Поиск
Шырав ĕçĕ:
Шутласа кӑлартӑм вара: виҫӗ кӗренкеллӗ кире пуканне ал шӑллипе чӗркерӗм те, Поликарп кил картине йӑпшӑнса кӗтӗм, вӑл ан илттӗр тесе, ҫаруран утрӑм, вара, вӑл уссине пӗтӗркеленӗ вӑхӑтра, эпӗ ӑна ӗнсерен пӗтӗм вӑйпа шаплаттартӑм.
XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Кире пуканне ҫӗкленӗ пек алла аялалла усӑнтарать.
37-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Ҫыврӑттӑм та-ха, вӑратрӑр… — Санька, аллине чӗпкуҫ тытса, сехет ҫине пӑхрӗ, унӑн пуканне ҫӗклесе хӑпартрӗ, кӳршӗ арӑмӗ ҫине кӑмӑлсӑр пӑхса илчӗ.
34-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Сулахай алӑпа эпӗ пӗр пӑтлӑ кире пуканне ҫӗклеме пултаратӑп.
7-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Маргарита вара пуканне татах ун ҫывӑхнерех куҫарчӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Маргарита хӑйӗн пуканне Женя ҫывӑхнерех куҫарчӗ те куҫран шӑтарасла пӑхса тӑруках ҫапла ыйтрӗ:
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Сӗтел патне вара йӗпе те тирпейлӗ сухалӗпе пыратчӗ, чи малтанах ман еннелле пукан ывӑтатчӗ, эпӗ вара пуканне уринчен ярса тытма ӗлкӗрмеллеччӗ те ӑна каялла тыттармаллаччӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл, сӑмахран, калаҫса ларнӑ хушӑрах, хӑйӗн пуканне сан пата ывӑтса пама пултарать, санӑн вара ӑна калле ывӑтса памалла.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл пуканне ман патарах куҫарса, хӑяккӑн ларчӗ, витӗр куҫӗсене ман ҫирен илмесӗр, пукан ҫурӑмӗ ҫине хӗреслетсе хунӑ аллисем ҫине янахне таянтарчӗ.
12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Мересьева вӑл палата тӑрӑх утса тухтарчӗ, лешӗ пачах халтан кайса пукан ҫине ласт! ларсан, хӑй пуканне унпа юнашар пырса лартрӗ.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Крым Республикинче А.Иванов тата пысӑкрах ҫитӗнӳ тунӑ: 32 килограмлӑ икӗ снаряда кӑкӑр ҫинчен 109 хут тӗртсе, унтан кире пуканне 189 хут ҫӗклесе ҫамрӑксен Европа рекордне ҫӗнетнӗ, спортӑн тӗнче класлӑ мастерӗн нормативне тултарнӑ.
Крымран — тӑватӑ медальпе // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№
24 кг таякан кире пуканне 82 хутчен ҫӗклесе Николай Хорасев ҫӗнтерчӗ.
Хравути Пуххи ентешлӗхе пухрӗ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07
Шанчӑклӑ ҫыннине Дантеса сенатор пуканне панӑ.
Дантес ҫулӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№
Ӑна аҫтаха хӑйӗн хӑватне, хӑйӗн аслӑ пуканне, хӑйӗн аслӑ ирӗкне пачӗ.
Ӳлӗм 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Вӑл аслӑ пулӗ, Ӑна Ҫӳлти Туррӑн Ывӑлӗ тесе калӗҫ; Ҫӳлхуҫа Турӑ Ӑна Давидӑн, ашшӗнӗн, патша пуканне парӗ; 33. Вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех Иаков йӑхӗн Патши пулӗ, Унӑн Патшалӑхӗ нихӑҫан та пӗтмӗ, тенӗ.
Лк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Уйӑхӑн ҫирӗм тӑваттӑмӗш кунӗнче Аггее иккӗмӗш хут Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: 21. Зоровавеле, Иудейӑна тытса тӑракана, кала: Эпӗ тӳпепе ҫӗре кисрентерӗп; 22. патшалӑхсенӗн аслӑ пуканне сирпӗтсе антарӑп, суя тӗнлӗ патшалӑхсен хӑватне пӗтерсе тӑкӑп, ҫар ураписене, вӗсем ҫинче ларакансене тӳнтерӗп, вӗсен учӗсемпе юланутҫисем пӗр-пӗрин хӗҫӗ айне ӳксе пӗтӗҫ.
Агг 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Тафнисра Иеремийӑна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: 9. пысӑк чулсем ил те вӗсене иудейсен куҫӗ умӗнче Тафнисра фараон ҫуртне кӗнӗ вырӑнта картишӗнче тӑм ӑшне пытарса хур, 10. вара вӗсене кала: Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать, те: Эпӗ кунта Хамӑн чурана Навуходоносора, Вавилон патшине, илсе килӗп, Хам пытарса хунӑ ҫак чулсем ҫине унӑн аслӑ пуканне лартӑп, ҫавӑнта вӑл хӑйӗн хӳхӗм чатӑрне карса лартӗ, 11. вара килӗ те Египет ҫӗрне аркатса тӑкӗ, вилме пӳрни вилӗм аллине лекӗ; тыткӑна лекмелли тыткӑна кайӗ; хӗҫ айне пулмалли хӗҫ айне пулӗ.
Иер 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫавах Хӑвӑн ятушӑн ан пӑрахсамччӗ пире; Хӑвӑн мухтавун аслӑ пуканне мӑшкӑла ан хӑварсамччӗ; пирӗнпе хывнӑ халална асна илсемччӗ, ан пӑрахӑҫласамччӗ ӑна.
Иер 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Акӑ Эпӗ ҫурҫӗр патшалӑхӗсен ӑрӑвӗсене пурне те чӗнсе илӗп, тет Ҫӳлхуҫа, вӗсем килӗҫ те — кашнийӗ Иерусалим хапхи умне те, унӑн хӳми йӗри-тавра та, Иудейӑн мӗнпур хулинче те хӑйӗн пуканне лартса тухӗ.
Иер 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Давидӑн аслӑ пуканне, унӑн патшалӑхне паян кунран пуҫласа ӗмӗрлӗхе тӳрӗ сутпа, тӗрӗслӗхпе тӗреклӗлетмешкӗн, ҫирӗплетмешкӗн Унӑн хӑватлӑхӗн, Унӑн тӑнӑҫлӑхӗн чикки те пулас ҫук.
Ис 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.