Поиск
Шырав ĕçĕ:
1. Эй тӑванӑмсем, ҫавӑнпа ӗнтӗ сире Туррӑн хӗрхенекен кӑмӑлне асӑнса йӑлӑнатӑп: Турӑшӑн ӑспа ӗҫлесе пурӑнас тесессӗн, хӑвӑрӑн ӳтӗре чӗрӗ, сӑваплӑ, Турра юрӑхлӑ парне тума тӑрӑшӑр, 2. ку ӗмӗре кура ан пурӑнӑр; Туррӑн кӑмӑллӑ, пур тӗлӗшпе те паха, ырӑ ирӗкне пӗлсе пымашкӑн эсир хӑвӑр ӑсӑра ҫӗнетсе улӑшӑнӑр.
Рим 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Сирӗн вилӗмлӗ ӳтӗре ҫылӑх пусмӑрласа ан тӑтӑр, ӳт илӗртни хыҫҫӑн кайса ҫылӑха парӑнмалла ан пулӑр; 13. хӑвӑр тӑл-пӳ пайӗсене те усал ӗҫсем тутарса тӑма ҫылӑх аллине ан парӑр, эсир вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ ҫынсем пулса Турӑшӑн ӗҫлесе пурӑнӑр, хӑвӑр тӑл-пӳ пайӗсене те тӳрӗ ӗҫсем тутарса тӑма Турӑ аллине парӑр.
Рим 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эй савнӑ тӑванӑмсем, эсир вара Таса Сывлӑшпа кӗлтуса хӑвӑрӑн чӑн таса тӗнӗре ҫирӗп тытса тӑма вӗренсе пырӑр, 21. Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн ӗмӗрлӗх чӗрӗлӗхе кӳртекен ырӑлӑхне кӗтсе Турра юратса пурӑнӑр.
Иуд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Чаруллӑ пурӑнӑр, сыхӑ тӑрӑр: сире хирӗҫ пыракан шуйттан, ахӑрса ҫӳрекен арӑслан пек, кама та пулин ҫӑтасшӑн ҫӳрет.
1 Пет 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эпӗ хам та кӗтӳҫӗ, Христос асапланнине курнӑ ҫын, килес мухтава пая кӗмелли ҫын, эпӗ халӗ сирӗн кӗтӳҫӗрсене тархаслатӑп: 2. Турӑ хӑвӑра шанса панӑ кӗтӗве тимлӗн пӑхӑр, тивӗҫлипе мар, чӗрӗр хушнипе Турра юрӑхлӑ тӑрӑшӑр уншӑн; ирсӗр пайташӑн мар, усӑ кӳресшӗн пӑхӑр ӑна; 3. Турра тивӗҫлӗ кӗтӗве пусмӑрласа ан пурӑнӑр, сирӗнтен курса вӑл ырра вӗренсе пытӑр; 4. кӗтӳҫӗсенӗн Пуҫлӑхӗ килсессӗн сире вара ӗмӗрлӗхе мухтава кӑларӗ.
1 Пет 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Пуринчен ытла пӗр-пӗрне тӑрӑшса юратса пурӑнӑр: юратни нумай ҫылӑха каҫарать.
1 Пет 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫӳлхуҫа Турра пӗтӗм чун-чӗререн хисеплесе пурӑнӑр; хӑвӑр мӗне шанса тӑни ҫинчен ыйтса тӗпчекене кирек кама та ӑшшӑн, йӑвашшӑн каласа пама ялан хатӗр тӑрӑр; 16. ырӑ кӑмӑллӑ пулӑр, эсир Христоса ӗненсе ырӑ пурӑннине хурлакан ҫынсем сире усал ҫынсем вырӑнне картса хӑртнӑшӑн намӑса юлччӑр.
1 Пет 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Унтан тата пурсӑр та пӗр шухӑшлӑ пулӑр, ҫын асапне ҫӗклӗр, ӗненекенсене тӑванӑн курса юратӑр, хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулӑр, туслӑн пурӑнӑр, йӑваш ӑслӑ пулӑр; 9. усал тунӑшӑн усалпа, вӑрҫнӑшӑн вӑрҫса ан тавӑрӑр; апла тума мар, хӑвӑра пиллӗх илме чӗннине пӗлсе, пиллӗх парӑр.
1 Пет 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1-2. Эй арӑмсем, эсир те упӑшкӑрсене пӑхӑнса пурӑнӑр; вӗрентсе каланине пӑхӑнман упӑшкӑрсем эсир Турӑран хӑраса таса пурӑннине курччӑр та арӑмӗсем ырӑ пурӑннипе вӗрентмесӗрех ӗненекен пулччӑр.
1 Пет 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эй савнӑ тӑванӑмсем! сире эпӗ ют ҫӗртен килнӗ ҫынсем вырӑнне, ҫул ҫӳрекен ҫынсем вырӑнне хурса тархаслатӑп: чуна тапӑнакан ӳт аскӑнлӑхӗнчен пӑрӑнӑр, 12. суя тӗнлисем хушшинче ырӑ ӗҫ туса пурӑнӑр, вара вӗсем халӗ сире усал ҫынсем вырӑнне хурса хурлаҫҫӗ пулин те, сирӗн ырӑ ӗҫӗрсене курса, Турӑ килнӗ кун Ӑна мухтавлӗҫ.
1 Пет 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Тӑвана чунтан юратса тӑмашкӑн чунӑра Сывлӑш урлӑ чӑнлӑха пӑхӑнса тасатӑр, пӗр-пӗрне яланах таса кӑмӑлпа юратса пурӑнӑр.
1 Пет 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эй тӑвансем, ҫавӑнпа ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа киличчен вӑрах тӳсӗмлӗ пулса пурӑнӑр.7. Итак, братия, будьте долготерпеливы до пришествия Господня.
Иак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Сире ирӗке кӑларакан саккун тӑрӑх сут тӑвӗҫ, эсир ҫавӑнтан чухласа калаҫӑр, ҫавна шута илсе пурӑнӑр.12. Так говорите и так поступайте, как имеющие быть судимы по закону свободы.
Иак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Вӗсем сан ҫинчен вӑл суя тӗнлӗ халӑхсем хушшинче пурӑнакан иудейсене пурне те: «ачӑрсен ӳтне ан кастарӑр, авалхи йӑлапа ан пурӑнӑр» тесе Моисейрен пӑрӑнма вӗрентет тенине илтсе пӗтнӗ.
Ап ӗҫс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вӑл хӑй те, унӑн кил-йышӗ те тӗне кӗрсессӗн, вӑл пире тимлесех каларӗ: эсир мана Ҫӳлхуҫана тӗрӗс ӗненекен вырӑнне хуратӑр пулсан, ман ҫуртӑма кӗрсе, ман патӑмра пурӑнӑр, терӗ.
Ап ӗҫс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Пӗр кӗнӗ ҫуртрах пурӑнӑр, вӗсенӗн мӗн ӗҫме-ҫиме пур, ҫавна ӗҫсе ҫийӗр: ӗҫлекен хӑй ӗҫӗ хакне илме тивӗҫлӗ.
Лк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Тата каланӑ вӗсене: эсир хӑш киле кӗретӗр, ҫав вырӑнтан кайиччен унтах пурӑнӑр.10. И сказал им: если где войдете в дом, оставайтесь в нем, доколе не выйдете из того места.
Мк 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Кирек епле хулана е яла ҫитсен те унта кам тивӗҫлӗ ҫын пулнине ыйтса пӗлӗр, вара мӗн кайичченех ун патӗнче пурӑнӑр; 12. пӳрте кӗнӗ чухне, ырӑ сунса: «канӑҫлӑх пултӑр ҫак киле» тейӗр; 13. килӗ тивӗҫлӗ пулсассӑн, ӑна сирӗн канӑҫлӑхӑр ҫитӗ; тивӗҫсӗр пулсассӑн, сирӗн канӑҫлӑхӑр хӑвӑрах таврӑнӗ.
Мф 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Малашне те пирӗн майлӑ пулса пурӑнӑр, пирӗн тӗлӗшрен ҫапла шанчӑклӑ пулнӑшӑн эпир те сире ырӑпа тавӑрӑпӑр: 28. сире нумай ҫӑмӑллӑх парӑпӑр, парнесем те парӑпӑр.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
65. Акӑ Симон, сирӗн пӗртӑванӑр: пӗлетӗп, вӑл канаш паракан ҫын, яланах ӑна итлесе пурӑнӑр, вӑл сирӗншӗн аҫӑр вырӑнне пулӗ.
1 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.