Поиск
Шырав ĕçĕ:
Галёрка ҫинче тата тахӑшӗ шӑхӑрчӗ, унтан икӗ сасӑ, ача сассипе мӑн ҫын сасси.Кто-то на галерее свистнул, и два голоса, один — детский, другой — мужской.
VII. Ӑнӑҫсӑр ӗҫ // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.
Ӗҫре пирчесе сӑранланнӑ хура алӑсенчен типӗ те темскер ҫатӑртатнӑ пек тӳрккес сасӑ тухать; калас пулать, ҫак сасӑ, галерейӑпа коридорсенче кӗпӗрленсе тулнӑ майрасемпе дамӑсен, офицерсемпе вӗренекенсен черчен аллапписенчен тухакан сасӑсен ҫемҫе музыкипе танлаштарсан, пачах типпӗн, килӗшӳсӗррӗн те урмӑшшӑн янӑрать.
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Шыв тӑрӑх, витлекен сасӑ пек, платниксен пуртӑ сасси, ӳсекен хӑмасем шаплатни, кӗпе чӳхекенсем валекпа ҫапни, хурсем какалани е ача-пӑча сасси илтӗнет.
I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Пӗр хушӑ пӗчӗк вӑрман ҫумӗнче те, батарея тӑнӑ тӗлте, металл сасси пек ют сасӑсем илтӗннӗ, унтан вара, сасартӑках, ҫерем тӑрӑх нумайӑн чупнӑ сасӑ илтӗнсе кайнӑ.
XXVI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Чӑрӑш тӑрринчи сасӑ кайӑк флейта сассине асилтерсе уҫӑ сасӑпа юрлать.Ясно и звонко свистела у вершины ели иволга, точно играла на флейте.
15-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл хуллен ӗсӗклесе макӑрма тытӑнчӗ; хальхинче хӑйӑлтатнипе хӑрӑлтатнӑ сасӑ пӗрлешсе кайрӗҫ те нимӗнле инструментпа та калама май ҫук сасӑ пулса тухрӗ мӗнле те пулин китай халӑхӗн гонгӗпе е инди халӑхӗн там-тамӗпе ҫавнашкал сасӑ кӑларма пулӗччӗ-и тен.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
2. Тӳперен сасӑ илтӗнчӗ — кӗрленкӗ шавӗ пек, аслати авӑтнӑ пек сасӑ; эпӗ тата кӗслеҫӗсем кӗсле каланине аса илтерекен сасӑ илтрӗм: 3. вӗсем аслӑ пукан умӗнче, тӑватӑ чӗрчунпа ватӑ ҫынсем умӗнче ҫӗнӗ юрӑ юрлаҫҫӗ.
Ӳлӗм 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫӳлхуҫа татах каланӑ: Содомпа Гоморрӑра — йӗрекен сасӑ, хӑрушӑ сасӑ, вӗсенӗн ҫылӑхӗ питех те йывӑр ҫылӑх; 21. анам та пӑхам: Ман патӑма ҫитекен сасӑ — вӗсене тарӑхса йӗни — тӗрӗсех-и, вӗсем чӑнах та ҫавӑн пек тӑваҫҫӗ-и, ҫук-и? пӗлем, тенӗ.
Пулт 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мӗнпурӗ 120 депутат вырӑнне чи пӗчӗк шайран ытларах сасӑ пухнӑ партисен хушшинче валеҫеҫҫӗ, миҫе вырӑн лекни пухнӑ сасӑсен пропорциллӗ виҫипе тӳр килет.
Кнессет // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%BD%D ... 0%B5%D1%82
Ҫав минутсенчех тахҫан купса ҫурчӗ пулнӑ пӑрлӑ, ҫутӑпа сасӑ кӗмен путвал тӗпӗнче Егор Подоприхинпа пачах урӑх сасӑпа калаҫусем ирттерчӗҫ.
Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Озерки, — вӑйсӑр сасӑ, унтан Турӑ сасси ҫӳлтен, кӑвак тӳперен илтӗнет.
Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Вара каллех ку унӑн сасси, вӑл кӑшкӑрни пулмарӗ — ытла та хытӑ, револьвертан пенӗ сасӑ пек янраса кайрӗ вӑл.
21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Инҫетрен, таҫтан хулӑн, пӗртте сасӑ яман стена хыҫӗнчен илтнӗ пек, вӑл хӗр сассине илтет:
10. Ҫинҫе кӑна ҫутӑ пайӑрки // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Йӑнӑшман Андронов: Ужова сассиех, тӑкӑскӑ, сӗрмен урапа нӑтӑртатнӑ пек сасӑ!
2 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.
Сасси хулӑн та ҫемҫе унӑн — хушӑран кӑшт хӑйӑлтатарах тухакан кӑмӑллӑ сасӑ.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Сасси хӑйӗн — чӑн-чӑн аслати: ҫухрӑмран илтӗнмелле кӗрлесе кайрӗ вӑл каҫхи шӑплӑхра; тӗлӗнтерсе яракан хӑватлӑран та хӑватлӑ сасӑ.
XXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Куратпӑр ӗнтӗ, авал ку сӑмахра «у»-па «т» сасӑсем хушшинче «й» сасӑ пулнӑ.
Чӑваш чӗлхинчи сингармонизма пӑхӑнман сӑмахсем // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6303.html
Хӗр сасси, ҫинҫе те янӑравлӑ сасӑ, ян-н! кайрӗ таврана.
Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Вӑрманти сасӑ ултавлӑ, инҫетри сасӑ та, янраса килсе, ҫывӑхри пек илтӗнет.
Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Часрах!» — илтӗнкелерӗҫ ӑна халӗ ҫӳлтен, кӗпер ҫинчен, самаях пысӑк ушкӑна пухӑннӑ ҫынсен карланкӑри сасӑ чӗлӗхӗсене пантах татӑласла карӑнтарнине пула тухакан хумханчӑк, анчах ыр сунӑмлӑ ҫирӗп сассисем.
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.