Поиск
Шырав ĕçĕ:
13. Ҫӳлхуҫа унӑн ҫылӑхӗсене каҫарнӑ, унӑн мӑйракине ӗмӗрлӗхе мухтава кӑларнӑ, патшалӑхне ӗмӗрлӗхе халалланӑ, ӑна Израилӗн аслӑ пуканне пилленӗ.
Сир 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Санпа пӗрле — Санӑн ӗҫӳсене пӗлекен ӑслӑлӑх, вӑл Эсӗ тӗнчене пултарнӑ чухнех Санпа пӗрле пулнӑ, вӑл Санӑн умӑнта мӗн кирлине, Санӑн ӳкӗтӳсем тӗлӗшӗнчен мӗн тӳррине пӗлсе тӑрать: 10. сӑваплӑ тӳперен ярса парсам ӑна, Хӑвӑн мухтавлӑхун аслӑ пуканӗнчен ярса парсам ӑна — вӑл мана ӗҫӗмсенче пулӑшса пытӑрччӗ, Сан умӑнта мӗн кӑмӑллӑ пулнине манӑн пӗлсе тӑрасчӗ: 11. вӑл пӗтӗмпех пӗлет, ӑнланать, ӗҫӗмсенче мана ӑслӑн ертсе пырӗ, мана хӑйӗн мухтавлӑхӗпе упраса хӑварӗ; 12. вара ӗҫӗмсем те ӑнса пырӗҫ, Санӑн халӑхна тӳррипе сут тӑвӑп, аттемӗн аслӑ пуканне тивӗҫлӗ пулӑп.
Ӑсл 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Хӑйӗн аслӑ пуканне Ҫӳлхуҫа тӳпене лартнӑ, Унӑн патшалӑхӗ пурне те тытса тӑрать.19. Господь на небесах поставил престол Свой, и царство Его всем обладает.
Пс 102 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Эсӗ ӑна хирӗҫ тӑракансенӗн сылтӑм аллине ҫӗклентертӗн, унӑн мӗнпур тӑшманне савӑнтартӑн; 44. Эсӗ ун хӗҫӗн ҫивӗчӗшне каялла ҫавӑртӑн, ӑна вӑрҫӑра тӗреклентермерӗн; 45. унӑн чапне туртса илтӗн, аслӑ пуканне ҫӗре пӑрахрӑн; 46. унӑн ҫамрӑк ӗмӗрне кӗскетрӗн, ӑна намӑса хӑвартӑн.
Пс 88 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫӳлхуҫа Вӑл ӗмӗрех тӑрать; сут тумашкӑн Вӑл Хӑйӗн аслӑ пуканне хатӗрленӗ, 9. тӗнчене Вӑл тӗрӗс сут тӑвӗ, халӑхсене тӳррипе сут тӑвӗ.
Пс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Унта Вӑл Хӑйӗн аслӑ пуканне лартнӑ, ун тӗлне пӗлӗт карнӑ.9. Он поставил престол Свой, распростер над ним облако Свое.
Иов 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эсӗ Ман умӑмра хӑвӑн аҫу Давид ҫӳренӗ пек ҫӳресессӗн, Эпӗ хӑвна мӗн хушнине пӗтӗмпех туса пырсассӑн, Эпӗ панӑ йӗркесемпе Манӑн саккунсене уяса пурӑнсассӑн, 18. Эпӗ санӑн Давид аҫуна: «Израиле тытса тӑракан [ар] пӗтмӗ санӑн» тесе сӑмах панӑ пек, санӑн патшалӑхун аслӑ пуканне тӗреклӗ лартӑп.
2 Ҫулс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вӑл Ман валли Ҫурт туса лартӗ, Эпӗ унӑн аслӑ пуканне ӗмӗрлӗхе ҫирӗплетӗп.
1 Ҫулс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Патша Ванеяна каланӑ: хӑй каланӑ пек ту, вӗлер те пытар ӑна, ҫапла Иоав тӑкнӑ айӑпсӑр юна ман ҫинчен те, аттем килӗ ҫинчен те ҫуса яр; 32. вӑл хӑйӗнчен лайӑх, айӑпсӑр икӗ ара вӗлернӗ: Авенира — Нир ывӑлне, Израиль ҫарпуҫне, тата Амессая — Иефер ывӑлне, Иудея ҫарпуҫне; вӗсене Давид аттеме пӗлтермесӗр хӗҫпе касса пӑрахнӑ, ҫавӑншӑн унӑн юнне Ҫӳлхуҫа унӑн пуҫӗ ҫинех ҫавӑртӑр; 33. вӗсен юнӗ ӗмӗрлӗхе Иоав пуҫӗ ҫине, ун йӑхӗн пуҫӗ ҫине пултӑр, Давидпа унӑн йӑхне вара, унӑн килӗпе аслӑ пуканне Ҫӳлхуҫаран ӗмӗрлӗхе канӑҫлӑх пултӑр! тенӗ.
3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Патша тарҫисем те Давид патша хуҫамӑра саламлама пырса кайнӑ: санӑн Турру Соломонӑн ятне хӑвӑн ятунтан та ытларах мухтава кӑлартӑр, унӑн аслӑ пуканне те санӑннинчен ҫӳлерех ҫӗклетӗр, тенӗ.
3 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Ванея, Иодай ывӑлӗ, патшана хуравласа каланӑ: аминь! патша хуҫамӑн Ҫӳлхуҫа Турри те ҫаплах калатӑр: 37. Ҫӳлхуҫа Турӑ патша хуҫамӑмпа пулнӑ пек, Вӑл Соломонпа пӗрле пултӑр, унӑн аслӑ пуканне Давид патша хуҫамӑн аслӑ пуканӗнчен те ытларах мухтава кӑлартӑр! тенӗ.
3 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пуҫлӑх пуканне йышӑнаканскер ӗҫтешӗпе явӑҫнине Ирина питӗ йывӑра илнӗ.
Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
«Моряксем парӑнмаҫҫӗ», – терӗ те ял старости Николай Трофимов пӗр пӑтлӑ икӗ кире пуканне ним мар 21 хут ҫӗклерӗ.
Эх, ҫӑварни, ҫӑварни, ҫӑвар тулли икерчи! // АНТОНИНА ЕФИМОВА,ВЕРА ШУМИЛОВА,НИКОЛАЙ СМИРНОВ,Таисия Кротова. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24
Кире пуканне йӑтса В.Калашникова ҫитекенни пулмарӗ.
Ална пар, хаваслӑ Ҫуркунне! // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11
Район центрӗнче арҫынсем кире пуканне йӑтса, алӑ вӑйне виҫсе, автанла ҫапӑҫса тупӑшрӗҫ.
Ална пар, хаваслӑ Ҫуркунне! // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11