Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

симӗ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапла уҫӑлса ҫӳренин симӗ часах уссине кӳчӗ.

Благотворное действие этой прогулки сказалось быстро.

VIII. Ҫаран // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Уҫӑ, таса сывлӑша кӳршӗ пахчари чечек шӑрши ҫапнӑ, пуринчен ытла туратлӑ акаччи симӗ тулнӑ.

Чистый дремлющий воздух был напоен благоуханием цветов, распустившихся в соседних дворах, и острее всего пахла ароматная акация.

XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл пӗрре Балкан тӑррине ҫӗкле-ҫӗкле хӑпартрӗ, тепре тытан амаках антара-антара ячӗ, сӗм вӑрман шӑплӑхӗ те, хупӑрти ҫулҫӑ шӑпӑлтатӑвӗ те, вӑрманти утмӑл турат чечекӗн симӗ те, ян-янӑран сасӑ та, тунсӑхличчен савса юратни те илтӗнсе тӑчӗ ҫав юрӑра.

Они уносили душу к балканским вершинам и пропастям, они пели о тишине лесистых ущелий, о шелесте — листвы, под которой в полдень отдыхают овцы, о лесных травах, о горном эхе и вздохах любви в логу.

ХХХI. Алтӑнӑври улах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Пӗтӗм ял халӑхне пуҫтарӑп та, сана кунта вӑйпа хупса илӗпӗр; пирӗншӗн эс турӑ симӗ пек кирлӗ, ху ав — вилмеллипех каясшӑн.

— Я созову всю деревню, и тебя силком запрут здесь; ты нам нужен, как причастие божие, а собираешься идти на верную смерть!

XXVIII. Вериговӑра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кӗмӗл кӳлӗ патӗнче, Тӑхӑр ялӑн садӗнче, Пылӗ пур, симӗ пур, Унтан тутли татах пур.

Помоги переводом

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней