Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

суса (тĕпĕ: су) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Етӗрне районӗнчи «Ленинская искра» хуҫалӑх дояркисем Лидия Андреевӑпа Валентина Спиридонова кашни ӗнерен 8940 кг сӗт суса иртнӗ ҫул кӑтартӑвӗпе мала тухнӑ.

Помоги переводом

Сӗт юр-варӗ сывлӑхшӑн усӑллӑ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

Н. В. Федоров Президент Тӑван ҫӗр-шывӑн 1941—1945 ҫулсенчи Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ ентеш-паттӑрсене сума суса Алманчра ҫӗкленӗ палӑк ҫывӑхне пухӑннӑ ял ҫыннисемпе калаҫма та вӑхӑт тупрӗ.

Помоги переводом

Чӑваш Ен Президенчӗ Н. В. Федоров: «Ҫитӗнӳ пӗр-пӗрне ӑнланса ӗҫленинчен килет» // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.03.30

Район пуҫлӑхӗн хушӑвӗпе 2009 ҫулта ӗне пуҫне вӑтамран 5115 килограмм сӗт суса мала тухнӑ Мелания Ивановна Васильева доярка («Шатьма») район администрацийӗн — пӗрремӗш, Галина Петровна Анисимова (5085 кг, В. Васильева ХФХ) — иккӗмӗш, И. В. Даниловапа А. В. Маркова (4990-шар кг, иккӗшӗ те «Кр. Сормово») виҫҫӗмӗш степеньлӗ дипломӗсене тата укҫан премисене тивӗҫрӗҫ, тепӗр 18 дояркӑна та укҫан премисем пачӗҫ.

Помоги переводом

Продуктивлӑха ӳстересси, ӑратлӑха лайӑхлатасси тӗпре пулмалла // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.06

— Хальхи вӑхӑтра эпир ӗне пуҫне талӑксерен 17 килограма яхӑн сӗт суса илетпӗр.

Помоги переводом

Продуктивлӑха ӳстересси, ӑратлӑха лайӑхлатасси тӗпре пулмалла // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.06

Геннадий Николаевич пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Республикин Правительстви пысӑк продуктивлӑ ӗнесем усранӑшӑн хуҫалӑхсене укҫа хушса тӳлет: ӗне пуҫне вӑтамран 3900 килограмм сӗт суса илнисене кашни ӗнешӗн — 3100, 4500 килограма ҫитернисене — 4200-шер тенкӗ.

Помоги переводом

Продуктивлӑха ӳстересси, ӑратлӑха лайӑхлатасси тӗпре пулмалла // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.06

Пӗлтӗр районӗпе кашни ӗнерен вӑтамран 4112 килограмм сӗт суса илнӗ.

Помоги переводом

Продуктивлӑха ӳстересси, ӑратлӑха лайӑхлатасси тӗпре пулмалла // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.06

Мартӑн 31-мӗшӗнче тулли мар яваплӑ «Волит» пӗрлешӳ никӗсӗ ҫинче 2009 ҫулта кашни ӗнерен вӑтамран 4 пин килограмм ытла сӗт суса илнисен «ҫавра сӗтел» хушшинчи тӗл пулӑвӗ иртрӗ.

Помоги переводом

Продуктивлӑха ӳстересси, ӑратлӑха лайӑхлатасси тӗпре пулмалла // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.06

«Халӑх тарҫисем» хуҫалӑхӑн икӗ уйӑх хушшинче йӗркелештерсе ҫитернӗ кантурӗн ҫӗнӗ ҫуртне кӗрсе курчӗҫ, тӑррисене ҫӗнетнӗ юсав мастерскойне, тырӑ тасатса типӗтмелли ӗҫсене механизациленӗ йӗтем ҫине, Яманакри тӗпрен юсанӑ тата ҫӗнӗ йышши оборудовани вырнаҫтарнӑ сӗт-ҫу фермине (Е. Алексеева заведующи ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, кунта тимлекенсем (дояркӑсем 6-ӑн) ӗҫ условийӗсем лайӑхланнипе кӑмӑллӑ, кӑҫал фермипе кашни ӗнерен (пӗтӗмпе 200 пуҫ) вӑтамран 5300—5400 килограмран кая мар сӗт суса илме ӗмӗтленеҫҫӗ) ҫитрӗҫ, ҫавӑн пекех хуҫалӑх хӑйӗн вӑйӗпе Мӑн Шетмӗ юхан шывӗ урлӑ хывакан кӗпер патне ҫитсе курчӗҫ.

Помоги переводом

Депутатсем — район малашлӑхӗшӗн ӗҫлекенсем // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2009.08.21

— И.Яковлевпа Н.Никольские сума суса чупу ирттерни пысӑк хисепе тивӗҫ.

Помоги переводом

Сухаллӑ ҫыннӑн ӗмӗрӗ вӑрӑм, сывлӑхӗ ҫирӗп // А.ПЕТРОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Ҫак кунсенче кӑна Анат Уратьмасем ҫулланнӑ ҫынсене сума суса тата вӗрентекенсене чыс туса пысӑк уяв ирттернӗ.

Помоги переводом

Яла савӑнтаракан «Кӗмӗл ҫӑлкуҫ» // Светлана САДЫКОВА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Ҫӗрулми пысӑк тухӑҫпа савӑнтарасса шанаҫҫӗ, сӗт суса илессине ӳстернӗ.

Помоги переводом

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Леонид НИКИТИН. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Асӑннӑ фермӑра 2014 ҫулта кашни ӗнерен 8000 кг, 2015 ҫулта 8000 кг яхӑн сӗт суса илнӗ.

Помоги переводом

Тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ // Л.ШУРЯШКИНА, Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

15. Саруия ывӑлӗ Иоав — ҫарпуҫ, Ахилуд ывӑлӗ Иосафат — кулленхи ӗҫсене ҫырса пыраканӗ, 16. Ахитув ывӑлӗ Садок тата Авиафар ывӑлӗ Авимелех — священник, Суса — ҫыруҫӑ, 17. Иодай ывӑлӗ Ванея вара хелефейсемпе фелефейсен пуҫлӑхӗ пулнӑ; Давид ывӑлӗсем патша ҫумӗнче пӗрремӗш ҫынсем пулнӑ.

15. Иоав, сын Саруи, был начальником войска, Иосафат, сын Ахилуда, дееписателем, 16. Садок, сын Ахитува, и Авимелех, сын Авиафара, священниками, а Суса писцом, 17. Ванея, сын Иодая, над Хелефеями и Фелефеями, а сыновья Давидовы - первыми при царе.

1 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Иодай ывӑлӗ Ванея — хелефейсемпе фелефейсен пуҫлӑхӗ, 24. Адорам — хырҫӑ пуҫтараканӗ, Ахилуд ывӑлӗ Иосафат — кулленхи ӗҫсене ҫырса пыраканӗ, 25. Суса ҫыруҫӑ пулса тӑнӑ; Садокпа Авиафар унчченхи пекех тӗп священниксем пулнӑ; 26. ҫавӑн пекех Давид патӗнче Иаир ҫынни Ира та священник пулнӑ.

а Ванея, сын Иодаев, - над Хелефеями и над Фелефеями; 24. Адорам - над сбором податей; Иосафат, сын Ахилуда - дееписателем; 25. Суса - писцом; Садок и Авиафар - священниками; 26. также и Ира Иаритянин был священником у Давида.

2 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Сӑвӑ ҫырмалли «саккуна» пӗлместӗп пулин те чунра йӗркесем ҫуралчӗҫ: «Ҫуралнӑ кун, анчах эс ҫук, ытла ир кайрӑн уйрӑлса. Килте текех кил ӑшши ҫук, ати ларать куҫне шӑлса... Улт ачу та кинӳсем сана саваҫ сума суса, ӳсеҫҫӗ пӗчӗк мӑнуксем, ати ларать куҫне шӑлса...»

Помоги переводом

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Шалу выльӑх еплерех ӳт хушнинчен те, сӗт суса илнинчен те килет.

Помоги переводом

Ҫамрӑксем тислӗк шӑршинчен йӗрӗнмеҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Пӗр ӗнерен 4-5 пин литр сӗт суса илнӗ.

Помоги переводом

«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Вилӗмсӗр классикӑмӑр Митта Ваҫлейӗ «Мухтав та пехил ӗмӗр-ӗмӗрне тарпа тӑварланнӑ ыраш ҫӑкӑрне» тенӗ пулсан, Татьяна Ильина журналист ҫӑкӑр пӗҫерекене сума суса кӗнеке кӑларнӑ.

Помоги переводом

Ҫӑкӑр пӗҫерекене сума суса — кӗнеке // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11692.html

Вӗсенчен иккӗшне Валентина амӑшне сума суса Мария ят хунӑ.

Из них двоих назвали Марией, в честь матери Валентины.

101 ҫулти кинемей тутлӑ кукӑль пӗҫерет, купӑс калать // Николай ЕРШОВ. http://hypar.ru/ru/node/15772

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней