Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ирхине вырӑн ҫинчен тӑрас вӑхӑтчен пӗр сехет малтан, радиопа ҫичӗ сехетре паракан пӗрремӗш сводкӑна итлеме чи кахаллисем те тӑрса пычӗҫ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Шӳтлессе вӑл пӗр чарӑнмасӑр, автомат пек шӳтлерӗ, ҫав вӑхӑтрах хӑй пӗртте кулмарӗ, куҫӗсем хӑйпе калаҫакан ҫынна тимлӗн сӑнаса пычӗҫ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Унӑн питне тусанлӑ ӑшӑ ҫил пырса ҫапрӗ, куҫӗсем хирӗҫ иртсе каякан поездсене, симӗс решуткӑллӑ платформӑсене, симӗс вӑрмантан курӑнакан пӗчӗк дачӑсене, типсе ларма пуҫланӑ пӗчӗк юханшывсене, ҫурта пек тӳрӗ те хитре хырсене, илемлӗн курӑнакан инҫетри хирсене курса пычӗҫ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӗсем пӗр-пӗрине хулӗсенчен тытса пычӗҫ; каннӑ хыҫҫӑн Алексей урисемпе ҫирӗппӗн пусса утса пычӗ, ҫавӑнпа та хӗр хушшӑн-хушшӑн: манӑн тусӑн урисем ҫук, тесе, Гриша юри каламан-ши, шӳт туман-ши? — тесе шухӑшларӗ, Анюта Алексея хӑй ытти медичкӑсемпе пӗрле эвакуационнӑй госпитальте аманнисене суранӗсем тӑрӑх суйласа уйӑрас тӗлӗшпе ӗҫлени ҫинчен, хальхи вӑхӑтра аманнисем кулленех темиҫешер эшелон килсе тӑнӑ пирки хӑйсене ӗҫлеме мӗн тери йывӑрри ҫинчен тӗрӗссипе каласан — аманнисем пурте ҫав тери лайӑх ҫынсем пулни, вӗсем хӑйсен асапӗсене паттӑррӑн тӳссе ирттерни ҫинчен каласа пачӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Гвоздевӑн вӑрҫӑри приключенийӗсем ҫинчен каласа панӑ чух, унӑн симӗсрех тӗслӗ куҫӗсем ҫутӑлса пычӗҫ.Зеленоватые глаза ее светились, когда он описывал его военные приключения.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Мана унпа куҫа-куҫан тӑратма илсе пычӗҫ.
VIII сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Ҫав вӑхӑтра вӗсем пычӗҫ те: эпир сана ӗҫ парӑпӑр, пыр пирӗн пата, терӗҫ.А тут приходят они и говорят: мы дадим тебе работу, иди к нам.
Ресслер // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Халь уйӑхсем иртсе пычӗҫ…
Высушилсем, упӑшкипе арӑмӗ // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Эпӗ ҫак ыйту пирки ответ тупма та ӗлкӗреймерӗм, каллех ҫӗнӗ ҫынсене илсе пычӗҫ: Мирека, Елинексене — упӑшкипе арӑмне тата Фридсене.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Сехетсем малаллах шурӗҫ, вӗсем тӗрлӗ кӗтмен япаласем илсе пычӗҫ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Вӑл саламсем стенасем витӗр, хуллен шакканипе пӗрле пычӗҫ, вӑл саламсене эпӗ апат валеҫсе ҫӳрекен коридорнӑйсен куҫӗсенче куртӑм.Он приходил перестукиванием через толстые стены, я видел его в глазах коридорных, разносивших еду.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Камера алӑкӗ ҫинчи «2» цифра «3»-пе улшӑнчӗ, унтан «3» вырӑнне каллех «2» пулчӗ, кайран татах «3», «2», «3», «2» пулса пычӗ, камерӑна ҫӗнӗ заключеннӑйсем пычӗҫ, каллех тухса кайрӗҫ, 267-мӗш камерӑра малтан иккӗн тӑрса юлнӑ ҫынсем кӑна пӗр-пӗринпе уйрӑлмаҫҫӗ: «атте» тата эпӗ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Такам мана аран-аран ҫӗклесе тумлантарчӗ, унтан мана наҫилккапа йӑтса пычӗҫ, коридорта таканланӑ атӑсемпе кӗрслеттерсе утни илтӗнчӗ…
II сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Анчах ҫак минутра Алексей темле тӗлӗнмелле ӗҫ пуласса ӗненчӗ, хӑй сисмесӗрех чупса пычӗ, протезсем тӑхӑннӑ хыҫҫӑн пӗрремӗш хут чӑннипех чупрӗ, сайра-хутран ҫеҫ туйи ҫине тайӑнса, енчен енне сулӑнса пычӗ, протезӗсем пӗрмай нӑтӑрт, нӑтӑрт, нӑтӑрт туса пычӗҫ…
15 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Сылтӑмри, сулахайри палатӑсенчи кӳршӗсем тата ҫӳлти хутра пурӑнаканнисем те профессор парнине курма пычӗҫ.Соседи справа, слева, даже сверху приходили смотреть профессорский подарок.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пурте ӗнтӗ тӳрленсех пычӗҫ.
12 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Чирсенчен эмеллени тата вӑхӑт иртсе пыни хӑйсен ӗҫне тусах пычӗҫ.
12 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хӗрарӑм тарҫӑсем чупса пычӗҫ ун патне, аран-аран вӑйпа салтӑнтарчӗҫ, сивӗ шывпа тата тӗрлӗ спиртсемпе лӑплантарчӗҫ — йӗркелесе вырттарчӗҫ те ӑна, вӑл тӗлӗрсе кайрӗ.
XII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ун хыҫҫӑн ыттисем те пычӗҫ.
IX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ку ҫырусем вӑрӑмрах та ӑшӑрах пулса пычӗҫ, вӑрҫӑ пирки татӑлнӑ хӑюсӑр, ҫепӗҫ юрату Ольӑшӑн ӳссе ҫирӗпленсе пынӑ пек туйӑнчӗ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950