Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл хӑй ача чухнехине, ҫуралнӑ ялне, амӑшне — хӗрлӗ питҫӑмартиллӗ, ӑшӑ чакӑр куҫлӑ самӑр хӗрарӑма, хӗрлӗ сухаллӑ, хаяр сӑн-питлӗ ҫӳлӗ ашшӗне аса илме ӗлкӗрчӗ; хӑй каччӑ пулнине тата вӑрӑм ҫивӗтлӗ, самӑр та кӑпӑш ӳтлӗ, уҫӑ кӑмӑллӑ, хура куҫлӑ арӑмне, Анфисӑна, унтан каллех хӑйне — хӳхӗм гварди салтакӗ пулнине аса илчӗ; унтан, пайтах вӑхӑт иртнӗ хыҫҫӑн, ӗҫпе пӗкӗрӗлнӗ, кӑвакарнӑ ашшӗне, ҫӗр ҫумнелле пусӑрӑннӑ, пӗркеленчӗк питлӗ амӑшне курчӗ; ҫапла вӑл хӑй салтакран таврӑнсан ял-йышпа епле курнӑҫнине те аса илчӗ: ашшӗ пӗтӗм ял умӗнче хӑйӗн Кӗркурийӗпе, мӑйӑхлӑ, сывлӑхлӑ, маттур та хӳхӗм салтакпа, епле мухтанатчӗ…
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Софья Олимпиевна — кӑвакарнӑ ҫӳҫӗсене чепчик айне тирпейлесе пухнӑ, чирлӗрех пек те самӑр хӗрарӑм, сарлака юбка тӑхӑннипе тата самӑртарах курӑнаканскер, Лелюков пӳлӗмӗнче мӗн пулса иртнине алӑк витӗр пӗтӗмпех илтнӗ, вара вӑл Василе кухньӑна ҫавӑтса тухассине кӗтсе тӑнӑ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Пурте илӗртет ӑна: акӑ, ырӑ ҫӗр ҫинче юханшывсем пек хумханакан чечексем, хӑмӑр-кӑвак чулсем хушшинчи калтасем, олив йывӑҫҫин эрешлӗ ҫулҫисем ӑшӗнчи ҫутӑ симӗс чӗнтӗр пек виноград садӗнчи кайӑксем, тӗксӗм тинӗс тӗпӗнчи пулӑсем тата хулан тӑвӑр та аташса каймалла урамӗсенчи тӗрлӗрен юлхавсем: шпагӑпа чӗрсе-тӑрмаласа пӗтернӗ питлӗ самӑр нимӗҫ, яланах мизантроп рольне выляма хӑнӑхнӑ актера аса илтерекен акӑлчан, кӑлӑхах ҫав тери акӑлчан пек пулма тӑрӑшакан американец тата шӑнкӑрма пек шавлӑ ҫӑмӑлттай француз, — ҫаксем пурте илӗртеҫҫӗ Пепене.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Пичӗ хӑйӗн самӑр, хӗрлӗ, куҫӗсем ҫаврака, ҫутӑ, анчах ялтӑртатмаҫҫӗ.Лицо у него было толстое, красное, глаза круглые, светлые, но без блеска.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
— Мӗн-ха вӗсем апла? — тесе ыйтнӑ пӗр самӑр хӗрарӑм.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Вӑл йӗри-тавра мӗн пулнинчен йӑлтах ютшӑнать; усӑсӑр пӗтернӗ е услам илеймен пӗр тенкӗшӗн, шарккух ҫунса кайнӑшӑн, пулӑ лайӑх маршӑн пиччӗшӗ ҫилленет-и, юбкӑсене ҫемҫе крахмалланӑшӑн, чей сивӗннӗшӗн е тутлӑ маршӑн кинӗ тарӑхать-и, самӑр кухарка йывӑр сӑмахсемпе вӑрҫать-и — Агафья Матвеевна, ун ҫинчен калаҫман пекех, ним те асӑрхамасть, хӑйне: — Улпут майри, помещица! — тесе тӑрӑхланине те илтмест.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
ҫӗнӗ самӑр кухарка ӗҫлет, Агафья Матвеевна хушнине вӑл ирӗксӗррӗн те тӳрккессӗн тӑвать, тата ҫав Акулинах, кӗпе аркине пиҫиххи хушшине хӗстерсе, валашкасемпе чӳлмексене ҫӑвать; ҫав тӑлӑплӑ, ыйхӑллӑ дворникех хӑйӗн йӑвинче ним тумасӑр ӗмӗрне ирттерет.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мухояров хӑш чухне хӑех пасар тӑрӑх е Милютин лавккисем тӑрӑх йытӑ пек шӑршласа ҫӳрет, чи самӑр чӑхха аркӑ айне хӗстерсе таврӑнать, кӑрккашӑн вара тӑватӑ тенкӗ те хӗрхенмест.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӗсем хӑйсен ачисене самӑр, шап-шурӑ та сывлӑхлӑ тӑвассишӗн тӑрӑшаҫҫӗ.Они на том стоят, чтоб дети были толстенькие, беленькие и здоровенькие.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Усӑнчӑк туталлӑ самӑр ҫын, сӑмси айне пӗр чӗптӗм мӑйӑх хӑварнӑскер, алӑкран карӑнса пӑхрӗ, ман ҫине вӑрахчен тинкерсе тӑчӗ, унтан хулпуҫҫийӗсене тиркенӗ пек хутлатса куҫран ҫухалчӗ.
5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Эпир сирӗнпе хамӑр та самӑр.
5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Эпӗ ҫитнӗ ҫӗре ун патӗнче хулари чиновниксенчен пӗри, таможня директорӗччӗ пулас, глазетовӑй сӑкман тӑхӑннӑскер, самӑр та тулли хӗрлӗ питлӗ старик ҫеҫ ларать.
Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Ҫавнашкал сыхланни, питӗ вырӑнлӑ пулчӗ: эпӗ темӗскерле самӑр те ҫемҫе япала ҫине кӗҫех такӑнса ӳкмен иккен, чӗрӗ япала пулчӗ пулас.
Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Унӑн У–2 текен пӗчӗк самолет ҫинче вӗҫмелле пулнӑ, тӗрӗслессе халӗ инструктор мар, штаб начальникӗ, Алексее шкула пырсанах питех те сиввӗн йышӑннӑ хӗрлӗ питлӗ, самӑр подполковник тӗрӗслемелле пулнӑ.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Шкул штабӗн начальникӗ, лутра, питӗ самӑр, тулли питлӗ ҫын, ҫывӑрманнипе хӗрелсе кайнӑ куҫӗсемпе Алексей ҫине хаяррӑн: «Мӗнле шуйттан илсе килчӗ тата сана?
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ватӑ генерал, хаяр та ҫӑмламас куҫ харшиллӗ самӑр ҫын, хӑйне панӑ хута вуласа тухрӗ те лётчик ҫине сенкер те савӑнӑҫлӑ куҫӗсемпе пӑхса, кулса илчӗ:
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Мересьев ҫак самӑр, хӑйне мӑнаҫлӑн тыткалакан, нихҫан пӑлханас ҫук пек лӑпкӑн ларакан ҫын ҫине, унӑн типтерлӗ кителӗн ҫухавийӗ айӗнчи шурӑ ҫухави ҫине, тикӗссӗн каснӑ илемсӗр чӗрнеллӗ ҫӑмламас аллисем ҫине ҫав тери кураймасӑр пӑхса илчӗ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пӗр машинин малти алӑкӗнчен сывлӑшри ҫар вӑйӗсем хушшинче пурте пӗлекен пӗрремӗш рангри военврач Мировольский, самӑр та тӗреклӗ ҫын тухрӗ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Картта патне пухӑннӑ ҫынсен пысӑк ушкӑнӗ пусма ҫинчи хӗрӗн булавкӑсене куҫарса тирекен самӑр аллисем ҫине салхуллӑн, йывӑр шухӑшсемпе пӑхса тӑчӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Самӑр эсэсовец мана шалалла сӗтерсе кӗрет, ман ҫинчи ҫӗтӗлсе пӗтнӗ кӗпене сӳсе илет, улӑм тӳшек ҫине хурать, шыҫса кайнӑ кӗлеткене хыпашлать те компрессем хума хушать.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953