Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тепри — сарри, мӑнтӑрри, лутра кӗлеткелли, ҫар ҫынни пек кӗрнеклӗ ҫын, кӗске сӑран куртки ҫинчен пиҫиххи ҫыхнӑскер, халиччен эп курман ҫын, вӑл ман ҫине шӑтарас пек пӑхать.
2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Эпӗ йӗмерӗм, анчах та сӑн-питӗм тискерленсе кайнӑччӗ пулӗ манӑн, мӗншӗн тесен сӑран пальто тӑхӑннӑ ҫын ман ҫине пӑхса илчӗ те аллине пушатрӗ: эпӗ тарас ҫуккине пӗлчӗ, ахӑр.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Сӑран пальто тӑхӑннӑ ҫын аллипе мана ҫав тери ҫирӗп тытать, эпир таҫта каятпӑр, тӗрмене пулас.Человек в кожаном пальто крепко держал меня за руку, мы шли куда-то, — наверное, в тюрьму.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ чи юлашкинчен курнӑ япала Петька пулчӗ, вӑл урама сиксе тухрӗ, сӑран пальтоллӑ ҫынӑн куҫӗ умӗнчех хапхана шатлаттарса хупса хӑварчӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Петька хапха еннелле ыткӑнчӗ, сӑран пальто тӑхӑннӑ ҫын ун хыҫӗнчен чупрӗ.Петька опрометью кинулся к воротам, человек в кожаном пальто побежал за ним.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Картишӗнче, пирӗн флигель кӳршӗсен картишӗ патне пырса тухнӑ тӗлте, хӗрачапа ула куракран пуҫне сӑран пальто тӑхӑннӑ ҫын тӑрать.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл, куҫлӑхлӑ, кӑвак ҫӳҫлӗ, лӑпсӑрккаскер, пӗчӗкҫӗ те хура кухньӑра сӑран ҫапса тунӑ лутра пукан ҫинче атӑ-пушмак ҫӗлесе ларать.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Мересьев ертсе пыракан лётчикӑн сӑнӗ сӑран шлем ӑшӗнче вутпа ҫуннӑ пек хӗрелсе тӑнӑ.Лицо ведомого Мересьевым летчика в кожаной рамке шлема пылало красными пятнами.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫара, пӗрене стеналлӑ пӳлӗмре пӗтӗмпе те пӗр сӗтел кӑна тӑнӑ, ун ҫинче телефонсен сӑран футлярӗсем, картӑллӑ пысӑк авиаци планшечӗ тата хӗрлӗ карандаш выртнӑ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Уншӑн кунта пурте — япаласем те, ҫынсем те тӑван пек ҫывӑх пулнӑ: кивӗ, куштӑрканӑ, вӑрҫӑ пуҫланнӑранпа тӗссӗрленнӗ сӑран реглансем, йытӑ тирӗнчен ҫӗленӗ унтӑсем тӑхӑннӑ, хӗвелпе пиҫнӗ; сассисем ҫӗтнӗ савӑнӑҫлӑ ҫынсем — тӑван; авиаци базин сӑмсана ҫуракан вичкӗн те тутлӑрах шӑрши ҫапнӑ сывлӑш, ӑшӑтакан моторсен кӗрлевӗпе тата вӗҫсе каякан самолётсем тикӗссӗн кӗрленӗ сасӑсемпе тулнӑ сывлӑш — тӑван; ҫулланса пӗтнӗ комбинезонсем тӑхӑннӑ, ураран ӳкес пек ывӑнса ҫитнӗ техниксем; хӗвелпе бронза тӗслӗ пуличченех пиҫсе ларнӑ хаяр инструкторсем; метеорологи будкинчи хӗрлӗ питлӗ хӗрсем; команднӑй пункт ҫуртӗнчи кӑмакаран йӑсӑрланса тухакан кӑвак тӗтӗм; зуммерсем нӑйлатни тата телефонсем хыттӑн шӑнкӑртатни; фронта тухса каякансем «асӑнмалӑх» чиксе кайнипе столовӑйсенче кашӑксем ҫитменни; тӗрлӗ тӗслӗ карандашсемпе ҫырнӑ «боевой листоксем», сывлӑшра хӗрсем ҫинчен шухӑшлакан ҫамрӑк лётчиксенчен тӑрӑхласа тунӑ карикатурӑсем; вӗҫмелли уйри самолёт кустӑрмисемпе урлӑ та пирлӗ чӗркелесе пӗтернӗ, шӑнса ларнӑ хӑмӑр тӗслӗ пылчӑк; тӑварлӑрах сӑмахсемпе тата авиаци терминӗсемпе хутӑштарнӑ хаваслӑ калаҫу — ҫаксем пурте уншӑн ҫывӑх, хӑнӑхнӑ япаласем пулнӑ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Малта йывӑрлӑхсемпе чӑрмавсем нумай пулнӑ: рапорт ҫырмалла, хаяр подполковника аттестатсене мӗнле майпа ҫухатни ҫинчен ӑнлантармалла; ку шкулта, ҫынсем вӗҫӗ-хӗррисӗр пырса тӑрса ҫавӑн пекех вӗҫӗмсӗр кайса тӑнӑ пирки йӗркесӗрлӗхсем пулнипе, апата начартарах ҫитернӗ, курсантсем кӑнтӑрлахи апат ҫинӗ хыҫҫӑнах каҫхи апат ҫинчен ӗмӗтленме тытӑннӑ; вӑтам шкул ҫуртӗнче — вӗҫекен состав валли вӑхӑтлӑха тунӑ общежитире — трубасем ҫурӑлнипе тӳсме ҫук сивӗ пулнӑ, ҫавӑнпа та Алексей малтанхи каҫхине одеялпа сӑран реглан айӗнче ҫӗрӗпех чӗтресе выртрӗ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл, ним тӑвайманнипе, Зиночка ҫине ҫаврӑнса пӑхрӗ те, брюкине вӑраххӑн хӑпартса, сӗтел умӗнче хӑйӗн сӑран протезӗсем ҫинче чылайччен тӑчӗ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Халӗ уншӑн чи йывӑрри вӑл — хуть те епле те ҫавранма пултаракан, итлекен чӑн-чӑн урасем вырӑнне чӗркуҫҫисенчен чӗнсемпе ҫыхса лартнӑ сӑран япаласемпе ташласси, вӗсене пӗлекен тӑвасси пулнӑ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Протезсем ҫинчи сӑран нӑтӑртатса илчӗ, вӗсен тӗпӗсем урайне икӗ хутчен хыттӑн ҫапӑнчӗҫ: кӗмсӗрт, кӗмсӗрт.Туго и хрустко заскрипела кожа, раздались два тяжелых удара об пол: бум, бум.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл протеза ҫаннипе шӑлса илчӗ, сӑран ҫинчи темле хура пӑнчӑна чӗрнипе хӑйпӑтса пӑрахрӗ, ҫав вырӑн ҫине пӗр хушӑ сывласа тӑрса, ӑна юр пек шурӑ халат аркипе шӑлса илчӗ, унтан протезсене урайне лартрӗ, кипке татӑкне васкамасӑр чӗркесе кӗсйине чиксе хучӗ.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Унӑн аллисем айӗнче сӑран нӑтӑртатрӗ, палатӑра тир-сӑран тумалли имҫамсен йӳҫӗрех шӑрши сарӑлчӗ.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Укҫа усрамалли хӗрлӗ шкатулки пушӑ тесе тупа тусах ӗнентерекен Антон Пафнутьич суя суйса ҫылӑха кӗмен-мӗн, — шкатулки чӑнахах та пушӑ пулнӑ; ун ӑшӗнче упраннӑ укҫийӗ юлашки вӑхӑтра хуҫа хӑй хӗвне ҫакса янӑ сӑран енчӗке куҫнӑ иккен.
X сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Татӑк урасем ҫумне ҫыхса янӑ йывӑҫпа сӑран татӑкӗсем ҫак кӑткӑс ӗҫе чӗрӗ орган пекех тума пултарни кирлӗ пулнӑ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Зал тӑрӑх каллӗ-маллӗ йывӑррӑн уткаласа ҫӳренӗ май, ӑнсӑртран кантӑк витӗр пӑхнӑ та вӑл — хапха умне тройка пырса тӑнине курах кайнӑ; сӑран картус тата хулӑн пуставран ҫӗлетнӗ шинель тӑхӑннӑ пӗчӗк ҫын, урапа ҫинчен анса, приказчик патне флигеле уттарнӑ.
I сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Кинжалӑн сӑран йӗннине Алексей эсэсовец пилӗкӗнчен вӗҫерсе илчӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950