Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӗчӗкҫӗ сăмах пирĕн базăра пур.
пӗчӗкҫӗ (тĕпĕ: пӗчӗкҫӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫав фильмра питӗ чипер пӗчӗкҫӗ роль пур: Устинья Бирюкова.

— И вот там, в этом фильме, есть ролинка одна, очень подходящая ролинка: Устинья Бирюкова.

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ун ҫинче ҫыруллӑ пӗчӗкҫӗ хӑма: «Хаяр мужик».

На ней маленькая дощечка: «Мужик сердитый».

4 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ахӑрнех вӑл аван секретарьччӗ пуль, мӗншӗн тесен эпӗ шкула таврӑнсанах комсомол ячейкин пӗчӗкҫӗ пӳлӗмӗ чи интереслӗ вырӑн иккенне асӑрхарӑм.

Должно быть, она оказалась хорошим секретарем, потому что, когда я вернулся маленькая комнатка комсомольской ячейки была самым интересным местом в нашей школе.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тата пӑртак тӑнӑ пулсан, ахӑрнех, чӑтайман та пулӑттӑм, тен, пӗтӗмпех тӑкса парӑттӑм, анчах ҫав вӑхӑтра урам леш енчи тӑкӑрлӑкран, эпӗ кӗтмен ҫӗртен, пӗчӗкҫӗ хура машина вӗҫтерсе тухрӗ.

Еще немножко, и я бы, вероятно, не утерпела и рассказала, но тут вдруг, совсем не там, где я ждала, а с другого конца улицы, из переулка, выкатила небольшая черная машина.

3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑл, пакӑлтатнӑ май, кӗсйинчен пӗр пӗчӗк чӗркем хут кӑларчӗ, унтан, ӑна салатса, мана пӗчӗкҫӗ флакон «фиалка» ятлӑ духи тыттарчӗ.

Он вынул из кармана сверточек, развернул бумагу и вручил мне маленький флакон духов «Фиалка».

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эп ҫаврӑнса тӑнӑ чух вӑл шӑп кӑна мана ӳкерсе илме хатӗрленнӗ иккен: аллинче ун пӗчӗкҫӗ «лейка».

В тот момент, когда я обернулась, мне показалось, что он собирался сфотографировать меня: я заметила у него в руках маленький аппарат «лейку».

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пуҫне хырса янӑ; сухалӗ вырӑнне темиҫе кӑвакарнӑ пӗрчӗ ҫеҫ; хӑй вӑл пӗчӗкҫӗ, ырхан тата курпунланнӑскер; анчах та хӗсӗк куҫӗсем унӑн ҫаплах та вут пек йӑлкӑшаҫҫӗ.

Голова его была выбрита; вместо бороды торчало несколько седых волос; он был малого росту, тощ и сгорблен; но узенькие глаза его сверкали еще огнем.

Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Кӳршӗсен пӗтӗм килкартишӗ курӑнать — авалхи колоннӑллӑ пӳрт умӗнче пӗр пӗчӗкҫӗ хӗрача финсен ҫунашкипе ярӑнать, шыв труби ҫинче ула курак ларать.

Весь соседний двор был теперь виден — маленькая девочка каталась на финских санках вдоль старинного с колоннами дома, ворона сидела на водосточной трубе.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах та улт-ҫичӗ метртан, яп-яка стенан пӗчӗкҫӗ шӑтӑкӗнчен сикесси ытлашши ҫӑмӑл ӗҫех мар, — шыва сикнӗ пек пуҫхӗрлӗ чӑмсан кӑна ӗнтӗ.

Но не так легко прыгнуть с высоты пяти-шести метров через небольшое отверстие в гладкой стене, — разве только как в воду, вниз головой.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Акӑ пире пӗр старик пӗчӗкҫӗ кӑна шурӑ ҫурта илсе каять.

Вот старик с бородой ведет нас в маленький белый дом.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл унӑн амӑшне хӗнеме пуҫлать, ҫак вӑхӑтра пӗчӗкҫӗ Гаер Кулий хӑйӗн амӑшне хӗненине лӑпкӑн кӑна пӑхса тӑрать.

Он бьет мать, а маленький Гаер Кулий стоит и спокойно смотрит, как бьют его мать.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халӗ те-ха Ли хушаматлӑ, хура-сарӑ сӑнлӑ, пӗчӗкҫӗ кӑна пӳ-силлӗ, пӗркеленчӗк питлӗ, ырӑ кӑмӑллӑ китаец манӑн куҫ умӗнчен каймасть.

Как сейчас, я вижу перед собой одного из них, по фамилии Ли, – маленького, черно—желтого, с необыкновенно морщинистым лицом и довольно доброго:

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир Собор садӗнче лартӑмӑр; ҫырман тепӗр енчен пирӗн пӳрт, килкарти курӑнать, вӗсем кунтан ҫав тери пӗчӗкҫӗ пек туйӑнаҫҫӗ.

Мы сидели в Соборном саду. По ту сторону реки был виден наш двор и дома, очень маленькие, гораздо меньше, чем на самом деле.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку вӑл — айккинелле чалӑшса кайнӑ пӗчӗкҫӗ пӳрт.

Это был маленький домик, когда—то пошатнувшийся и с тех вор стоявший в наклонном положении.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах эпӗ ҫак сӑмах хыҫӗнче кирлӗ-кирлӗ мар пусса илнӗ пӗчӗкҫӗ пахча, пахча варринче темиҫе ватӑ улмуҫҫи ҫеҫ пытанса тӑнине пӗлсен, тарӑхса кайрӑм.

Как я был разочарован, узнав, что под этим словом скрывается просто маленький заросший огород, посреди которого стояло несколько старых яблонь!

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл, куҫлӑхлӑ, кӑвак ҫӳҫлӗ, лӑпсӑрккаскер, пӗчӗкҫӗ те хура кухньӑра сӑран ҫапса тунӑ лутра пукан ҫинче атӑ-пушмак ҫӗлесе ларать.

В стальных очках, седой и косматый, он сидел в маленькой черной кухне за низком кожаном табурете и шил сапоги.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫӗрле вӑранса кайсан, эпӗ ерипен кӑна куҫса пыракан пӗчӗкҫӗ ҫуртсем ҫинче хӑй ҫутисем те курмастӑп ӗнтӗ.

Огоньки в маленьких, медленно двигающихся домиках не были видны по ночам, когда я просыпался.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑтам пӳ-силлӗ вӑл, сарӑ кӑна, чечен пит-куҫлӑ ҫын, сӑнӗ ӳслӗк чирӗпе аптранӑ ҫыннӑнни пек, сылтӑм пит ҫӑмарти ҫинче пӗчӗкҫӗ кӑна тур палли пур: унӑн пит-куҫӗ мана тӗлӗнсе каймалла кӗрнеклӗн курӑнчӗ.

Она среднего роста, блондинка, с правильными чертами, цвет лица чахоточный, а на правой щеке черная родинка; ее лицо меня поразило своей выразительностью.

Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Сывлӑш, пӗчӗкҫӗ ача чуп тунӑ пекех, — таса та уҫӑ; хӗвелӗ ҫап-ҫутӑ, тӳпе кӑн-кӑвак, мӗнех кирлӗ-ши тата!

Воздух чист и свеж, как поцелуй ребенка; солнце ярко, небо сине — чего бы, кажется, больше.

Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Пӗчӗкҫӗ кӑна та лутра маччаллӑ тӑвӑр пӳрт, ӑшне хаҫат хучӗпе ҫыпӑҫтарнӑскер, — пирӗн пӳрт.

Маленький, тесный домик с низким потолком, оклеенным газетной бумагой, – это наш дом

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней