Поиск
Шырав ĕçĕ:
Учитель Катерина Коншакова сукмакпа хӑпарнине курчӗ, ӑна хирӗҫ утрӗ, Санька пӗчченех тӑрса юлчӗ.
33-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Сад сукмакӗ пахчана тухать, Илья Ильич ирсерен те каҫсерен ҫав сукмакпа икшер сехет ҫӳрет.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Кам кирлӗ сире? — ыйтать дворник, Илья Ильичӑн е кил хуҫи арӑмӗн ятне илтсен, пӗр сӑмахсӑр крыльца еннелле кӑтартать те каллех вутӑ татма тытӑнать, килнӗ ҫын вара хӑйӑр сапнӑ таса сукмакпа крыльца патнелле утать; пусма картлашкисем ҫине чаплах мар таса пӗчӗк кавир сарнӑ; килнӗ ҫын шӑнкӑравӑн йӑлтӑркка пӑхӑр авринчен туртать те, вара Анисья, ачасем, хӑш чухне кил хуҫи арӑмӗ хӑй, е, пуринчен кайран, Захар тухса алӑк уҫать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Штольц ӑна ун чухне тинкеререх сӑнанӑ пулсан, ҫакна тавҫӑрса илнӗ пулӗччӗ; Ольга хӑй ҫулӗпе пӗчченпе пӗрех пырать, инкек-синкекрен ӑна инкӗшӗ ячӗшӗн ҫеҫ сыхлать; авалхи йӑх, хушамат, сослови, кивелнӗ йӑла-пӑла ҫинчен вӗрентсе каласа, ӑна ырӑ ятлӑ няньӑсем, асламӑшӗсем, инкӗшӗсем чӑрмантармаҫҫӗ; ӑна кивӗ ҫулпа вӑйпа ертсе каймаҫҫӗ; вӑл ҫӗнӗ сукмакпа утать, ҫав сукмак ҫинче вӑл хӑй ӑсӗпе, куҫӗпе, туйӑмӗпе йӗр хывать.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл та пӗр-пӗччен паллӑ мар сукмакпа утатчӗ-ҫке, ҫул тӑваткалӗнче ӑна Штольц ҫавнашкалах тӗл пулса алӑ пачӗ те — йӑлтӑрти ҫутта мар, сарӑлса кайнӑ юханшыв хӗррине, анлӑ хирсене, хаваслӑ сӑртсем патне ертсе тухрӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Инкӗшӗ айлӑмра кӳме ҫинче ларнӑ чух Штольц Ольга хыҫҫӑн пӗр-пӗр ансӑр сукмакпа пырать; Ольга мӗнле чарӑнса тӑнине, ту ҫине мӗнле хӑпарнине, мӗнле сывлӑш ҫавӑрса илнине, ун ҫине мӗнле пӑхнине Штольц вӑрттӑн тимлесе сӑнать: Ольга ун ҫине пуринчен малтан пӑхса илессе шансах тӑрать вӑл.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Сывӑ пул! — кичеммӗн те хурлӑхлӑн каларӗ вӑл, вара, пуҫне усса, сукмакпа кайма тӑчӗ.Прощай! — сухо, с горечью, прибавила она и, склонив голову, пошла было по дорожке.
XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольга Кордели пулса ҫак сӑнара хӑйне йышӑннӑ-и е ҫӗнӗ сукмакпа кайса шухӑш-кӑмӑлне улӑштарнӑ-и, Обломовшӑн, паллах, ку инкек пулман, Обломов хӑй чӗринче Ольгӑна мӗнле сӑнарланӑ, вӑл ҫав тӗссемпех тата вутпа ҫеҫ курӑнтӑр, хӑйпе ҫеҫ лайӑх пултӑр.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тӑвӑр сукмакпа иртсен, эпир пылчӑка пула хуп-хура курӑнакан, лаша ури ҫӑрса та урапа кустӑрми каскаласа-ватса пӗтернӗ вӑрман ҫулӗ ҫине тухрӑмӑр, ун лакӑмӗсене чап-туллиех шыв тулса ларнӑ, вӗсенче каҫ шуҫӑмӗн пушарӗ хӗмленет.
V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Вӑл тӗтӗмпе хуралнӑ вӑрӑм стена аяккинчи сукмакпа ҫӑмӑллӑн утса пырать.Он бойко шагал по узенькой тропинке вдоль длинной закопченной стены.
XXII. Ҫывӑхри армансем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Петя ҫав сукмакпа чупса ҫӳреме юратнӑ.
II. Тинӗс // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Унтан вара пире халӗ ҫеҫ ҫуса кайнӑ юр тӑрӑх ансӑр сукмакпа, арканнӑ самолет ванчӑкӗсем выртакан тарӑн шӑтӑксен хӗррипе ертсе кайрӗҫ, юрпа ҫурма витӗннӗ хӗрлӗ тӗмсен хӗррипе иртрӗмӗр.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ ҫак сукмакпа пӳрт патнелле ҫӑмӑллан утса кайрӑм.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫав сукмакпа пӗр качака уткаласа ҫӳрет.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫаврӑнса пӑх та, Савельич иккен — туран анакан сукмакпа вӗҫтерсе пыра парать…Я оглянулся и увидел Савельича, сбегающего ко мне по нагорной тропинке…
Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Ура йӗрӗсем сайраланнӑҫемӗн сайралса пыраҫҫӗ, пӗве тӗлне ҫитерехпе вара вӗсем хӗрарӑмсем кӗпе чӳхеме анакан сукмакпа хутшӑнаҫҫӗ, ҫухалаҫҫӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ун патне йывӑҫ тӗмисемпе чулсем хушшинчи тӑвӑр кӑна сукмакпа каймалла; ту ҫине улӑхнӑ чух эпӗ княҫ хӗрӗн аллине тытрӑм, вӑл вара мӗн уҫӑлса ҫӳресе таврӑничченех хӑй аллине вӗҫертмерӗ.
Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ансӑр сукмакпа Елисаветински Ҫӑл куҫӗ патнелле хӑпарнӑ май, эпӗ арҫын ушкӑнӗнчен иртсе кайрӑм, вӗсен хушшинче штатскисемпе ҫар ҫыннисем те пур, кайран пӗлтӗм эп вӗсем симлӗ шывшӑн ҫунакан этемсем хушшинче хӑйне евӗр уйрӑм виҫере тӑраҫҫӗ иккен.
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Хул хушшине вӑл темле ҫыхӑ хӗстернӗ, пристань еннелле ҫаврӑнчӗ те тӑвӑр кӑна чӑнкӑ сукмакпа аялалла анма пуҫларӗ.Под мышкой он нес какой-то узел, и повернув к пристани, стал спускаться по узкой и крутой тропинке.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Эпир тӳррӗн, лётчиксем вӑрман урлӑ хывнӑ сукмакпа кайрӑмӑр.Мы пошли прямиком через лес по протоптанной летчиками тропинке.
Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950