркене тунӑ, вӗсем таса пулччӑр тесе, Аарон вӗсене тасатнӑ; 22. ҫакӑн хыҫҫӑн левитсем Ааронпа унӑн ывӑлӗсем умӗнче пуху чатӑрӗ таврашӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ.
Йыш 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Кам та пулин арӑмӗ юн юхса тасалнӑ вӑхӑтра унпа выртсассӑн, унӑн ҫарамасне уҫсассӑн, вӑл унӑн юхнине уҫса хунӑ пулать, арӑмӗ те хӑйӗн юнӗ юхнине уҫса кӑтартнӑ пулать: вӗсене иккӗшне те хӑйсен халӑхӗ хушшинчен пӗтерччӗр.
Лев 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Арӑму тасамарлӑхӗнчен тасалнӑ вӑхӑтра ун ҫывӑхне ан пыр, унӑн ҫарамасне ан уҫ.19. И к жене во время очищения нечистот ее не приближайся, чтоб открыть наготу ее.
Лев 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Юхтарса ҫӳрекен ҫын ҫинчен, вӑрлӑхӗ юхса тухнипе тасамарланнӑ арҫын ҫинчен, 33. тасалнӑ чухне асапланакан хӗрарӑм ҫинчен, юхакан чирпе аптӑракан арҫын е хӗрарӑм ҫинчен, таса мар арӑмӗпе выртса ҫывӑракан упӑшки ҫинчен хунӑ саккун ҫакӑ ӗнтӗ, тенӗ.
Лев 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Хӗрарӑмӑн юн кайнӑ кунӗсем пулсассӑн, унӑн хӑй тасалса ҫитиччен ҫичӗ кун килте лармалла, ун ҫумне сӗртӗнсессӗн кирек кам та каҫченех таса мар пулӗ; 20. хӑй тасалнӑ вӑхӑтра вӑл мӗн ҫине выртӗ, ҫавӑ пӗтӗмпех таса мар; мӗн ҫине ларӗ, ҫавӑ та пӗтӗмпех таса мар; 21. вӑл выртакан вырӑна сӗртӗнсессӗн, кирек камӑн та хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатмалла, хӑйӗн шывпа ҫӑвӑнмалла, вӑл каҫченех таса мар пулӗ; 22. вӑл ларнӑ пӗр-пӗр япала ҫумне сӗртӗнсессӗн, кирек камӑн та хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатмалла, хӑйӗн шывпа ҫӑвӑнмалла, вӑл каҫченех таса мар пулӗ; 23. кам та пулин унӑн вырӑнӗ ҫинчи е вӑл ларнӑ ҫӗрти пӗр-пӗр япалана сӗртӗнсессӗн, каҫченех таса мар пулӗ; 24. упӑшки унпа выртса ҫывӑрас пулсассӑн, арӑмӗн тасамарлӑхӗ упӑшки ҫинче пулӗ; вӑл ҫичӗ кун таса мар пулӗ, вӑл выртакан кирек мӗнле вырӑн та таса мар пулӗ.
Лев 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Тасалнӑ хыҫҫӑн кӗсен чирӗ унӑн ӳт-тирӗ тӑрӑх питӗ сарӑла пуҫласассӑн, 36. священник ҫав ҫыннӑн ӳт-тирӗ тӑрӑх кӗсен чирӗ сарӑлса пынине курсассӑн, священник сарӑхнӑ ҫӳҫ шыраса ан тӑтӑр: ҫав ҫын таса мар.
Лев 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Хӗрача ҫуратсассӑн, вӑл хӑй тасалнӑ хушӑра икӗ эрне хушши таса мар пулӗ, юнӗнчен тасалма вара утмӑл ултӑ кун хушши килте лармалла.
Лев 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.