Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӗлтертӗм (тĕпĕ: пӗлтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
6. Эсӗ Мана тӗнчерен панӑ ҫынсене Эпӗ Санӑн ятна пӗлтертӗм; вӗсем Санӑнччӗ, Эсӗ вӗсене Мана патӑн, вӗсем Санӑн сӑмахна упраса хӑварчӗҫ; 7. Эсӗ Мана пани пӗтӗмпех Санран килнине халӗ ӗнтӗ вӗсем ӑнланса илчӗҫ: 8. Эпӗ вӗсене Мана Ху панӑ сӑмахсене каласа патӑм та, вӗсем ӑна хапӑл турӗҫ, Эпӗ Сан патӑнтан килнине чӑнласах ӑнланчӗҫ, Мана Эсӗ янине ӗненчӗҫ.

6. Я открыл имя Твое человекам, которых Ты дал Мне от мира; они были Твои, и Ты дал их Мне, и они сохранили слово Твое; 7. Ныне уразумели они, что все, что Ты дал Мне, от Тебя есть, 8. ибо слова, которые Ты дал Мне, Я передал им, и они приняли, и уразумели истинно, что Я исшел от Тебя, и уверовали, что Ты послал Меня.

Ин 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Вара Вӑл мана каларӗ: Ман халӑхӑм Египетра чура пулса пурӑннӑ чухне Эпӗ Моисее тӗмӗ варринчен курӑнтӑм, унпа калаҫрӑм; 4. вара ӑна хушса ятӑм та Хамӑн халӑхӑма Египетран илсе тухрӑм, ӑна Синай тӑвӗ патне илсе ҫитертӗм, нумай кун хушши ӑна Хам патӑмра тытрӑм, 5. ӑна нумай хӑват кӑтартрӑм, вӑхӑтсен вӑрттӑнлӑхӗсемпе вӗҫне пӗлтертӗм, Моисее ҫапла хушрӑм: 6. «ку сӑмахсене пӗлтер, ыттисене пытар» терӗм.

3. Тогда сказал Он мне: в кусте Я открылся и говорил Моисею, когда народ Мой был рабом в Египте; 4. и послал его и вывел народ Мой из Египта, и привел его к горе Синаю и держал его у Себя много дней, 5. и открыл ему много чудес и показал тайны времен и конец, и заповедал ему, сказав: 6. «Эти слова объяви, а прочие скрой».

3 Езд 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Эпӗ, Вӑл хушнӑ пек, пулассине пӗлтертӗм, вара вӗсене чӗм кӗчӗ те, вӗсем чӗрӗлчӗҫ, ура ҫине тӑчӗҫ — сумсӑр, сумсӑр йышлӑ эшкер.

10. И я изрек пророчество, как Он повелел мне, и вошел в них дух, и они ожили, и стали на ноги свои - весьма, весьма великое полчище.

Иез 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Эпӗ, хама хушнӑ пек, малашне мӗн пулассине пӗлтертӗм; эпӗ пулассине пӗлтернӗ чухне шав илтӗнсе кайрӗ, акӑ пӗтӗмпех хускалчӗ, шӑмӑсем, шӑмӑпа шӑмӑ, пӗр-пӗрин патне ҫывӑхара пуҫларӗҫ.

7. Я изрек пророчество, как повелено было мне; и когда я пророчествовал, произошел шум, и вот движение, и стали сближаться кости, кость с костью своею.

Иез 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Эпӗ вӗсене, Египет ҫӗрӗнчен илсе тухса, пушхире илсе ҫитертӗм, 11. вӗсене Хамӑн ӳкӗтӗмсене патӑм, вӗсене Хамӑн йӗркемсене пӗлтертӗм, ҫавсене туса тӑрсассӑн, ҫавӑн урлӑ этем чӗрӗ пулнӑ пулӗччӗ; 12. тата вӗсене Хамӑн шӑматкунӑмсене те патӑм, ҫак кунсем Манпа вӗсен хушшинчи астутаракан паллӑсем пулччӑр, ҫак кунсене тасатаканӗ Эпӗ — Ҫӳлхуҫа — пулнине пӗлччӗр вӗсем, терӗм.

10. И Я вывел их из земли Египетской и привел их в пустыню, 11. и дал им заповеди Мои, и объявил им Мои постановления, исполняя которые человек жив был бы через них; 12. дал им также субботы Мои, чтобы они были знамением между Мною и ими, чтобы знали, что Я Господь, освящающий их.

Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Халӗ эпӗ сире пӗлтертӗм; анчах эсир Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр сӑмахне, Вӑл ман урлӑ мӗн хушса янине итлемерӗр.

21. Я объявил вам ныне; но вы не послушали гласа Господа Бога нашего и всего того, с чем Он послал меня к вам.

Иер 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Эпӗ малтанах каларӑм, ҫӑлтӑм, пӗлтертӗм; урӑххи ҫук сирӗн, эсир — Манӑн кӳнтеленсем, Эпӗ Турӑ иккенне пӗлекенсем, тет Ҫӳлхуҫа, 13. кунсем пуҫланнӑранпах Эпӗ — ҫав-ҫавах, Манӑн аллӑмран никам та ҫӑлаймӗ; Эпӗ тӑвас тенине тӑватӑп, кам чарӗ ҫакна?

12. Я предрек и спас, и возвестил; а иного нет у вас, и вы - свидетели Мои, говорит Господь, что Я Бог; 13. от начала дней Я Тот же, и никто не спасет от руки Моей; Я сделаю, и кто отменит это?

Ис 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Саваоф Ҫӳлхуҫаран, Израиль Турринчен, мӗн илтрӗм — сире ҫавна пӗлтертӗм.

Что слышал я от Господа Саваофа, Бога Израилева, то и возвестил вам.

Ис 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Эпӗ Санӑн тӳрӗлӗхне аслӑ пухура каласа пӗлтертӗм; чӗлхе-ҫӑварӑма чарса тӑмарӑм: Эсӗ, Ҫӳлхуҫамӑм, Ху пӗлетӗн.

10. Я возвещал правду Твою в собрании великом; я не возбранял устам моим: Ты, Господи, знаешь.

Пс 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Пӗрех Сана ҫылӑхӑма пӗлтертӗм, йӗркесӗр ӗҫӗме пытармарӑм; «ирсӗр ӗҫӗме Ҫӳлхуҫана каласа парам» терӗм, Эсӗ вара мана ҫылӑхӑм айӑпӗнчен каҫартӑн.

5. Но я открыл Тебе грех мой и не скрыл беззакония моего; я сказал: «исповедаю Господу преступления мои», и Ты снял с меня вину греха моего.

Пс 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

49-50. Вара Турӑран хамӑршӑн, хамӑрпа пӗрле пыракансемшӗн, хамӑр ачасемшӗн, выльӑх-чӗрлӗхшӗн ӑнӑҫлӑ ҫул ыйтмашкӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр умӗнче типӗ тытмалли ҫинчен пӗлтертӗм: 51. ӗнтӗ хамӑра тӑшмансенчен сыхласа пыма эпӗ патшаран ҫуран ҫарпа утлӑ ҫар, ҫул кӑтартакансем ыйтма иментӗм; 52. эпир патшана ҫапла каланӑччӗ: «Ҫӳлхуҫамӑр хӑвачӗ кирек мӗнле ырӑ ӗҫре те Хӑйне шыракансемпе пӗрле пулать» тенӗччӗ.

49. И объявил я там пост пред Господом Богом нашим, 50. чтоб испросить от Бога благополучного пути нам и спутникам нашим и детям нашим и скоту, 51. ибо я постыдился просить у царя пеших и конных и проводников для безопасности от противников наших; 52. потому что мы сказали царю, что сила Господа нашего будет с ищущими Его во всяком добром предприятии.

2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Туррӑмӑр умӗнче йӑвашланас, хамӑршӑн, хамӑр ачасемшӗн тата хамӑрӑн мӗнпур пурлӑхшӑн ӑнӑҫлӑ ҫул ыйтас тесе, Агава юханшывӗ хӗрринче эпӗ типӗ тытмалли ҫинчен пӗлтертӗм, 22. мӗншӗн тесессӗн хамӑра ҫул ҫинчи тӑшмансенчен сыхласа пыма патшаран ҫарпа юланутсем ыйтма эпӗ иментӗм: патшапа сӑмахласа, эпир ҫапла каланӑччӗ: Хӑй патне пыракансемшӗн пирӗн Туррӑмӑрӑн алли — ырӑлӑх кӑтартакан алӑ, Хӑйне пӑрахакансене вара пурне те Унӑн хӑвачӗ, Унӑн ҫилли ҫитет! тенӗччӗ.

21. И провозгласил я там пост у реки Агавы, чтобы смириться нам пред лицем Бога нашего, просить у Него благополучного пути для себя и для детей наших и для всего имущества нашего, 22. так как мне стыдно было просить у царя войска и всадников для охранения нашего от врага на пути, ибо мы, говоря с царем, сказали: рука Бога нашего для всех прибегающих к Нему есть благодеющая, а на всех оставляющих Его - могущество Его и гнев Его!

1 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Ҫӳлхуҫа Самуила ҫапла каланӑ: акӑ Эпӗ Израильре пӗр ӗҫ тӑвӑп та, ҫавӑн ҫинчен илтекенӗн икӗ хӑлхи те янӑраса кайӗ; 12. ҫав кун Эпӗ Илий килӗ ҫинчен мӗн каланине йӑлтах пурӑнӑҫа килтерӗп; Эпӗ пуҫлӑп та вӗҫлӗп; 13. Эпӗ ӑна пӗлтертӗм: вӑл хӑйӗн ывӑлӗсем чыссӑр ӗҫсем тунине пӗлнӗ, анчах вӗсене ҫӑварлӑхламан, ҫав айӑпшӑн Эпӗ вӗсенӗн килне ӗмӗрлӗхе хаса паратӑп, терӗм; 14. ҫавӑнпа тупа туса калатӑп: Илий килӗн айӑпне нимӗнле парне те, тырӑ-пулӑ парни те ӗмӗрне те ҫырлахтарас ҫук.

11. И сказал Господь Самуилу: вот, Я сделаю дело в Израиле, о котором кто услышит, у того зазвенит в обоих ушах; 12. в тот день Я исполню над Илием все то, что Я говорил о доме его; Я начну и окончу; 13. Я объявил ему, что Я накажу дом его на веки за ту вину, что он знал, как сыновья его нечествуют, и не обуздывал их; 14. и посему клянусь дому Илия, что вина дома Илиева не загладится ни жертвами, ни приношениями хлебными вовек.

1 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Анчах эпӗ Чӑваш Ен чунӑма ҫывӑхраххине пӗлтертӗм.

Помоги переводом

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней