Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Продуктивлӑха ӳстересси, ӑратлӑха лайӑхлатасси тӗпре пулмалла

Автор: Ял пурнӑҫӗ

Источник: «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.06

Добавлен: 2016.08.02 16:23

Предложений: 75; Слово: 832

Тип текста: Публицистика

По-русски Тема: Сельское хозяйство

Мартӑн 31-мӗшӗнче тулли мар яваплӑ «Волит» пӗрлешӳ никӗсӗ ҫинче 2009 ҫулта кашни ӗнерен вӑтамран 4 пин килограмм ытла сӗт суса илнисен «ҫавра сӗтел» хушшинчи тӗл пулӑвӗ иртрӗ. Хисепӗпе вӑл тӑххӑрмӗш пулчӗ. Пӗлтӗрхи кӑтартусемпе районти ҫичӗ хуҫалӑхри 22 доярка тӑватӑ пинлисен клубне кӗме пултарнӑ.

1. Ӗне сӑвакансем ӗҫ условийӗсемпе кӑмӑллӑ

Малтанах вӗсем Йӗпремри сӗт-ҫу фермин ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗҫ: кунти сӗт блокне тата ӗне сумалли зала тата витене кӗрсе курчӗҫ. Асӑннӑ пӗрлешӳн тӗп зоотехникӗ И. Г. Федотова 4 пинлисен клубӗн членӗсене сӗт сумалли технологи процесӗ ҫинчен каласа ӑнлантарчӗ, вӗсен ыйтӑвӗсене хуравларӗ. Кунта 110 ӗне. Паниҫкесене кӑкармасӑрах усраҫҫӗ. Сӑвӑм вӑхӑчӗ ҫитсен вӗсене зала вуникшерӗн-вуникшерӗн кӗртсе яраҫҫӗ. Кашниех хӑй вырӑнне пӗлет, ҫавӑнта кӗрсе тӑрать. Вӗсене виҫҫӗн сӑваҫҫӗ, тӗрӗссипе аппарат сӑвать-ха. Доярка-дояр ӗне ҫиллисене ҫуса сумалли аппаратсем лартса тухать ҫеҫ. Продукци, ӑна кунта килсех илсе каяҫҫӗ, патшалӑха пӗрремӗш сортпа ӑсанать. Сӗтри ҫу хисепӗ 3, 8— 4, 0 процентпа танлашать. Сӑвӑм хыҫҫӑн ӗне сӑвакансем каяшсене тасатаҫҫӗ. Ҫапла, вӗсен ӗҫӗ, хӑйсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, йывӑр мар. Апата тутлӑлантарса парса миксерпа валеҫеҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, ӗҫ условийӗсем лайӑх, укҫине вӑхӑтра тӳлеҫҫӗ. Шел, паян дояркӑна, выльӑх пӑхакана ылмаштаракан йӗркеллӗ ҫын тупма хӗн.

«Волит» иртнӗ ҫула 4 миллион та 29 пин тенкӗ тупӑшпа вӗҫленӗ. Т. Г. Петрова генеральнӑй директор пӗрлешӳ аталанса пынипе кӗскен паллаштарчӗ. «Укҫа-тенкӗ килесси дояркӑсем ӗҫленинчен килет. Вӗсем — пирӗн тӗп тӗрек», — палӑртрӗ хӑй сӑмахӗнче Тамара Георгиевна.

Ҫак кунсенче «Волитра» ҫур акине хатӗрленес ӗҫсем вӑй илсех пыраҫҫӗ.

2. Юбилейлӑ ҫулта ӗҫ кӑтартӑвӗсене лайхлатмалла

Пӗрлешӳн административлӑ ҫуртӗнче тӗл пулу малалла тӑсӑлчӗ. Район администрацийӗн ял хуҫалӑх пайӗн зоотехника ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен тӗп спецалист-эксперчӗ Г. Н. Матвеев пирваях выльӑх-чӗрлӗх пӑхакансен 2009 ҫулхи ӗҫ кӑтартӑвӗсемпе паллаштарчӗ, кӑҫалхи тӗллевсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Пӗлтӗр районӗпе кашни ӗнерен вӑтамран 4112 килограмм сӗт суса илнӗ. Тулли мар яваплӑ «Шатьма» пӗрлешӳпе В. Васильева хресчен-фермер хуҫалӑхӗнче ку кӑтарту — 5115—5085, «Красное Сормовора» 4884 килогрампа танлашнӑ. Геннадий Николаевич пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Республикин Правительстви пысӑк продуктивлӑ ӗнесем усранӑшӑн хуҫалӑхсене укҫа хушса тӳлет: ӗне пуҫне вӑтамран 3900 килограмм сӗт суса илнисене кашни ӗнешӗн — 3100, 4500 килограма ҫитернисене — 4200-шер тенкӗ. Паянхи кун 7 пӗрлешӳпе хуҫалӑх: «Шатьма», В. Васильева ХФХ, «Красное Сормово», «Караево», «Волит», А. Степанов ХФХ, «Янмурзино» ҫак хушма укҫана илсе тӑраҫҫӗ. Ку хӑйне май пулӑшу мар-и? Ҫавӑнпа вырӑнсенче ӗнесен продуктивлӑхне хӑпартас ыйтӑва кун йӗркинчех тытса тӑмалла. Чи малтанах пахалӑхлӑ апат ытларах янтӑламалла, ӑратлӑха лайӑхлатса пымалла, паниҫкесене тулӑх рационпа тӑрантармалла тата витесенче тивӗҫлӗ микроклимат туса хумалла. Сӑвакан ӗнесен хисепне ӳстермелли ҫинчен те манмалла мар. Кун пирки хӑй сӑмахӗнче тепӗр хут аса илтерчӗ зоотехника ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен тӗп специалист-эксперт Г. Матвеев. Юбилейсен ҫулталӑкӗнче ӗҫ кӑтартӑвӗсене лайӑхлатмалли пирки каларӗ.

Иртнӗ ҫул районта кашни 100 ӗне пуҫне 73 пӑру илнӗ. Ку — япӑх кӑтарту. Ҫавӑнпа ЧР Ял хуҫалӑх министерствинче выльӑх-чӗрлӗх отраслӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе ирттерекен канашлусенче, Геннадий Николаевич каланӑ тӑрӑх, пирӗн района «питех те ҫунтараҫҫӗ». Йӗркеллӗ пулас пулсан, ҫӗр ӗне пуҫне сахалтан та 85 пӑру илмелле. Хальлӗхе ку енӗпе «Волитпа» «Караевора» тата «Шатьмара» ҫеҫ лайӑх ӗҫлесе пыраҫҫӗ-мӗн.

— Ӗнесене пӑруланӑ хыҫҫӑн 60—65 кунтан чуптарса хӑварма тӑрӑшмалла. Апла пулсан вӗсене ҫак вӑхӑтра лайӑхрах тӑрантармалла, сӑнаса-пӑхсах тӑмалла, — палӑртрӗ Геннадий Николаевич. Ҫавӑн пекех вӑл укҫа-тенкӗллӗ пулас тесен сӗте йӗркеллӗ ҫӗре вырнаҫтарма тӑрӑшмалли пирки тепӗр хут асилтерчӗ.

Пӑрусене алла чипер илесси пирки тӗл пулура выльӑх-чӗрлӗх чирӗсемпе кӗрешекен районти станцин тӗп врачӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫласа пыракан Л. Г. Яковлева та уйрӑммӑн чарӑнса тӑчӗ.

— Мӗнле ӗне пуласси пӑруран килет. Ӗне ытларах чухне каҫхине пӑрулать. Ҫавӑнпа та пӑру йышӑнма хатӗр тӑмалла. Пӑруланӑ хыҫҫӑн 30—40 минут иртсен, пӑру мӗн лекнӗ ҫавна ҫуллама, ҫӑвара хыпма пуҫлать. Ҫав вӑхӑтра ӑна ӗнери ӗҫтерме тӑрӑшмалла, — асилтерчӗ дояркӑсене Луиза Георгиевна.

Вӑл тата Г. Матвеев ӗнесем массӑллӑн пӑруланӑ вӑхӑтра сӗт-ҫу фермисенче дояркӑсен каҫхи дежурствине йӗркелемелли пирки каларӗҫ.

3. Пӗр-пӗрин опычӗпе паллашни те кирлӗ

Тӑватӑ пинлисен клубӗн членӗсен тӗл пулӑвӗнче пӗр-пӗрин ӗҫ опычӗпе паллашасси — тӗп вырӑнта. Ку хутӗнче те ҫаплах пулчӗ. Малтанах «Волит» пӗрлешӳн тӗп зоотехникӗ И. Федотова сӑмах илчӗ. Ирина Гурьевна иртнӗ ҫул хӑйсем апат ҫителӗклех хатӗрленине, ӗне выльӑха ҫӑва ӑнӑҫлӑ кӑларассине, хӑйсен тӗллевӗсене пӗлтерчӗ.

— Пирӗн патра пӑрусене дояркӑсем пӑхмаҫҫӗ. Пӑруласан тепӗр 1—2 сехетренех вӗсене пӑру пӑхакан аллине паратпӑр, вӑл чеченскерсене ӗнери ӗҫтерет тата ытти те, — терӗ И. Федотова. — Дояркӑсен ӗҫ укҫи сӗтрен, вӑл мӗнле пахалӑхпа кайнинчен тата продукци хисепӗнчен килет. Сӗт пӗрремӗш сортпа кайсан, маститлӑ ӗнесем пулмасан, 10 процент хушса паратпӑр. Дисциплинӑна пӑссан, маститлӑ ӗнесем тупӑнсан, 20 процент таран чакарса тӳлетпӗр...

Янмурҫинри сӗт-ҫу фермипе Кӳлхӗрринчи сӗт-ҫу комплексӗн заведующийӗсен И. Г. Александровпа Г. Н. Васильеван та каласа памалли сахал мар. Иван Григорьевич Упири унчченхи сӗт-ҫу комплексӗнчи витене реконструкцилеме тӗв туни, Галина Николаевна хуҫалӑх ҫавӑн пек йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнипе паян хӑйсене ҫӑмӑл килменни, ҫапах та ӗне сӑвакансем малашлӑха шанса ӗҫлени пирки каласа пачӗҫ.

— Хальхи вӑхӑтра эпир ӗне пуҫне талӑксерен 17 килограма яхӑн сӗт суса илетпӗр. Рацион тулӑх. Унпа килӗшӳллӗн кашнинче сенаж — 30, салат пӑтти — 10, утӑ — 5, пусыпка 7—8 килограмм лекет. Сенаж хатӗрлеме ҫу кунӗсенче дояркӑсем те хутшӑнаҫҫӗ. Кӑҫал ӗнесен вӑтам продуктивлӑхне 5 пин килограма ҫитерессишӗн кӗрешӗве тухрӑмӑр. Халӗ фермӑра сумалли 211 ӗне. Ҫулталӑк вӗҫнелле вӗсен хисепне 220 пуҫа ҫитересшӗн. Анчахрах дояркӑсене аттестацилерӗмӗр, вӗсене пурне те 1-мӗш классность панӑ. Ҫавна май ӗҫ укҫи тепӗр 10 процент хушӑнать. Уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫи вӗсен 7—8 пин тенкӗне ларать. Ӗҫ дисциплинине сӗмсӗррӗн пӑсакансен тӳлевне 50 процент таранах кататпӑр, — пӗлтерчӗ Яманакри сӗт-ҫу фермин заведующийӗ Е. Г. Алексеева.

4. Клуб членӗсене — громотӑсемпе премисем

Тӗл пулу вӗҫӗнче тӑватӑ пинлисен клубне кӗме тивӗҫ пулнисене чысларӗҫ. Район пуҫлӑхӗн хушӑвӗпе 2009 ҫулта ӗне пуҫне вӑтамран 5115 килограмм сӗт суса мала тухнӑ Мелания Ивановна Васильева доярка («Шатьма») район администрацийӗн — пӗрремӗш, Галина Петровна Анисимова (5085 кг, В. Васильева ХФХ) — иккӗмӗш, И. В. Даниловапа А. В. Маркова (4990-шар кг, иккӗшӗ те «Кр. Сормово») виҫҫӗмӗш степеньлӗ дипломӗсене тата укҫан премисене тивӗҫрӗҫ, тепӗр 18 дояркӑна та укҫан премисем пачӗҫ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней