Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫынсем кӳлсе тӑратнисем ҫине пӑхасшӑн мар пулса урапасем ҫине тимӗрсем, рельсӑсем, цемент пичкисем тиеҫҫӗ.Стараясь не смотреть на запряженных, люди взваливали на их телеги балки, рельсы, бочки с цементом.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Вакунсен йывӑрӑшӗпе шпалсем ҫӗр ӑшне пута-пута кӗчӗҫ, рельсӑсем, пиҫӗ туя евӗр, чӗтрене-чӗтрене авӑнчӗҫ.
3 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Тулта ҫуртсем, йывӑҫсем вӗлтлете-вӗлтлете юлаҫҫӗ, рельсӑсем, ҫӗлен евӗр явкаланса, ҫыхлана-ҫыхлана пӗрлешеҫҫӗ, поезд айнелле шуххӑн сикеҫҫӗ, унтан, урӑхла шутласа илсе хӑранӑ пек, кустӑрма айӗнчен темӗнле кутӑнлашарах йӑраланса тухаҫҫӗ те таҫта, аяккинелле тарса каяҫҫӗ.
1 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Ҫав пӗлӗтрен йӗри-таврари хир-улӑхсем ҫине, рельсӑсем тӑрӑх хашӑлтатса чупакан пуйас ҫине, тӑм тивнипеле юмахри кайӑксен капӑр тӗкӗсемпе эрешленнӗ пек курӑнакан вӑрман ҫине, инҫетри хурӑнсен картина ҫинчи пек илӗртӳллӗ те капмар ӳкерчӗкӗсем ҫине тата кӗр умӗн тӑлӑх арӑм евӗр салху та кичем курӑнса тӑракан пӗтӗм ҫӗр ҫине, — асамат кӗперӗн пин-пин тӗрӗллӗ йӑлтӑркка шевлисемпе выляса, — чалӑшшӑн ҫапса ҫӑвакан силлӗ ҫумӑр шӑпӑртатать.
XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Сывлӑмпа витӗннӗ рельсӑсем лакпа сӑрланӑ пек йӑлтӑртатаҫҫӗ.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Астуса илме пикенчӗ Григорий ҫав хыҫа юлнӑ ҫул епле иккенне, анчах та ун пуҫне нимӗн те шутлӑн йӗркеленсе вырнаҫмарӗ; станцӑсен хӗрлӗ ҫурчӗсем, лӑкӑш-лакӑш урай айӗнче тӑкӑлтатса пыракан вагон ураписем, ут тислӗкӗпе утӑ шӑрши, пӑравус айӗнчен нимӗн татти-сыпписӗр ҫип пек тӑсӑлса тухакан рельсӑсем, ҫула май вагон алӑкӗсенчен явӑнкаласа кӗркелекен кӑвак тӗтӗм, перрон ҫинче тӑракан жандармӑн пысӑк мӑйӑхлӑ шыҫмак пичӗ, — те Воронежра курнӑччӗ ӑна, те Киевра…
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Станицӑри яслӗсем юрӑхсӑр, рельсӑсем тӑрӑх ҫӳрекен поездсем пек, уйра, амӑшӗсем ӑҫта — ачисем те ҫавӑнта, куҫса ҫӳрекен яслӗсем кирлӗ, иккен.
XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Сулахайра, сылтӑмра рельсӑсем курӑнаҫҫӗ, вӗсем ҫурма тӗттӗмре, пӗр-пӗрин урлӑ каҫса каякан ҫӗр айӗнчи галереясенче ҫухалаҫҫӗ.Слева и справа видны были рельсы, которые терялись в сумраке пересекавшихся здесь подземных галерей.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӑл куҫне хупрӗ те чӑнкӑ хысакран аялалла чул пекех вирхӗнчӗ, иккӗ утӑмланипех рельсӑсем урлӑ сиксе каҫрӗ, вара чарӑнмасӑр-тумасӑр пӗрре сывланипех, ҫӳле вӑшт ҫеҫ хӑпарса тӑчӗ.
XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Сӑрӑ ҫын рельсӑсем урлӑ каҫрӗ те тӗттӗм ҫӗре кӗчӗ.
XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Акӑ вӑл рельсӑсем урлӑ каҫрӗ.
XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Хушӑк аялалла тӗпсӗр шӑтӑк евӗрлӗнех хуран анса каять; ун тӗпӗнче ялтӑракан пуличчен якалнӑ рельсӑсем йӑвашшӑн ҫуталаҫҫӗ.Выемка уходила вниз, как темная пропасть; на дне ее слабо блестели отполированные рельсы.
XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Пӗррехинче яра кунах ҫакнашкал асаплансаччӗ вӑл, мӗн пулнине каҫкӳлӗм тин аса илчӗ: кӑнтӑрла, станцинче, рельсӑсем урлӑ каҫнӑ чух, пӑравус кӗтмен ҫӗртенех хыттӑн кӑшкӑртса ячӗ те хӑлхине хупласа лартрӗ, хӑратса пӑрахрӗ, унӑн хӑй сисмесӗрех кӑмӑлӗ пӑсӑлса кайрӗ; анчах аса илчӗ те — ӑна ҫийӗнчех ҫӑп-ҫӑмӑл пулса тӑчӗ, хаваслӑччӗ те-ха.
XIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ӑнланса пӗтермелле мар ытарайманлӑхпа пӑлханса сӑнать вӑл кукӑртан ҫил евӗр вирхӗнсе тухса, станци патне пӗтӗм хӑвачӗпе вӗҫтерсе килекен вӗр-ҫӗнӗ, пурӗ те пилӗк вакунлӑ ялтӑркка пуйӑса, унӑн хӑй умӗнчи рельсӑсем сивӗ ҫутӑ пӑнчӑсем пӑрахакан вутлӑ куҫӗсем мӗнле хӑвӑрт ӳссе пынине тата вӗсем еплерех хӑватлӑн ҫунма пуҫланине, ҫавскер, станцӑра чарӑнмасӑрах иртсе кайма хатӗр пеклӗн курӑнать пулин те, чӑшӑлтатса та кӗмсӗртетсе, мӗнлерех час чарӑнма пултарнине — «ыткӑнса пырса, ту хысакне ҫатӑрласа тытнӑ улӑп пекех», — шухӑшлать Ромашов.
II // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫак тӑвӑр ҫаврашка площаде тӑватӑ енчен трамвай ҫулӗ пырса тухать; ҫынсемпе лӑк тулнӑ вагонсем, пӑрӑнчӑксенче чуна тивмелле сасӑпа ҫухӑрашса, минутсерен тенӗ пекех, рельсӑсем тӑрӑх шӑвӑнаҫҫӗ, Хурҫӑ ҫулпа иртсе пынӑ чух вӗсем, тем пулнӑ пек, васкавлӑн чӗтрекен тимӗр сассине йӗри-тавра салатса янӑратаҫҫӗ, вӗсем ҫийӗнче тата ураписем айӗнче электричество ҫӳҫене-ҫӳҫене ҫухӑрашса илет.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Вӗсем ӗнтӗ рельсӑсем тӑрӑх вӗҫтерсе пырасса, пӗр ухлатса ҫӳлелле ҫӗкленсе каясса, пӗр шӑхӑрттарса аялалла вӗҫсе анасса кӗтеҫҫӗ.Они ждут удовольствия помчаться по рельсам, ухая взлететь вверх и со свистом опуститься вниз.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Тӑвар урамри ҫуртсен стенисем хушшипе, тимӗр балконсемпе пусмасен тимӗр решеткисем пӗр евӗрлӗн каркаланса тӑнӑ ҫӗрте, виҫӗ хутлӑ ҫуртсен ҫӳллӗшӗнче, рельсӑсем тӑрӑх, «сывлӑш ҫулӗпе» вагон кӗмсӗртетсе те ҫухӑрса ыткӑнать.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Ку шава систерекен япала — рельсӑсем хуллен ҫеҫ чӗтрени, вӗсенчен туймалла мар сасӑ илтӗнни.Это как бы предчувствие шума, тончайшая дрожь рельсов, наполняющихся неощутимым звуком.
XXXI. Лафет ҫинчи ещӗк // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Рельсӑсем йӑлтӑртатса хускалмасӑр выртаҫҫӗ.
XXXI. Лафет ҫинчи ещӗк // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
— Мӗншӗн ун ҫинче, машинист вырӑнне, салтак ларса пырать? — тесе ыйтрӗ Петя, рельсӑсем ҫине выртса итлесе тӑрансан, унтан чугунҫул хӗрринче тӗрлӗ чулсем пуҫтарса малалла утма пуҫласан.
XXII. Ҫывӑхри армансем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949