Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тепӗр кунне, ямшӑк тытса, оперӑна кайнӑ чухне (ку вӑл икӗ ямшӑк тытассинчен йӳнӗрех вӗт) сӑмах майӗн ӗнер хӑйсем пулнӑ Мерцаловсем ҫинчен те пӗр-икӗ сӑмах калаҫса илчӗҫ, вӗсем килӗштерсе пурӑннине мухтарӗҫ, ун пекки вӑл сайра пулать, терӗҫ; пурте ҫапла калаҫрӗҫ, вӑл шутрах Кирсанов та каларӗ: «Ҫапла, Мерцалов тата ҫак енчен те питӗ лайӑх — арӑмӗ ӑна хӑй мӗн шухӑшланине ирӗккӗн каласа пама пултарать», ҫапла ҫеҫ каларӗ Кирсанов, виҫҫӗшӗ те вӗсем ҫапла калама шухӑшланӑччӗ, анчах каласса вара Кирсановӑн калама тиврӗ; анчах мӗншӗн каларӗ-ха вӑл ҫавна?
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Экономка, горничнӑй, нянька ӗҫне, — мӗн те пулин ҫавӑн пеккине шырамалла пулнӑ, — тата ывӑничченех ӗҫлеттермен госпожа патне кӗмелле пулнӑ — унсӑр пуҫне ятлаҫмалли-мӗн ан пултӑр: ун пекки вӑл сайра тӗл пулать ӗнтӗ.
XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ыттисен пулкаланӑ ун пекки, курнӑ эпӗ, паллах, ун чухне мар, кайран ӑнлантӑм.По крайней мере, на других я это видела, — не тогда, разумеется, а после поняла.
XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Кун пекки сирӗн сайра пулаканччӗ, Александр Матвеич, — терӗ Вера Павловна.— Это с вами редко случается, Александр Матвеич, — сказала Вера Павловна.
XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Ҫук вӗт ман ун пекки.
I // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.
Ҫамрӑклӑх пуҫламӑшӗнче пулмасть те пулӗ кун пекки.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Акӑ мӗн, Петровна: секта пур ун пекки; мӗншӗн тесен тӗрлӗрен сектӑсем пур.— А вот что, Петровна: это секта такая, значит; потому что есть всякие секты.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пиччӗшпе йӑмӑкӗ хушшинче нимӗн те ун пекки ҫук, вӗсен епле?Между братом да сестрой никакой церемонности нет; а у них как?
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Аҫтӑрхан мӑйринчен пӗҫерсе хатӗрленӗ кукӑль тупӑнмасть-ши, пӗлместӗп, — маншӑн пулсан вӑл, Марья Алексевна, чи лайӑх кукӑль; анчах ун пекки ҫук пулсан, — мӗнли пур ӗнтӗ, ан айӑплӑр.
XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Сире ун пекки сисӗнмерӗ-и?
«Тӑлӑх арӑм минтерӗ» роман тавра // Виталий Станьял. https://chuvash.org/blogs/comments/4943.html
Вӑл «ман ҫураҫнӑ хӗр», — «сирӗн ҫураҫнӑ хӗр» — «эпӗ ӑна питӗ юрататӑп», «вӑл хитре» тенисене илтнӗ те, учитель ун пек кун пек шухӑш тытас ҫуккине курса, лӑпланнӑ; иккӗмӗш кадриль вӑхӑтӗнче ирӗклӗнех каҫхи апат пекки — закуска хатӗрленӗ.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫӳрерӗ; анчах иккӗмӗшне ташланӑ чухне вӑл вӗсем патӗнче курӑнмарӗ, каҫхи апат пекки хатӗрлеме кайрӗ.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Иккӗшӗ те ҫамрӑклах хӑйсем валли хӑйсемех ҫул уҫма хӑнӑхнӑ, никам та вӗсене пулӑшман; вӗсем хушшинче ахаль те пӗр пекки нумай пулнӑ: вӗсене кашнине уйрӑммӑн тӗл пулас пулсан, иккӗшӗ те вӗсем пӗр пек характерлӗ ҫынсем пек туйӑннӑ пулӗччӗҫ.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хӑҫан ун пекки пулать вӑл санӑн?
II. Ухмахла ӗҫе пӗрремӗш хут йӗрлени // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫав хурах, — те сӑхман, те плащ пекки тӑхӑннӑ вал, тӗттӗмре асӑрхаймарӑм, — чӳречерен шаккарӗ; тахӑшӗ, те Лукич, те Ҫемен ятлӑ ывӑлӗ, алӑка кӑшт уҫрӗ те, лешӗ пӳрте кӗрсе кайрӗ.
XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Хӑв тата Ленинградран никама та кӗтместӗн-и эсӗ, ӗлӗкхи арӑм пекки килмест-и?Ты из Ленинграда никого не ждешь к себе, вроде прежней жены?
XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Ун пекки пулнӑ.
XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Кун пекки, тӑванӑм, пурнӑҫра пӗр хут ҫеҫ пулать.
XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Хӑй пурнӑҫӗнче пӗрмаях пуянсене хирӗҫ тӑнӑ, хӑй мӗнле пурӑнать — курасчӗ санӑн: ҫурчӗ чалӑшса кайнӑ, халь-халь ишӗлсе анас пек ларать, хуҫалӑхра пӗр ӗне пекки те икӗ ырхан кӑна сурӑх пур, укҫа нихҫан та пулман, ҫук та.
XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ачасене питӗ юрататӑп та вӗт, анчах хамӑннисемпе савӑнма турӑ хушмарӗ; пулать вӑл ун пекки, йӗкӗт…Тёмно люблю детишечек, а вот не привел господь на своих порадоваться; так-то бывает, парень…
X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.