Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сунса (тĕпĕ: сун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Виҫҫӗшӗ те хӑйсене ӑсатма хапха умне тухнӑ хуҫисемпе чӗререн ырӑ сунса уйӑрӑлчӗҫ те, дилижанс ҫине ларса, тапранса кайрӗҫ.

Все трое сердечно простились с хозяевами, вышедшими их проводить к воротам, уселись в дилижанс и поехали.

III. Ҫеҫенхирте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ӑшӑ кӑмӑлпа ыр сунса, сӑнаса пыраттӑм унӑн кун-ҫулне, вӑл та манӑнне сӑнаса пыратчӗ пулмалла.

С неизменной симпатией я следил за его судьбой, так же как он, кажется, следил за моею.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир Саньӑна ыр сунса ӗҫрӗмӗр, унтан вӑл пур ӗҫре те ӑнӑҫтартӑр тесе тата ӗҫрӗмӗр.

Мы выпили за Санино здоровье, потом за его удачу во всех делах.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Илтнӗ сас-хура суя пулнӑ иккен, Югорски Шар ҫинчи телеграф экспедицийӗ тӑрӑх Татаринов капитан «экспедици ӗҫне ырӑ сунса пулӑшакансемпе кӑмӑллакансене пурне те хӗрӳллӗ салам ярать, ырлӑх сунать».

Но слухи оказались ложными, и через телеграфную экспедицию на Югорском Шаре капитан Татаринов прислал «сердечный привет и наилучшие благопожелания всем жертвователям и лицам, сочувствующим делу экспедиции».

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Марья Васильевна, ав, ӑна, ырӑ кӑмӑллӑ, лайӑх ҫын иккенне, вӑл унӑн умӗнче хӑйне ырӑ сунса пӑхнӑшӑн парӑмра иккенне ӗненнӗ-ҫке-ха.

Ведь поверила же Марья Васильевна, что он — добрый и благородный и, главное, что она перед ним в долгу за все его заботы.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ Савельича ырӑ сунса тав турӑм та, Зуринпа иксӗмӗр пӗр пӳлӗмех ҫывӑрма выртрӑмӑр.

Я благодарил Савельича и лег спать в одной комнате с Зуриным.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк. Арӗслени // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пуппа сывпуллашрӑм, унтан Акулина Памфиловнӑна ырӑ сунса алӑ тытрӑм та эпӗ, пӗтӗмпе вӗриленсе кайса, хам арӑм вырӑннех хисеплекен хӗре ун аллине шанса парса хӑвартӑм.

Я простился с священником и с Акулиной Памфиловной, с жаром поручая ей ту, которую почитал уже своею женою.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк. Уйӑрӑлни // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Мана ырӑ сунса, ачасен юратӑвӗпе юратса кӗтсе илме хатӗрленччӗр; ун пек тумасассӑн, тискер асаппа асаплантарса вӗлерӗп.

Присоветуй им встретить меня с детской любовию и послушанием; не то не избежать им лютой казни.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк. Уйӑрӑлни // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— «Ырӑ сунса кӗтетӗп; чыс тата вырӑн сана, кил, хӑна пул».

— «Добро пожаловать; честь и место, милости просим».

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Комендант килйышне ырӑ сунса, килсене салантӑмӑр.

Простясь со всем семейством, мы отправились по домам.

Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ырӑ сунса кӗтетпӗр.

Добро пожаловать.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк. Крепость // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Тепӗр куннех эпӗ, генерала ырӑ сунса уйӑрӑлтӑм та, хама службӑна кайма хушнӑ вырӑна тухса кайрӑм.

На другой день я простился с генералом и отправился к месту моего назначения.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пысӑк пӳрнескисем ӑшне ҫав алшишсене нумайччен тӑхӑнса ҫӳреме сунса, ҫырусем ҫырса чикрӗм.

В большие пальцы положила записки с пожеланием долго носить.

9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

— Ну, мана телей сунса ал парар…

 — Ну, пожмите руку на счастье…

5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Кӑвак, сарӑ, хӑмӑр пижамӑсем тӑхӑннӑ аманнӑ ҫынсем ун ҫине чӳречерен пӑхса аллисемпе, туйисемпе, костылӗсемпе сулчӗҫ, ӑна ырӑ ҫул сунса, канашсем парса кӑшкӑрчӗҫ.

Раненые в синих, желтых, коричневых пижамах махали ему из окон руками, палками, костылями, что-то кричали, что-то советовали, напутствуя его.

1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Хӑш чухне ҫапла Дуня та ҫавӑн пекех ҫухалса кайма пултарать тесе шухӑшлатӑн та, ирӗксӗрех ӑна вилӗм сунса ҫылӑха кӗретӗн…» — тесе пӗтерчӗ старик хӑйӗн сӑмахне.

Как подумаешь порою, что и Дуня, может быть, тут же пропадает, так поневоле согрешишь, да пожелаешь ей могилы…»

Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Темле генерал манпа курса калаҫасшӑн-мӗн: ырӑ сунса кӗтетӗп; кӗрет хайхи ман патӑма пӗр вӑтӑр пилӗк ҫула ҫитнӗ этем, хӑй тӗксӗмрех сӑнлӑ, хура ҫӳҫлӗ, сухаллӑ, шӑп та шай Кульнев портречӗ пек; вилнӗ упӑшкун, Иван Андреевичӑн, тусӗ эпӗ, службӑра унпа пӗрле пулнӑ тесе пӗлтерет хӑй; кунтан иртсе каяканскер, унӑн тӑлӑх арамӗ кунта пурӑннине пӗлтӗм те акӑ, ҫула май кӗрсе тухмасӑр чӑтаймарӑм, тет.

Какой-то генерал просит со мною увидеться: милости просим; входит ко мне человек лет тридцати пяти, смуглый, черноволосый, в усах, в бороде, сущий портрет Кульнева, рекомендуется мне как друг и сослуживец покойного мужа Ивана Андреевича; он-де ехал мимо и не мог не заехать к его вдове, зная, что я тут живу.

IX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— Прибор парӑр, — кӑшкӑрчӗ Кирил Петрович, — ырӑ сунса кӗтетӗп, Антон Пафнутьич, килех, лар; сӑмах май акӑ мӗн, паян ман ятпа туса ирттернӗ кӑнтӑрлахи кӗлӗре мӗншӗн пулманнипе апата мӗншӗн кая юлса ҫитнине те каласа пар.

– Прибор сюда, – закричал Кирила Петрович, – милости просим, Антон Пафнутьич, садись, да скажи нам, что это значит: не был у моей обедни и к обеду опоздал.

IX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Мамзель Мимие ҫынсем кайран та усал сунса асӑнман.

Мамзель Мими оставила по себе память довольно приятную.

VIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Пил сана манран, вӑрӑм та телейлӗ кунҫул сунса пиллетӗп сана, хӗрӗм…

Прими мое благословение, благословляю на долгую и счастливую жизнь, доченька…

Саккӑрмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней