Поиск
Шырав ĕçĕ:
Юр пек шурӑ сухалӗпе мамӑк пек ҫемҫе ҫӳҫӗ кӗмӗл тӗслӗн кӑкӑрпа хура ряси тӑрӑх илемлӗн сапаланса анаҫҫӗ, вӗсем манах начар тумтир ҫийӗн пилӗкрен ҫыхнӑ кантра патнех ҫитеҫҫӗ, анчах пуринчен ытла мана вӑл искусство ҫинчен каланӑ сӑмахсемпе шухӑшсем тӗлӗнтерчӗҫ, тӳррипех калатӑп, эпӗ ҫав сӑмахсене нумай вӑхӑт хам чӗрере усрӑп тата хам пек художниксене те вӑл сӑмахсене чӗрере усрама сӗннӗ пулӑттӑм.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Суворов сӑнаса тӑрать, курать: типшӗм салтак пилӗкрен пиҫиххине салтать, унран курса, ыттисем те салтаҫҫӗ.Наблюдает Суворов, видит: снимает тощий солдат поясной ремень, за ним и другие снимают.
Шуйттан кӗперӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Пӗр участок патне пыратпӑр — тулӑ пилӗкрен ҫӳллӗ, ҫӑра, пучахӗ алтупанӗ пек…Подъезжаем к одному участку — пшеница ростом выше пояса, густая, колос — в ладонь…
XVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Пилӗкрен ҫӳллӗ ыраш, явкаланчӑк йытпыршипе тата ытти ҫумкурӑкӗсемпе чӑлханса ларнӑскер, лашасене чупма ҫав тери чӑрмантарать.
22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Анчах кӑвас чӗресӗ, ик аллипе пилӗкрен тытса, курнӑҫланса, ташша яра парать.
Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
— Ку сӑнавпа пӗр йӗркелӗх хе ҫук! — ҫилленсе каларӗ Дарья, икӗ аллине те пилӗкрен тытса тата Евсей патнерех пырса.
IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Чей ӗҫсе тӑраннӑ хыҫҫӑн тата хӑйӗн крыльци ҫинчен тусем ҫине, ир ҫине, Марьянка ҫине пӑхса савӑннӑ хыҫҫӑн, вӑл вӑкӑр тирӗнчен ҫӗленӗ ҫӗтӗк сӑхманпа поршни ятлӑ шӳтернӗ атӑсем тӑхӑнчӗ, пилӗкрен кинжалне ҫыхса ячӗ, пӑшалне тата ҫырткаламаллипе табак тултарнӑ хутаҫне илчӗ те, йыттине хӑй хыҫӗнчен йыхӑрса, ирхине улттӑмӗш сехетре станица хыҫӗнчи вӑрмана тухса кайрӗ.
XXIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Вӑл ӑна пилӗкрен тытса каллех аллейӑна илсе тухрӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Икӗ тӳп-тӳрӗ йӗкӗт, пӗр-пӗрне пилӗкрен тытса, атӑ кӗлисене пӑркаласа, полька ташланӑ.
I. Уйӑрӑлни // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Сайра хутра Гек хӑйӗн пиншакне тӑхӑнса ярсан, пиншакӗ вара унӑн ура кӗлисем таран тенӗ пекех усӑнса ҫӳренӗ, хыҫалти тӳмисем пилӗкрен чылай аялта пулнӑ.
6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Вырӑнпах выртаканскер: «Эп санран пы-ы-ысӑк ҫын тӑвасшӑнччӗ», — тесе пилӗкрен хыттӑн тытрӗ те — куҫӗ хупӑнчӗ…
«Хамӑра сӳрӗкленме памалла мар» // Геннадий Дегтярев. «Хыпар», 2009.03.28, 58-59№№, 14 стр.
Пурте пилӗкрен хӗҫне ҫакса янӑ, Давид хӑй те хӗҫ ҫакса янӑ, вара Давид хыҫҫӑн тӑватҫӗр ҫынна яхӑн тухса кайнӑ, икҫӗр ҫынни лавсемпе юлнӑ.
1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫавӑн чухне Давид хӑйӗн ҫыннисене каланӑ: кашнийӗ пилӗкрен хӗҫӗре ҫакса ярӑр, тенӗ.13. Тогда Давид сказал людям своим: опояшьтесь каждый мечом своим.
1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара эсир, кашниех пилӗкрен хӑйӗн вӑрҫӑ кӑралне ҫакса ярса, ӑссӑрла, ту ҫине улӑхса кайма шухӑш тытрӑр.И препоясались вы, каждый ратным оружием своим, и безрассудно решились взойти на гору.
Аст 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Вӗсем валли йӗтӗнрен аялти кӗпе ту, вӑл вӗсен ӳчӗн ҫарамасне пилӗкрен пуҫласа чӗркуҫҫийӗ таран витсе тӑтӑр, 43. пуху чатӑрне кӗнӗ чухне е сӑваплӑ вырӑнта кӗлӗ тумашкӑн парне вырӑнӗ патне пынӑ чухне [хӑйсем ҫине] ҫылӑх илсе вилес мар тесессӗн, Аарон ҫинче тата унӑн ывӑлӗсем ҫинче ҫак тумсем пулччӑр.
Тух 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хулӑн вӗрен алӑсене хытӑ шыҫӑ кӑларнине, пилӗкрен касса ыратнине пӑхмасӑр туртаҫҫӗ те туртаҫҫӗ, ҫӗнтерес тесех ӑнтӑлаҫҫӗ.
Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10