Поиск
Шырав ĕçĕ:
Шӑп ҫак самантра, Санька илсе килнӗ хура-хӑмӑр автан, пӗр нӑрра сӑхса илчӗ, теприне сӑхрӗ, унтан пуҫне каҫӑртса, ҫӗнӗ вырӑнта мӗнпе ырӑ курмалли пуррине пӗлтересшӗн пулнӑ пекех, авӑтса ячӗ.
35-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кала, наркӑмӑшлӑ ҫӗлен, амант, сӑхса ил: эпӗ-им!
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Шӑна сӑхса илчӗ, ҫавӑн пек тутапа тинӗсе тухаймастӑн ӗнтӗ! — терӗ те вӑл, тепӗр пӑрахут кӗтме пуҫларӗ.«Муха укусила, нельзя же с этакой губой в море!» — сказал он и стал ждать другого парохода.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл сайра-хутра тӑпрана сӑхса илет, сӑхнипе укропӑн тӑррисем хусканаҫҫӗ.Он изредка поклевывал землю, отчего вверху вздрагивали зонтички укропа.
XI. Гаврик // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӑл Долгухина пӗтӗм тимлӗхпе итлет, кашни сӑмахах сӑхса татнӑ пек, пуҫне кӑлт та кӑлт тутарать.
23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӑл ӑна пусмӑр айне тӑвать, мӗнпур пек сӗткене сӑхса илет.
13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Хӑшӗ хӑйӑрпа сапать, хӑшӗ таптаса сӳнтерет, е хыпчӑкпа ярса илсе, ҫав вутлӑ ҫӗлен ҫурисене алюмини хуппине сӑхса тухиччен шыва ярса путарать!
9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Тата леререх, вӑрман ҫулӗ тӑрӑх, улалатса сӑрланӑ танксен кӳлеписем патӗнче, снарядсем алтса хӑварнӑ тарӑн шӑтӑксем тавра, кивӗ тункатасем хушшинче, — пур ҫӗрте те салтак вилли йӑванса выртать; хӑшӗ фуфайкӑпа, ваткӑллӑ шӑлаварпа, хӑшӗ вараланса пӗтнӗ симӗс френч тӑхӑннӑ, ытла сивӗ пулнипе, пилоткисене хӑлхи таранах антарса лартнӑ; вӗсен хуҫланса ларнӑ чӗркуҫҫийӗсем, каҫӑртса хунӑ янах шӑммисем юр айӗнчен мӑкӑрӑлса тӑраҫҫӗ; ӑвӑс пек сарӑхса кайнӑ пичӗсем курӑнаҫҫӗ, вӗсене тилӗсем кышланӑ е чакаксемпе ҫӑхансем сӑхса пӗтернӗ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кулӑшлисӗр пуҫне, кунта шухӑшӗ те ҫивӗч, хӑш-пӗр тӑмсай милиционерсене те сатирик автанпа пӗрле «сӑхса» илет.
1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.
Вӑрӑм сӑмсаллисем сӑхса, сӗрлесе-нӑйласа аптӑратаҫҫӗ.
Салхуллӑ Салука // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2010,09,18
Ҫапла пӳрт варринче юпа евӗӗ хытса ларнӑ вӑхӑтра ун умӗнчи телевизор розеткинчен сарӑ-симӗс-хӗрлӗ-кӑвак икӗ юплӗ электровӑй ҫӗлен сӑнни пек силленкелесе тухрӗ те икӗ метр тӑсӑлса чутах Натюша «сӑхса илетчӗ», сӑмса умӗнче чарӑса тӑчӗ те пӗр самант, каялла розеткӑна хӑвӑрт кӗрсе кайрӗ.
Ҫиҫӗм Натюш // Людмила Сачкова. Людмила Сачкова
5. Ӑна вӗсене вӗлерме каламан, пилӗк уйӑх хушши асаплантарма ҫеҫ хушнӑ; вӑл асаплантарни — ҫынна скорпион сӑхса асаплантарни пек.
Ӳлӗм 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӑл вӗсене ытарӑшсем каласа нумай вӗрентнӗ; вӗрентнӗ чухне Вӑл вӗсене ҫапла каланӑ: 3. итлӗр-ха, акӑ акаҫӑ акма тухнӑ; 4. акнӑ чухне ҫапла пулнӑ: хӑш пӗрчи ҫул хӗррине ӳкнӗ, кайӑксем вӗҫсе килнӗ те ӑна сӑхса пӗтернӗ; 5. хӑшӗ чуллӑ ҫӗре ӳкнӗ, унта тӑпра сахал пулнӑ; тӑпри ӑшӑх пулнӑран часах шӑтса тухнӑ; 6. анчах та хӗвел тухсанах шанса кайнӑ та, тымар ярайманскер, типсех ларнӑ.
Мк 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Акӑ Эпӗ сирӗн ҫине ҫӗленсем — ӑрӑмласа та ҫӗнтерейми наркӑмӑшлӑ хура ҫӗленсем — ярӑп, вӗсем сире сӑхса суранлатса пӗтерӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ашшӗнчен кулакан куҫа, амӑшне пӑхӑнман куҫа айлӑмри ҫӑхансем сӑхса кӑларӗҫ, ӑмӑрткайӑк чӗпписем ҫисе ярӗҫ!
Ытар 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Акӑ вӗсем: тамӑк тата хӗсӗр арӑм варӗ, шыв сӑхса тӑранайми ҫӗр, «ҫитет!» теме пӗлмен вут-ҫулӑм.
Ытар 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Эрехӗ епле кӗреннӗн йӑлтӑртатнипе, куркара еплерех хӗмленсе тӑнипе, епле тикӗссӗн ярӑнса юхнипе ан килен, 32. кайран вӑл сана, ҫӗлен пек, сӑхса илӗ, аспид пек амантӗ; 33. куҫу ют арӑмсене сӑхланӗ, чӗрӳ аскӑнла калаҫма пуҫлӗ, 34. вара эсӗ тинӗс варринче ҫывӑрса выртакан евӗр, карап юпин тӑрринче ҫывӑрса пыракан евӗр пулӑн.
Ытар 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иммунитета вӑйлатакан курӑксен йышӗнчен, пыршӑлӑхран наркӑмӑшсене сӑхса илет, вӗсене организмран кӑларать.
Ӳсентӑран витӗмлӗрех // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№