Поиск
Шырав ĕçĕ:
Аслӑ хӗрӗ Елена, сарлака питлӗ, сарлака кӗлеткеллӗ хӗрарӑм, пуянлӑха тата ӗҫкӗпе супакан упӑшкине пула иртӗнсе кайнӑскер, пачах та ют ҫын пулнӑ; сайра хутра вӑл ашшӗпе амӑшне курма пынӑ, хӑй ҫав тери хаклӑ тум тӑхӑннӑ, пӳрнисем ҫинче унӑн темӗн чухлӗ ҫӗрӗ пулнӑ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Хӑй вӑл тӗреклӗ арҫын, унӑн самаях кӑвакарнӑ сарлака сухалӗ ункӑн-ункӑн пӗтӗрӗнсе тӑрать, цыганӑнни евӗр кӑтра та хура, ҫӑра ҫӳҫӗ ҫӗлӗк тӑхӑннӑ пекех курӑнать, сӑмси пысӑк, кӑшт кӑвакрах куҫӗсем ҫӑра куҫхаршисем айӗнчен чӑрсӑррӑн пӑхаҫҫӗ, ҫынсем тата, вӑл аллисене аялалла уссан, унӑн сарлака ывӑҫ тупанӗсем чӗркуҫҫисене сӗртӗннине те асӑрхарӗҫ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Пӗри — чугун ҫул ҫинчи телеграфист, сарлака сухаллӑ Николай Петрович Сатюшкин, тепри — сарлака янахлӑ, кӑштах кӑвакарма пуҫланӑ хурарах ҫырӑ ҫӳҫлӗ Костров.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Надя ашшӗ кӑвайт ҫывӑхнерех куҫса ларчӗ, эпӗ бритвӑпа хырнӑ пуҫ, хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ сарлакарах сӑн-пит, ҫавӑн пекех сарлака алӑ куртӑм.
«Тӗттӗм ҫӗрсем, вут куҫӗсемпе ялкӑшӑр!» // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
— Сарлака, тет, вӑл, урам урлӑшӗнчен те сарлака, тет.
XIII. Тимӗр хӗрсе шӑранать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Сарлака та пысӑк кӑкӑрӗнченех сарлака мӑйӗ пуҫланать.
5. Ҫул-йӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Пысӑк пуҫ, сарлака янах, хырман сухалӗ хура, картузӗн сарлака сӑмси айӗнчен куҫӗсем курӑнмаҫҫӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Сарлака ҫулҫӑллӑ курӑксемпе, шыв вӗлтӗренӗпе витӗнсе тӑракан ыйӑха путнӑ кӳлӗ, юхӑнса кайнӑ сарлака аллейӑсем.Спящий пруд в покрове лопухов и водяной крапивы, широкие запущенные аллеи.
Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Вӑл йывӑррӑн яра-яра пусать, хулпуҫҫийӗсем сарлака, пит ҫӑмартийӗсем кӑччӑнни пек кӗрен, анчах ҫӳҫӗсем кӑн-кӑвак, ҫакна пула ун пит-куҫӗ, янаххисем сарлака пулин те, кӑнттам мар, тӗлӗнмелле йӳрӗк те хавас курӑнать.
24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл тулашӗнчен те ҫар ҫынни пек пулман, ҫар тумӗ ӑна яштака та тӑпӑл-тӑпӑл вӑрҫӑччен пачах та ҫар ҫынни пулманнипе уҫӑмлӑрах палӑртнӑ ҫеҫ: симӗс гимнастерки, ҫурӑм ҫинче мӑкӑрӑлса, сарлака пиҫиххи айӗнчен хутламӑн-хутламӑн тухса тӑнӑ; кӑпӑшка та ҫутӑ хӑмӑр ҫӳҫне пусса лапчӑтайман картусӗ пуҫ ҫинче ламсӑр та куштанла ларнӑ; ҫутӑ харшӑллӑ куҫлӑхӗ вара сарлака янах шӑммилӗ пичӗ ҫинче пачах та вырӑнсӑр пек туйӑннӑ; тен, унӑн кӑшт айванрах пит-куҫӗнче ҫирӗплӗхпе тӳсӗмлӗх пулманран ҫапла курӑннӑ пулӗ вӑл.
18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Проводник сехетне, минутне те каласа парать, вара эсир, куҫ умӗнче тӑнӑ пекех, Курск вокзалне куратӑр, ҫынпа тулнӑ сарлака площаде, пыл хурчӗсем пыл пухнӑ вӑхӑтра уҫнӑ вӗлле умӗ пек, сарлакан уҫӑлнӑ метро алӑкӗсене куратӑр; вара сирӗн умма пӗтӗм Мускав тухса тӑрать, ҫавӑн пекех вӑл, эсир ӑна юлашки хут курнӑ чухнехи пекех…
XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Сарлака хулпуҫҫиллӗ вӑл, сарлака кӑкӑрлӑ, ура ҫинче ҫирӗп тӑрать, пӗрене пуҫне ҫӑмӑл кӑна ҫӗклет те, йӑлтӑркка куҫӗсене вылятса, ача пек ахӑлтатса кулать.
XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ун умӗнче ахаль хула мар, ҫеҫенхирсен тӗп хули выртать, ытти хуласенчен пачах уйрӑм хӑйне кура хула, хир пек сарлака урамлӑ, сарлака проспектлӑ; садсем ӑшӗнче шурӑ ҫуртсем лараҫҫӗ, хула тулашнелле кайнӑҫем садсем тата ҫӑрарах, йывӑҫсем ҫуртсене курӑнми пуличченех хупласа илеҫҫӗ те ҫеҫенхир тӗсӗсемпе пӗрлешсе каяҫҫӗ…
XVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ларса пыракансене ҫӳлтен ҫынсем хӗвӗшекен пасарсене, сарлака площадьсене, симӗс бульварлӑ проспектсене, сарлака урамлӑ хула хӗррисене кӑтартас тенӗ пек, летчик хула ҫинче пӗр хут ҫаврӑнса илчӗ.
XV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Сарлака ҫулҫӑллӑ ҫамрӑк хӗвелҫаврӑнӑшсем, ҫул хӗрринчи парка мӑян, сарлака хупахсем, хӗрлӗ пуҫӗсене тӑратнӑ талпиҫенсем те — пурте ҫумӑра кӗтсе илме ҫулҫисене хура пӗлӗте хирӗҫ ҫӗклерӗҫ.
VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Григорий Григорьевич, хыҫалалла ҫаврӑнса, вара Иван Федорович эрех патне пыракан сарлака ҫухаллӑ вӑрӑм аркӑллӑ сюртук тӑхӑннӑ Иван Ивановича курчӗ; сарлака ҫухи ун ӗнсине пӗтӗмпех хупласа тӑнипе, пуҫӗ урапа ӳречисем хушшинче ларнӑ пекех курӑнать.
IV. Апат // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Сергей, пирус туртса пӗтерсен те хӑй вырӑнӗнчех ларса, чарӑннӑ калаҫӑва тепӗр хут пуҫлама тӑнӑччӗ, анчах ҫав вӑхӑтра куппене тӑваттӑмӗш пассажир кӗчӗ — вӑл таҫта, кӳршӗсем патӗнче, пулнӑ пулмалла: вал чылай ҫула ҫитнӗ кӗрнеклӗ, сарлака питлӗ, пысӑк та чакӑр куҫсемлӗ арҫын; илемлӗн касса айккисене хырса тасатнӑ ҫутӑрах хӗрлӗ сухаллӑ, уссисӗр; хӳхӗм ҫар тумне тӑхӑннӑ, сарлака хулпуҫҫи ҫинче полковник погонӗсем илемлӗн выртаҫҫӗ.
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Сарлака хулпуҫҫиллӗ те патварскер, тарпа йӗпеннӗ шалпар кӑвак кӗпе тӑхӑнса янӑскер, вӑл пиҫиххисӗр, темшӗн тата ҫара уранах, сарлака сарӑ сухалне каҫӑртса (ун пек сухалпа халь сахал ҫӳреҫҫӗ!) шӑтӑкран пӑхса тӑрать, йӑрӑ та вичкӗн кӑвак куҫӗсене салхун хӗскелесе илет.
II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Шурӑ манжетлӑ, шурӑ ҫухаллӑ ула футболка тата хура матрос клёшне тӑхӑннӑ Аржанец, сарлака хулпуҫҫиллӗ, ҫӳллӗ ҫамрӑк ача малалла тухса тӑракан центропланлӑ, сарлака ҫунатлӑ, тем пысӑкӑш моделе ик аллипе хӑй умӗнче тытса, стартӑн шурӑ йӗрӗ ҫине тухрӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ерошка мучи — питех те кервен пӳллӗ казак: унӑн сарлака сухалӗ кӑн-кӑвак, хулпуҫҫисемпе кӑкӑрӗ ҫав тери сарлака; вӑрманта, ӑна никампа та танлаштарма ҫук ҫӗрте, вӑл лутра пек туйӑннӑ, мӗншӗн тесен унӑн вӑйлӑ пӗвӗн пайӗсем пӗр-пӗринпе килӗшӳллӗ, ҫав тери виҫеллӗ пулнӑ.
VI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.