Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Сӗт юр-варӗ сывлӑхшӑн усӑллӑ

Автор: Ирина ПАВЛОВА

Источник: «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

Добавлен: 2016.10.03 23:49

Предложений: 25; Слово: 295

Тип текста: Публицистика

По-русски Тема: Сельское хозяйство

Республика вырӑнта туса илекен сӗтпе халӑха 134,7 процент чухлӗ тивӗҫтерет. Нумаях пулмасть Шупашкарта кӑҫалхипе пиллӗкмӗш хут «Сӗт фестивалӗ» иртрӗ. Унта хутшӑннӑ предприятисем хӑнасене хӑйсен юр-варӗпе сӑйларӗҫ. Ҫавна май ҫынсем «Ядринмолоко», «Акконд-Агро» фирма» пӗрлешӳсен, Куславккари, Вӑрнарти, «Изамбаевский» сӗт завочӗсен, Елчӗкри сыр завочӗн продукцине астивсе пахаларӗҫ.

Ача ҫуралсанах сӗтпе туслашать. Ӳсерехпе те ҫак сиплӗ шӗвек ҫынна усӑ парать. Диетологсем сӗннӗ тӑрӑх – пӗтӗмӗшле апат-ҫимӗҫ калӑпӑшӗнче сӗт продукчӗ 35 процент йышӑнмалла. Кашни ҫынна ҫулталӑкра вӑтамран 330 кг лекмелле. Чӑннипе вара вӑл 256 кг кӑна ҫиет, ҫакӑ кирлӗ виҫен 77 проценчӗпе кӑна танлашать.

Пӗлтӗр республикӑри хуҫалӑхсем кашни ӗнерен вӑтамран 4905 кг сӗт сунӑ /2014 ҫулхи кӑтартӑвӑн 104,5 проценчӗ. Шупашкар /5763 кг\, Елчӗк /5602\, Етӗрне /5486\, Вӑрнар /5123\, Тӑвай /5110\, Комсомольски /5108\ районӗсенче 5000 кг ытла сунӑ. Икӗ район – Элӗкпе /6370 кг\ Сӗнтӗрвӑрри /6242\ районӗсем – 6000 килограмран ирттернӗ.

Ку ҫеҫ-и? Комсомольски районӗнчи «Асаново» /7939 кг\, Шупашкар районӗнчи «Ольдеевская» /7839\, Элӗк районӗнчи «Новый путь» /7760\, Етӗрне районӗнчи «Ленинская искра» /7567\ тата Елчӗк тӑрӑхӗнчи «Победа» /7095\ хуҫалӑхсенче кашни ӗнерен илнӗ сӑвӑм виҫи 7000 ытла килогрампа танлашнӑ.

Етӗрне районӗнчи «Ленинская искра» хуҫалӑх дояркисем Лидия Андреевӑпа Валентина Спиридонова кашни ӗнерен 8940 кг сӗт суса иртнӗ ҫул кӑтартӑвӗпе мала тухнӑ. Иккӗмӗш вырӑнта – Комсомольски районӗнчи «Асаново» кооператив ӗҫченӗ Наталья Белова /8520 кг.
«Шупашкар-Арена» Пӑр керменӗнче иртнӗ сӗт фестивальне уҫма Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев та хутшӑнчӗ.
Вӑл агропромышленноҫ комплексӗнче малта пыракансене ЧР Ял хуҫалӑх министерствин грамотипе, ачасен пултарулӑх конкурсӗнче ҫӗнтернисене диплом парса чысларӗ. Кӑҫал сӗт производствине аталантарма бюджетра 347,6 млн тенкӗ укҫа уйӑрнине палӑртрӗ. Хальхи вӑхӑт тӗлне хресченсене 300 миллионне куҫарса панӑ.

Паллах, мӗнпур йышши хуҫалӑхра сӑвӑм шайне ӳстерме тӑрӑшмалла. Ҫулла унӑн туяну хакӗ йӳнелни канӑҫ памасть. Республика ертӳҫи асӑннӑ тӑрӑх – сӗт халӗ 2 тенкӗ хакланнӑ, пӗр литрӑн вӑтам хакӗ 17 тенкӗрен иртет.

Пиллӗкмӗш фестиваль «Сывлӑхӑн сӗт салонӗпе» те асра юлмалла. Кунта сӗтпе тата унран хатӗрленӗ продукципе косметологире усӑ курас тӗлӗшпе мастер-класс кӑтартрӗҫ. Куракансем ытти кӑсӑклӑ конкурссемпе те хавхаланчӗҫ.

Аса илтерер, малтанхи тӑватӑ ҫулта фестивале 25 пин ытла ҫын хутшӑннӑ, вӗсем 17 тонна сӗт продукцине тутанса пӑхнӑ тата туяннӑ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней