Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пултаратпӑр (тĕпĕ: пултар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пире тем-тем калама тытӑнсан, эпир унпа иксӗмӗр ытла хӗрсе кайма пултаратпӑр.

Мы с ним становимся очень даже щекотливые, когда нас по-разному обзывают.

XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ыран «иккӗллӗ вуннӑ» уявне ирттерес ҫукки пит аван-ха, эпир пурне те манма пултаратпӑр.

Какое счастье, что праздник годовщины революции скоро окончится и завтра можно будет обо всем забыть.

Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.

Кун пек ӗҫпе пӗр саматрах хура хӑма ҫине ҫакланма пултаратпӑр, ҫаплипех ҫыпҫӑнса, типсе ларӑпӑр вара унта!

С такой работой можем вмиг влететь на черную доску, да так и присохнем на ней!

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Эпир сана та йӗркене кӗртме пултаратпӑр.

— К порядку мы можем призвать и тебя.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпир те ун патне: пирӗн выльӑхсене кӑна мар, ҫӗрсене те, пӗтӗм правӑсене-пурлӑхсене те туртса илчӗҫ, тесе ҫырса яма пултаратпӑр.

Мы ему тоже могем описать, что не токмо скотину не дают, но и земли, всех правов состояния полишили.

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эсӗ рядовой боец, ҫавӑнпа та строя тытса пыр, унсӑрӑн эпир сана часах ҫӑварлӑхлама пултаратпӑр!

Ты рядовой боец и ты строй соблюдай, а то мы тебе прикорот сделаем!

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анчах халлӗхе эпир тырӑ пытаракан кулака ҫӗр те ҫиччӗмӗш статьяпа халӑх сучӗ урлӑ ҫеҫ кӑштах айӑплама пултаратпӑр.

А пока мы только частично, через нарсуд, по сто седьмой статье караем экономически кулака — укрывателя хлеба.

2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпир хамӑра мӗн кирлине илсен, пасара кайса та мухтанма пултаратпӑр — епле эпир пӗр ухмахне лартрӑмӑр, тесе…

Мы свое возьмем и хоть на базар пойдем рассказывать, хвастаться станем — вот, мол, как мы одну дуру провели!..

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Унтан вара эпир санпа Юхма пасарне те ҫитсе килме пултаратпӑр, — хавхаланса каласа хурать вӑл арӑмне.

А потом мы с тобой можем поехать на базар Юхмы, — с восторгом сказал он жене.

Кӑштах кулса илмелӗх // Евгений Турхан. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... sa-ilmelkh

— Эпир те… пилӗк ҫул ӗҫлеме пултаратпӑр! — хӗрсе кайса тавлашрӗ Маша.

— И мы… пять лет можем работать! — запальчиво спорила Маша.

11-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Пахча картине юсама пултаратпӑр, — сӗнчӗ Семушкин.

— Изгородь можем починить, — предложил Семушкин.

8-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сухалама та пултаратпӑр, ҫумлама та.

И пахать сможем, и полоть…

3-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эсир халӗ манран шухӑшӑрсене пытаратӑр, ӗлӗкрех эпӗ сирӗн шухӑшӑрсене сӑнӑртанах пӗлеттӗм: пӗр-пӗрне ӑнланма эпир ҫак майпа ҫеҫ пултаратпӑр пулас.

Вы непроницаемы теперь для меня, а прежде я читал на лице ваши мысли: кажется, это одно средство для нас понять друг друга.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Эсӗ пирӗн патра хамӑр кун — вырсарникун апатлан е юнкун пыма пултаратӑн, пӗччен, — терӗ Ольга, — кайран вара театрта курнӑҫма пултаратпӑр.

— Ты обедай у нас в воскресенье, в наш день, а потом хоть в среду, один, — решила она. — А потом мы можем видеться в театре:

III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Уҫма пултаратпӑр.

— Открыть можем.

Вунулттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Ҫапла, ҫапла, сударь, вӗтӗ шрифтпа пичетленӗ текста та вулама пултаратпӑр, — тесе тепри кӗсйинчен хаҫат туртса кӑларнӑ.

Да-с, читать, сударь, даже мелкий шрифт, — добавил другой, вынув из кармана газету.

Тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Кушака ӳксен те нимӗн те пулмасть, тяпписене ҫеҫ ыраттарӗ, эпир вара ӗнсе хуҫма та пултаратпӑр.

Что если свалимся? Кошке ничего не будет. Лапы отобьет и все дела. А мы шею себе сломаем.

Иккӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Ӗнтӗ эпир пур ҫӗрте те ирӗклӗн ҫӳреме пултаратпӑр, — терӗ Гаврик, савӑннипе сумкӑн пӑру тирӗнчен тунӑ хуппине ҫапса.

— Теперь мы всюду пройдем очень свободно, — сказал Гаврик, застегивая ранец, и с удовольствием хлопнул по его телячьей крышке.

XXXVI. Йывӑр сумка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Эпир ирсӗре — куҫранах ирсӗр, вӑрра — вӑрӑ, хӑравҫа — хӑравҫӑ теме пултаратпӑр

Мы можем мерзавцу сказать в глаза, что он мерзавец, вору — что он вор, трусу — что он трус…

XXXI. Лафет ҫинчи ещӗк // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— Эпир пурне те пултаратпӑр, пурне те.

— Мы всё можем, всё!

XXXI. Лафет ҫинчи ещӗк // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней