Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пуҫтарчӗ (тĕпĕ: пуҫтар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Феничка ҫавӑнтах розӑсене пӗтӗмпех пуҫтарчӗ те беседкӑран тухса сирпӗнчӗ.

Фенечка тотчас подобрала все розы и вышла вон из беседки.

XXIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Артем лотоксем патне пычӗ те карттус тулли ҫӑмарта пуҫтарчӗ.

Артем подошел к лоткам и набрал целую кепку яиц.

Ҫӑмарта ӑшалани // Ара Мишши. Ара Мишши. Пиллӗкмӗш чӗрӗк: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 64 с. — 25,27,29 с.

Семен ятлаҫса илсе, ӑна пӗрчӗн-пӗрчӗн пуҫтарчӗ.

Семен выругался, собрал его по крохам.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Мӗнпур юлашки вӑйне пуҫтарчӗ те шуса кайрӗ, ҫавӑнтах персе ӳксе сӑрт тӑрӑх йӑваланса анчӗ.

Он собрал остатки сил, пополз, но тут же свалился и скатился с пригорка.

Ҫул ҫӳресси пӗтни // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.

Татса илнӗ листисене пурне те, картсене мӑйланӑ пек, пӗр ҫӗре пуҫтарчӗ те сӗтел хӗррине хучӗ каллех тӗкӗр ҫине пӑхрӗ.

Все оторванные листки подобрала ровненько, как колоду карт, положила их на край стола и взглядом опять задержалась на пыльном зеркале.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Кӑштах вӑхӑт иртсен, Григорий ӑпӑр-тапӑр япалисене тӑрса пуҫтарчӗ, тул ҫутӑлнӑ тӗле Татарскине ҫитсе ӳкес тесе, килне ҫуранах кайма шутларӗ.

Спустя немного Григорий встал, собрал свои пожитки, он решил идти пешком, чтобы к рассвету добраться до Татарского.

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Старик кашӑк тытрӗ, ун ҫине хыт ҫӑкӑр тӗпренчӗкӗсене шӑлса пуҫтарчӗ те сухал хупласа илнӗ ҫӑварне хыпса ҫӑтрӗ.

Старик взял ложку, смел в нее крошки черствого хлеба, ссыпал их в забородатевший рот.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Аксинья ним шарламасӑр чей чашӑк ванчӑкӗсене пуҫтарчӗ.

Аксинья молча собирала осколки.

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫав кунхине Кудинов, Мелехова пӗле тӑркач чӗнтермесӗр, штабра питӗ секретлӑ канашлу пуҫтарчӗ.

В этот день Кудинов, обойдя приглашением Мелехова, созвал в штабе строго секретное совещание.

III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Мрыхин сӗтел ҫинчен хутсене пуҫтарчӗ те, инструкторпа сывпуллашмасӑрах, хӑйне вӗри шыв чашлаттарнӑ пек пӳлӗмрен сиксе тухрӗ.

Мрыхин сгреб со стола бумаги и, не попрощавшись с инструктором, как ошпаренный выскочил из комнаты.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Мажаров пӗр ытам турат пуҫтарчӗ те ҫул хӗрринелле васкаса утрӗ.

Он набрал полную охапку веток и заторопился к дороге.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Аникей сӗтел ҫине сарса хунӑ тӗрлӗ тӗслӗ материсене пӗр ҫӗре пуҫтарчӗ те пӗррех диван ҫине ывӑтрӗ.

Он собрал в кучку разложенные на столе вороха разноцветных материй, свалил одним махом на диван, коротко приказал:

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пуҫтарчӗ, йӗрке турӗ, хӑй вара, ҫак таранччен ҫулталӑкӗпех ҫӑвар уҫса курман пек, пӗр чарӑнмасӑр калаҫрӗ.

наводя порядок, и все говорила, говорила без умолку, словно молчала до этого целый год.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Кагинскинчи ҫапӑҫу хыҫҫӑн вӑл, Григорий ыйтнипе, пӗрер витре кӗрекен виҫӗ кӑкшӑмлӑ кӑмӑшка илсе пычӗ, унтан юрлама ӑста казаксене чӗнсе пуҫтарчӗ те, Григорий вара, хӑйне савӑнӑҫлӑ та ирӗклӗ, чӑн пурнӑҫпа йывӑр шухӑшсен асапӗнчен вӑхӑтлӑха хӑпнӑ пек туйса, казаксемпе пӗрле тул ҫутӑличченех ӗҫсе ларчӗ.

После боя в Каргинской он, по просьбе Григория, привез три ведерных кувшина самогона, созвал песенников, и Григорий, испытывая радостную освобожденность, отрыв от действительности и раздумий, пропил с казаками до утра.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӑй хыҫҫӑн «вута та шыва та» кӗрсе кайччӑр тесе, юри ҫавӑн пек ҫынсене суйларӗ Григорий, ҫавӑн пеккисене, Германи вӑрҫинчех тӳсӗмлӗ пулма хӑнӑхнӑ казаксене, хӑй тавра пуҫтарчӗ.

Таких и подбирал Григорий, чтобы шли за ним «в огонь и в воду», такими, выдержанными еще в германской войне, и окружал себя.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Аманнӑ виҫӗ хӗрлӗармееца Алешка Шамиль пуҫтарчӗ.

Трех раненых добивал безрукий Алешка Шамиль.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мартӑн 4-мӗшӗнче Иван Алексеевич Татарскинче пуху пуҫтарчӗ.

В Татарском собрал Иван Алексеевич 4 марта сход.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тепӗр кунне Аксинья, расчет илсе, ӑпӑр-тапӑр япалисене пуҫтарчӗ.

На другой день Аксинья, получив расчет, собрала пожитки.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий сотньӑна аранах пӗр ҫӗре пуҫтарчӗ те васкавлӑ юртӑпа станци вӗҫнелле ертсе кайрӗ.

Григорий с трудом собрал сотню, рысью повел ее на край станицы.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Ирина йӗпенсе саланнӑ ҫивӗтне пуҫтарчӗ.

— Ирина собрала мокрые косы.

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней