Поиск
Шырав ĕçĕ:
Иккӗшӗн, шкула сбор пуҫланиччен пӗр сехет малтан пырса, сборта мӗн кирлине пӗтӗмпех хатӗрлесе хумалла, теприсен — Сашӑпа Володьӑн — алӑк умӗнче сыхламалла.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Ҫак полоса, оккупациленӗ Украинӑпа Совет Российӗн пӗтӗм чиккийӗ тӑрӑх чӑсӑлса выртнӑскер, нимӗҫ командованин шучӗпе, оккупаци тӑвакан ҫарти салтаксене большевикла шухӑшсем ерессинчен сыхламалла пулнӑ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Ҫӑлӑнма пулӑшаканни те пирӗн кимӗ ҫеҫ, ҫавӑнпа пирӗн ӑна куҫ шӑршине сыхланӑ пек сыхламалла.Все наше спасение заключалось в лодке, и прежде всего надо было позаботиться о ней.
Сюркум сӑмсахӗ // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 139–147 с.
Анчах паян Микинӗн тӗнче тавра чупма вӑхӑт ҫук: каллех кил-ҫурта сыхламалла.Но сегодня бежать вокруг света Микиню некогда: опять надо за домом глядеть.
Тӗнче мӗн пысӑкӑш // Лина Агеносова. Ванаг, Юлий Петрович. Пӗчӗк Микинӗн пысӑк ӗҫӗсем: [калавсем] / Ю. П. Ванаг. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 32 с. — 7–8 с.
Ҫынсем мӗн тери лайӑхрах, хӑйсене шеллемесӗр ӗҫлекен, ырӑ кӑмӑллӑрах пулаҫҫӗ, вӗсене ҫавӑн чухлӗ ытларах сыхламалла.Чем лучше, самоотверженнее, благородней становятся люди, тем бережнее надо быть с ними.
7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Вӗсем, пирӗн кӑна хамӑр укҫа-тенкӗсемпе полксем туса, вӗсен арчисене сыхламалла тесе шухӑшлаҫҫӗ пулсан, вара тарӑн йӑнӑшаҫҫӗ вӗсем.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Птаха полицейски ҫинчен хӑвӑрттӑн сиксе анчӗ, ҫав вӑхӑтрах полицейскин тесакне те туртса кӑларма ӑс ҫитерсе, хӑйне хӑй сыхламалла майланса тӑчӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Кунсӑр пуҫне сулӑ йӗри-тавра пушӑ пичкесем ҫыхса лартрӗҫ, ҫапла вара борт пекки пулса тӑчӗ; ку бортӑн сулӑна пысӑк мар хумсенчен сыхламалла пулать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Анчах ҫынсем пурте пӗрле ҫакна пӗлчӗҫ, ҫакна ӑнланчӗҫ: тӳрӗ кӑмӑлпа пурӑнмалла, нумай ӗҫлемелле тата анлӑ та телейлӗ Совет ҫӗршывне хытӑ юратмалла, сыхламалла.
Чукпа Гек // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 105–140 с.
Сыхламалла!..
IX сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Ҫапла, ку пире питӗ кирлӗ, анчах ҫав хушӑрах, кирек мӗнле пулсан та, эпир хамӑр халӑхӑн тивӗҫлӗхне — ырӑ, кӑмӑллӑ, килӗшӳллӗ пулмаллине сыхламалла.
XXII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Сирӗн хӑвӑрӑн пире ҫаратакансенчен сыхламалла, эсир хӑвӑр ҫаратма тытӑнтӑр-и?Вы должны защищать нас от грабителей, а вы сами начинаете грабить?
V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Арбузсене тискер кайӑксенчен сыхламалла: барсукран, чӗрӗпрен, чаран.
Тӑван ял // Николай Иванов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 17–30 стр.
Эрнепе иксӗмӗрӗн утрав ҫинчен кайма май пулмарӗ: пирӗн алӑра ҫичӗ ҫын юлчӗ, вӗсене сыхламалла та, тӑрантармалла та пулчӗ.
Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ман ӗҫ — хурал ӗҫӗ, кашнине кӑшкӑрса чармалла, ҫил арманне сыхламалла, мӗншӗн тесен унта колхоз тырри, тислӗк мар.
III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Амӑшӗ вара хӑй умне те, няньки умне те пӗр тӗллев лартать: ачана сывӑ ӳстермелле, вӑл шӑнса пӑсӑласран, унӑн куҫӗ йӑмӑхасран тата тӗрлӗ усал-тӗсел ересрен сыхламалла.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вара Жмырев тӳрех пирӗн ҫине сулать, ун хӑйӗн тирне сыхламалла.Тогда Жмырев, конечно, не постесняется запутать нас, чтобы спасти свою шкуру.
26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
14. Шелемияна шӑпа тухнӑ — унӑн тухӑҫ енчи хапхана сыхламалла пулнӑ; Захарийӑна — унӑн ывӑлне, ӑслӑ канашҫӑна — шӑпа ярсассӑн ҫурҫӗр енӗ тухнӑ; 15. Овед-Эдома кӑнтӑр енӗ тухнӑ, унӑн ывӑлӗсене вара тӗрлӗ пурлӑх управӑшӗсем лекнӗ.
1 Ҫулс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Давид тутарнӑ юлашки ӗҫ левитсене — ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисене — шута илсе тухни пулнӑ; 28. вӗсен Аарон ывӑлӗсем ҫумӗнче пулмалла пулнӑ, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне пӑхса тӑмалла, картишӗнче, хуралтӑ таврашӗнче ӗҫлесе тӑмалла, пур ҫӗрте те тасалӑха тытса тӑмалла, Турӑ Ҫурчӗ таврашӗнчи тӗрлӗ ӗҫе туса тӑмалла пулнӑ, 29. Турӑ умне хумалли ҫӑкӑрсене, тырӑ-пулӑ парни валли кӳрекен тулӑ ҫӑнӑхне, тутлӑлла пӗҫернӗ пашалусене, ытти пӗҫернӗ е ӑшаланӑ апат-ҫимӗҫе тӗрӗслесе, шутласа-виҫсе тӑмалла пулнӑ, 30. вӗсен ирсерен Ҫӳлхуҫана аслӑламалла, мухтавламалла пулнӑ, каҫхине те ҫавӑн пекех тумалла пулнӑ, 31. шӑматкунсенче, ҫӗнӗ уйӑх кунӗсенче тата уяв кунӗсенче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳнӗ чухне, ҫирӗплетнӗ йӗрке тӑрӑх, вӗсен яланах Ҫӳлхуҫа умӗнче пулмалла пулнӑ, 32. вӗсен Турӑ ирӗкне пӗлтерекен кӗлӗ чатӑрне сыхламалла, сӑваплӑ пӳлӗме пӑхса тӑмалла, хӑйсен тӑванӗсем священниксем, Аарон ывӑлӗсем, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче кӗлӗ тунӑ чухне вӗсене пулӑшса тӑмалла пулнӑ.
1 Ҫулс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
ГЛПСпа чирлес мар тесен ҫакна манмалла мар: ҫын чирленӗ вырӑнта шӑшисене пӗтермелле; канмалли учрежденисенче шӑшисем кӗмелле мар мероприятисене туса пымалла, вӗсем йӗри-тавра канавсем, шӑшисене пӗтерекен нумай вӑхӑта пыракан точкӑсем пулмалла; ялсене тирпей-илем кӗртмелле, вӗсене тасамарлӑхран тасатсах тӑмалла; учрежденисемпе организацисен шӑшисене пӗтерекен организацисемпе килӗшӳсем тумалла; пӳлӗме тасатса тирпейленӗ чухне тутапа сӑмсана хӳтӗлеме йӗпетнӗ маска тӑхӑнмалла; пур чухне те апат-ҫимӗҫе шӑшисем вараласран сыхламалла, апат ҫиес умӗн алӑсене яланах ҫумалла; ҫӗр ҫинчен пуҫтарнӑ мӑйӑрсене ҫӑвара хыпса катмалла мар.
Шăши чирĕнчен асăрханар // Р. ДАНИЛОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.04