Поиск
Шырав ĕçĕ:
Юрланӑ сасӑсем инҫе кайса майӗпен кӗрлекен тӑтӑш сасӑ пулса тӑраҫҫӗ, хыҫалта вара ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ сасӑсем илтӗнеҫҫӗ.
VIII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Таҫтан тӗттӗмрен пӗр евӗрлӗ сасӑ илтӗнет, ҫав сасӑ пирӗн кимӗ моторӗн сасси пекех туйӑнать.
Малтан калани // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
— Давайӑр носилка — эй! ротнӑя вӗлернӗ! — ун пуҫӗ тӗлӗнчех илтӗнчӗ кӑшкӑрнӑ сасӑ, вӑл вара ирӗксӗрех ку сасӑ Игнатьев барабанщик сасси иккенне тавҫӑрса илчӗ.
13 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Сире таҫта хӑвӑртан инҫетрех те мар етре ҫурӑлнӑ сасӑ илтӗннӗн туйӑнать, пур енчен те пуля сассисем илтӗнеҫҫӗ пек, — пыл хурчӗ пек нӑрлаканнисем те, шӑхӑраканнисем те, хӗлӗх пек янӑраканнисем те пур пек вӗсен хушшинче, — ҫав тери хӑрушӑ кӗмсӗртетсе янӑракан сасса илтетӗр, вӑл сасӑ сире пурне те ҫӳҫентерсе ярать, сирӗншӗн пулсан вара вӑл темӗнле, калама ҫук хӑрушӑ япала пек туйӑнса каять.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Сасӑ ян кайнӑ пек, мустангер кӑшкӑрнине хирӗҫ тепӗр сасӑ илтӗнсе кайнӑ, ун хыҫҫӑнах ягуара персе ӳкернӗ пӑшал сасси янӑраса кайнӑ.Точно эхо, в ответ на крик мустангера раздался крик друга и вслед за ним выстрел.
LIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Сассисем инҫетрен илтӗнсе килнӗ тата аран ҫеҫ илтӗннӗ пулсан та, ҫапах та ӗнтӗ унта икӗ сасӑ пулнине уйӑрса илме май килнӗ: хӗрарӑмпа арҫын сасси?
XLIX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Тропикри чӑтлӑх вӑрманӑн ҫӗрлехи сывлӑшӗнче ҫӗрлехи сасӑсен чарӑна пӗлмен хорӗ янӑраса тӑнӑ, ҫав хора икӗ хутчен лаша ури сасси тата пӗр хутчен ҫын утнӑ сасӑ хутшӑннӑ.
XXXVI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Ун хыҫҫӑн ҫавӑнтах выльӑх-чӗрлӗх сассисем хутшӑнса кайрӗҫ, Фелим О`Нил ҫухӑрнисем вара часах сасӑсен тискер хорӗнче путса, ҫухалса кайрӗҫ, — ҫав тискер хорта йытӑ вӗрнӗ сасӑ лашасем хартлатнипе, кӗҫеннипе пӗрлесше кайрӗ.
VII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Тата тепӗр капмар хум пырса ҫапать, каллех ялтӑркка сирпӗнчӗксем вӗҫсе иртеҫҫӗ, чашкӑрнипе шӑмпӑлтатнӑ сасӑ витӗр каллех малтанхи сасӑ, паллӑ мар та ачаш сасӑ илтӗнет.
IV // Степан Апаш. Ялав, 1953, 7(91)№, 25-28 стр.
Вӗсем хушшинче ватӑ старик сасси — чӗтренсе тухакан сасӑ — илтӗнет, ӑна Степан Ильичӑн лӑпкӑ та хулӑн сасси пӳлет.Среди них выделялся старческий, дребезжащий голос; его прерывал спокойный густой бас Степана Ильича.
18 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Ку теплоход кӑшкӑртнӑ сасӑ мар, труба сасси те мар, ку темле пит пӗлсе тӑнӑ, нумай хут илтнӗ сасӑсем.Это был не гудок теплохода, не звук трубы, а чьи-то очень знакомые, много раз слышанные голоса.
Карап ҫине тиени // Феодосия Ишетер. Баруздин С. А. Равипе Шаши: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 44 с.
Темиҫе ҫинҫех мар сасӑсенчен тӑракан аккорд темӗнле тарӑнраххӑн, таҫта хыҫаларахра илтӗннӗн янӑраса тӑрать, ҫав сасӑ умнерех вара, уҫӑмлӑрах та вӑр-вартарах вылянса, сиксе-чӗтренсе, ҫинҫе сасӑсем чӑнкӑлтатаҫҫӗ.
VII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ыйхӑри сӗмленӳ унӑн ӑс-тӑнне ытларах пусса илсен, бук йывӑҫҫисем илтӗни-илтӗнми кашлани йӑлтах шӑпланса ҫитнӗ хыҫҫӑн вӑл ялти йытӑсем инҫетре вӗрнине те, юханшыв леш енче шӑпчӑк юрланине те, ҫаранта ҫӳрекен тиха мӑйне ҫакса янӑ хӑнкӑрма сассине те уйӑрса илейми пулса ҫитсен, — пӗтӗм уйрӑм сасӑсем ҫухалма пуҫласан, — вӗсем пурте, пӗр тикӗс те хитре сасӑ пулса тӑрса, кантӑкран вӗҫсе кӗнӗ те, темӗнле уҫӑмлах мар, анчах ҫав тери илемлӗ тӗлӗк евӗр унӑн вырӑнӗ тавра вӑрахчен вӗҫсе-ҫаврӑнса ҫӳренӗ пек туйӑна пуҫланӑ ӑна.
III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Хаяр та ҫирӗп сасӑ чӑнах та Симурден аббат сасси, тепри — ҫамрӑк та ҫемҫескер — Говэн сасси пулнӑ.
ХI. Курма пӳрни пекех хӑрушӑ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Ҫав сасӑ вӑрахчен кӗрлесе кайнӑ аслати сасси евӗрлех, эпӗ сасӑ хумӗсем ерипен таҫта галерея тӗпӗнче ҫухалнине те илтрӗм.Казалось, я слышал раскаты грома; звуковые волны терялись понемногу в глубинах бездны.
XXVIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Пӗчӗк бухтӑри ҫутӑ шыв ҫине йӑлтӑркка кӑвак тусемпе пӗлӗтӗн чечен мӗлки ӳкет, тата таҫта шыв тӗлӗнче темле ытармалла мар илемлӗ мӗлке курӑнса тӑрать, вӑл ҫинҫерех кӑна та чечен, — тен, вӑл инҫетрен, ҫуртсенчен илтӗнекен музыка пулӗ, тен, вӑрмансен шыв ҫине йӑсланса анакан шӑрши, е радиопа юрлакан майран ирӗклӗ те вӑйлӑ сасси мар-ши, — ҫав сасӑ ҫӗрпе тинӗс ҫийӗн вӗҫӗ-хӗррисӗр ирӗклӗн янӑрать, пейзажпа пӗр тӑван пек пулать, вӑл ҫавӑнпа та таҫта ҫакӑнта, тусем хушшинче пурӑнакан темӗнле чӗрчунӑн сасси пек туйӑнать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Тӗлӗнмелле, унӑн сасси пӗртте ҫамрӑк ҫынӑнни пек улшӑнса пыракан сасӑ мар, ара ҫитнӗ ҫынӑнни пек, тӗрекленсе ҫитнӗ сасӑ.И странно, что голос у него не юношески ломающийся, а окрепший, мужской.
Иккӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Хуркайӑка хӑш-пӗр чух ывӑлӗн сассине аякранах уйӑрса илнӗ пек туйӑнать — ҫемҫе, ытлашши уҫах мар сасӑ, ашшӗ сасси.Журавушке иной раз даже кажется, что различает голос — мягкий, глуховатый малость, батькин голос.
Хуркайӑк // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Аслати те, ҫиҫӗм те, хӗвел тухни те хӑйӗн савӑнӑҫлӑ сассисемпе, хӗвел анни те хӑйӗн килес ыранхи ырӑ кунӗпе — нимӗн те, ҫутҫанталӑкӑн нимӗнле хӑвачӗ те халӗ шурлӑхра Травкӑпа пулнӑ ӗҫрен ытла пулма пултарайман: вӑл этем сассине илтнӗ, мӗнле сасӑ пулнӑ ӗнтӗ вӑл!
XI // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
Галерея ҫинче такам шӑхӑрнӑ та, икӗ сасӑ, пӗри ача сасси, тепри мужик сасси, хыттӑн чӗннӗ:Кто-то на галерее свистнул, и два голоса, один — детский, другой — мужской, громко позвали:
VII. Ӑнман дебют // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.