Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӳртре (тĕпĕ: пӳрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӳртре пӑлханса кайнӑ сасӑсем кӗрлени илтӗнсе юлчӗ, анчах никам та хыҫран тухмарӗ, пӗр казакӗ те вӗсене тытса чарас темерӗ…

Из куреня доносился гул взволнованных голосов, но никто не вышел, ни один из казаков не попытался их задержать…

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Темшӗн-ҫке, пирӗн пӳртре чиркӳри пекех шӑп, — тесе хучӗ кил хуҫи арӑмӗ.

— Что-то тихо у нас стало, как в церкви, — проговорила хозяйка.

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫурма тӗттӗм пӳртре вӑл хӗрарӑмӑн ытла та хытӑ хӑранипе сӑнне ҫухатнӑ, макӑрса пӗтереймен куҫҫулӗпе шыҫӑннӑ куҫӗсене, пӑвса антӑхтарнипе хуралса кайнӑ сӑн-питне курать.

В полусумраке хаты он видит обезумевшие от ужаса, вспухшие от невыплаканных слез глаза, почерневшее от удушья лицо.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пӳртре, ҫӗр урайӗнче ача-пӑчасемпе пӗрле ӳссе ҫитӗннӗ выльӑх-чӗрлӗхе ҫавӑтса кайса, халӑх аллине леҫсе пама епле шел пулин те, ҫапах ҫавӑтса кайма кирлине ӑнланса илӗҫ-ши?

Что как ни жалко вести и кинуть на общие руки худо́бу, выросшую вместе с детьми на земляном полу хаты, а надо вести.

10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Шӑна мар ҫав, — каснӑ-лартнӑ чиновник арӑмӗ, урамалла пӑхакан чӳречеллӗ пӳртре пурӑнакан чиновник арӑмӗ, анчах вӑл шӑна сӑнарлӑ пулнӑ.

Не муха, а — чиновница, которая на улицу окнами живет, муха только похожая.

Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.

Улпут пурӑннӑ ҫуртра, садра, тарҫӑ-тӗрҫӗсем пурӑннӑ пӳртре тата шухнинче ҫынсем, кӗтесрен кӗтеселле утса ҫӳреҫҫӗ, хушамат шыраҫҫӗ…

В доме, в саду, в людской и кухне люди ходили из угла в угол и, почесывая лбы, искали фамилию…

Лашалла хушамат // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 56–62 стр.

Пӗчӗкҫеҫ пӳртре пӗр тӑваткал пӳлӗм, пӗчӗкҫеҫ вӑл, ӑна ҫӗнӗ чуспа пӳлсе икке уйӑрнӑ.

В домике одна квадратная комнатка, переделенная новой тесовой перегородкой на две.

Кулак йӑви // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 27–33 стр.

Пӳртре вӑл анраса утса ҫӳрерӗ, амӑшне пӗр вӗҫӗмрен йӳҫӗтнӗ кӗтмел ҫырли ҫитересшӗн, кӑвас ӗҫтересшӗн пулчӗ.

Растерянно бродил по избе и все спрашивал мать, не хочет ли она моченой клюквы или квасу.

34-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халӗ вӑл, ӗлӗкхи пек, тул ҫутӑлнӑ-ҫутӑлманах бригада членӗсене пуҫтарма тухса чупмасть, кӑмака умӗнче вӑрахчен мӗштӗртетет те пӗр сӑлтавсӑр-мӗнсӗр пӳртре ҫаврӑнса ҫӳрет.

По утрам она не бежала чуть свет, как раньше, собирать на работу членов звена, а долго возилась у печки или бесцельно бродила по избе.

34-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ырри те пӗр пӳртре пурӑнни кӑна.

Только слава, что под одной крышей ночуем.

29-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӳртре ларакан пултӑн иккен, Коншак — тет ӑна Петька, — кӑмака ҫинче ҫурӑм хӗртсе выртан.

— Домоседом стал, Коншак, — упрекал его Петька: — все кости на печке прогреваешь.

13-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл пӳртре татах нумайччен Катеринӑна хӑйӗн чир-чӗрӗсем ҫинчен каласа ларчӗ.

Она долго еще сидела в избе, рассказывая Катерине о своих болезнях и недомоганиях.

3-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Акӑ халь, ачасем пӳрт-ҫурта тирпее кӗртме те ӗлкӗрейменччӗ-ха, амӑшӗ алӑк урати урлӑ ярса та пусрӗ, тӗлӗннипе кӑшкӑрса ячӗ — пӳртре ним латти те ҫук.

Сейчас ребята не успели еще ничего прибрать, а Катерина уже перешагнула через порог и ахнула от изумления — такой беспорядок стоял в избе.

3-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӳртре урайне сармаллисем, чӗнтӗрлӗ ҫиттисем, чӳречесем ҫинче чечексем курӑна пуҫларӗҫ, час-часах Катерина хӑйпе пӗрле илсе килнӗ патефона та калаттаратчӗ.

Появились половички, расшитые скатерти, на окнах — цветы; часто играл патефон, принесенный Катериной.

3-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӳртре пурте пур, йӑлтах алӑ айӗнче, хӑй вырӑнӗнче, пур ҫӗрте те йӗркелӗх, тасалӑх теме пулать, анчах пӗтӗм ҫуртра пӗр кӗтес пур — унта нихҫан та хӗвел ҫути ӳкмест, уҫӑ сывлӑш кӗмест, унта кил хуҫи арӑмӗн куҫӗ те пулмасть, ҫивчӗ, тимлӗ Анисья алли те ҫитмест.

Все было в доме и все под рукой, на своем месте, во всем порядок и чистота, можно бы сказать, если б не оставался один угол в целом доме, куда никогда не проникал ни луч света, ни струя свежего воздуха, ни глаз хозяйки, ни проворная, всесметающая рука Анисьи.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Пӗррехинче тулта та, пӳртре те питӗ шӑпчӗ: карета кустӑрмисен шавӗ те, алӑк сассисем те илтӗнместчӗҫ; малти пӳлӗмре сехет меллӗн шаккатчӗ те саркайӑксем юрлатчӗҫ, анчах ку пӗрре те шӑплӑха пӑсмастчӗ, пурнӑҫ чарӑнса ларманнине ҫеҫ систеретчӗ.

Однажды тишина в природе и в доме была идеальная; ни стуку карет, ни хлопанья дверей; в передней на часах мерно постукивал маятник да пели канарейки; но это не нарушает тишины, а придает ей только некоторый оттенок жизни.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Пӳртре ҫав вӑхӑтра пӑлхану лӑпланмарӗ.

Между тем в доме суматоха продолжалась.

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Эпӗ пӳртре чупса ҫӳресе сана шыратӑп, эсӗ пур — кунта-мӗн!

 — Я за тобой по всему дому бегаю, а ты здесь!

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

«Улпут ҫырать!» теҫҫӗ пурте хӑюсӑррӑн, хуҫана хисеп туса, — ҫавнашкал сасӑпа пӳртре виле выртнӑ чухне калаҫаҫҫӗ.

«Барин пишет!» — говорили все таким робко-почтительным голосом, каким говорят, когда в доме есть покойник.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Пӳртре те тупӑкри пекех шӑплӑх пуҫланать.

И в доме воцарилась мертвая тишина.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней