Поиск
Шырав ĕçĕ:
Заказ паракансем патӗнче пулнӑ хыҫҫӑн Лука Александрыч йӑпӑртлӑха аппӑшӗ патне кӗнӗ, унта ӗҫнӗ тата ҫырткаланӑ, аппӑшӗ патӗнчен пӗр палланӑ переплетчик патне кайнӑ, переплетчик патӗнчен хупаха, хупахран кумӗ патне, унтан тата ытти ҫӗре те.
I. Хӑйне хӑй япӑх тыткаланӑ // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.
Ерӗҫеймесен, Мажаров пурпӗр камран та пулин хут ҫырса янӑ, унта яланах: «Кӳлӗ патне пыр, сана кӑвак чулсем патӗнче кӗтетӗп», — тесе ҫырнӑ, Ксюша ун патне хутӑн тепӗр енне кӑранташпа: «Кӗт», — тесе ҫырса янӑ, килтен тухма май килмен чухне ун патне Васенӑна пысӑк ҫыру леҫтернӗ.
20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ирӗк пар киле кайма Мана, Аттепе анне патне, Аттепе анне патне, Ҫамрӑк мӑшӑрӑм патне.Отпусти меня домой К отцу, К отцу, матери родной, К отцу, матери родной Да к женёнке молодой.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Лозневой вара Марийка вӗсене Костьӑпа иккӗшне партизансем патне вӑрмана кайма ӳкӗтленине, унӑн: «Эпӗ вӗсем ӑҫтине пӗлместӗп, анчах сире пӗр ҫын патне ертсе каятӑп, вӑл вара — вӑрмана, вӗсем патне… вӑл унтан», тенӗ сӑмахӗсене аса илчӗ.
XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Мичосем патне ҫитсе, Мичо арӑмӗ патне хӑнана пынӑ пек тӑвӗччӗ те пӗлтерсе тухса кайӗччӗ — вӗсем патне кайма аван мар, лайӑх мар, ӑссӑр тунӑ пекех пулса тухать.
VI. Хӗрарӑм чунӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Пажески корпус хапхинчен иртсен, Марья Алексевна хӑй килелле пынине туйса илчӗ, лавҫӑ тытрӗ те телейлӗн киле ҫитрӗ, алӑк патӗнче хӑйне алӑк уҫса кӗртекен Федьӑна тӳпкесе илчӗ, шкап патне ыткӑнчӗ, шавланине илтсе пуҫне кӑларнӑ Матренӑна хӗнесе илчӗ, каллех шкап патне ыткӑнчӗ, Верочка пӳлӗмне ыткӑнчӗ, тепӗр минутран шкап патне чупса тухрӗ, каллех Верочка пӳлӗмне чупса кайрӗ, унта нумайччен тӑчӗ, унтан вара, вӑрҫа-вӑрҫа, пӳлӗмсем тӑрӑх ҫӳреме пуҫларӗ, анчах ӑна хӗнеме никам та ал айӗнче пулмарӗ: Федя вараланчӑк пусма ҫине тухса тарчӗ, Матрена, Верочка пӳлӗмӗн ҫурӑкӗнчен пӑхрӗ те, Марья Алексевна хӑпарнине курса, питӗ хытӑ тарчӗ, кухньӑна лекеймерӗ, спальнӑна, Марья Алексевна кравачӗ айне, пырса лекрӗ, вара хӑйне вӑрҫмасӑр чӗнсе иличчен ҫавӑнтах выртрӗ, ӑна никам та пырса тӗкӗнмерӗ.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Плана хут ҫине ҫырса хурас теттӗм — ҫырса хумарӑм, исправник патне ҫырса ямарӑм, губернатор патне те, хваттер хуҫи патне те ҫырма пуҫланӑччӗ — ҫырса пӗтереймерӗм, счетсене тӗрӗслеймерӗм, укҫа та тулемерӗм — ир ҫапла усӑсӑр иртрӗ!
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кӗҫех уйрӑм кӑмандӑсем янӑраса кайрӗҫ те, моряксемпе воспитанниксенчен хӑш-пӗрисем вантсем патне, хӑшӗсем марссем патне, теприсем салингсемпе рейӑсем патне ыткӑнчӗҫ.
Саккӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Улттӑрах хӑй патне таврӑнаймарӗ вӑл, вунпӗрелле ҫеҫ, Петя патне те кӗмен иккен, «Асторие» каҫхи апат тума халех хӑй патне пыма хушрӗ, мӗншӗн тесен вӑл ҫаплах кун каҫа апатланайман, шуйттанла выҫса ҫитнӗ, пӗччен ҫиесси вара кичем ӗҫ иккен.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Майор кӗскен кӑна темиҫе приказани пачӗ те, ҫынсем, кӑткӑсем пекех, чупса саланчӗҫ: хӑшӗсем вӑрман хӗрринче пытарса лартнӑ самолётсем патне, хӑшӗсем уй хӗрринче тӗмеске пек мӑкӑрӑлса тӑракан команднӑй пункт ҫӗрпӳрчӗ патне, хӑшӗсем вӑрманта пытарса лартнӑ машинӑсем патне ыткӑнчӗҫ.
19 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
25. Чӑн калатӑп сире: Илия пурӑннӑ вӑхӑтра тӳпе виҫӗ ҫул та ултӑ уйӑх хупӑнса тӑнӑран пӗтӗм ҫӗр ҫинче питӗ йывӑр выҫлӑх тӑнипе Израильре тӑлӑх арӑм нумай пулнӑ; 26. ҫапах Илияна вӗсем патне пӗрин патне те мар, Сидон ҫывӑхӗнчи Сарепта хулинчи тӑлӑх арӑм патне анчах янӑ; 27. Елисей пророк пурӑннӑ вӑхӑтра тата Израильре тилҫеллӗ ҫын нумай пулнӑ, анчах Сири ҫынни Неемансӑр пуҫне вӗсенчен пӗри те тасалман, тенӗ.
Лк 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вӗсем халӑх патне ҫитсессӗн, Иисус патне пӗр ҫын пынӑ та Ун умне чӗркуҫленсе ларса каланӑ: 15. эй Ҫӳлхуҫа! манӑн ывӑлӑма хӗрхенсем; тулли уйӑх вӑхӑтӗнче вӑл ытла та хытӑ асапланать: тӑтӑшах е вута, е шыва сикет; 16. эпӗ ӑна Санӑн вӗренекенӳсем патне илсе килтӗм те, вӗсем ӑна сыватаймарӗҫ, тенӗ.
Мф 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ҫакӑн хыҫҫӑн Даниил Вавилон ӑсчахӗсене пӗтерме патшаран хушу илнӗ Ариох патне кайнӑ, ун патне кӗнӗ те каланӑ: Вавилон ӑсчахӗсене ан вӗлер; патша патне ертсе кай мана, эпӗ тӗлӗкӗн пӗлтерӗшне уҫса парӑп, тенӗ.
Дан 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Вӗсем патне пурпӗрех ҫӳрерӗҫ: ясар арӑм патне епле ҫӳреҫҫӗ, асӑх Оголӑпа Оголива патне те ҫапла ҫӳрерӗҫ.
Иез 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Манӑн сана калас пӗтӗм сӑмахӑма чӗрӳ патне ил, хӑлхупа тӑнла; 11. тӑр та кунта куҫарса килнӗ ҫынсем патне, хӑвӑн халӑхун ывӑлӗсем патне, кай, итлӗҫ-и вӗсем сана, итлемӗҫ-и — пӗлтер вӗсене, кала вӗсене: «Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать!» те, терӗ.
Иез 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ сана Израиль ывӑлӗсем патне, пӑхӑнман ҫынсем патне, Мана хирӗҫ тӑнӑ ҫынсем патне, яратӑп, вӗсем тата вӗсенӗн ашшӗсем паянхи кунчченех Манӑн умра сутӑнчӑксем пулаҫҫӗ, терӗ.
Иез 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӗсем ӗнтӗ йӗнӗ, типӗ тытнӑ, Ҫӳлхуҫана кӗлтунӑ, 6. кӗмӗл пуҫтарнӑ, кашнийӗ вӑйӗ ҫитнӗ таран панӑ, 7. ҫав кӗмӗле Иерусалима аслӑ священник Иоаким патне — Салом ывӑлӗн Хелкиян ывӑлӗ патне — тата священниксем патне, Иерусалимра унпа пӗрле юлнӑ пӗтӗм халӑха ярса панӑ, 8. кӗмӗлпе пӗрлех сиуал уйӑхӗн вуннӑмӗш кунӗнче тата Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчен илсе кайнӑ савӑтсене, Седекия — Иосия ывӑлӗ, Иудея патши — тутарнӑ кӗмӗл савӑтсене, Иудея ҫӗрне каялла тавӑрма Варух аллине панӑскерсене, ярса панӑ; 9. Турӑ Ҫурчӗн савӑчӗсене Навуходоносор, Вавилон патши, Иерусалим хулинчен Иехонияпа аслӑ ҫынсене, алӑстисене, улпутсене, Иудея ҫӗрӗн халӑхне Вавилона куҫарса кайнӑ чухне хӑйпе пӗрле илсе кайнӑ пулнӑ.
Вар 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Иеремия вара хӑй патне Карей ывӑлне Иоанана, унпа пӗрле пулнӑ ҫарпуҫсене, пӗтӗм халӑха — кӗҫӗннинчен пуҫласа пысӑккине ҫитиех — чӗнсе илнӗ те 9. вӗсене каланӑ: эсир мана Ҫӳлхуҫа патне, Израиль Турри патне, ятӑр, Унӑн умӗнче хӑвӑршӑн тархаслама ыйтрӑр, Вӑл ӗнтӗ ҫапла калать: 10. эхер те ҫак ҫӗр ҫинчех юлатӑр пулсассӑн, Эпӗ сире ҫирӗплетӗп, аркатмӑп, вырӑнаҫтарӑп, кӑкламӑп: Эпӗ ӗнтӗ сире хӗн-хур кӑтартнӑшӑн ӳкӗнетӗп.
Иер 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Патша хут чӗркемне, Варух ҫырса хунӑ Иеремия сӑмахӗсене, ҫунтарса янӑ хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна сӑмах пулнӑ, Вӑл ӑна ҫапла каланӑ: 28. урӑх чӗркем ил те унта Иудея патши Иоаким ҫунтарса янӑ малтанхи хут чӗркемӗнче пулнӑ унчченхи сӑмахсене пурне те ҫырса хур; 29. вара Иудея патшине Иоакима кала: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: эсӗ ҫак хут чӗркемне ҫунтарса ярса, «Иеремия, мӗншӗн эсӗ унта Вавилон патши пурпӗрех килет те ҫак ҫӗре тустарса хӑварать, ҫынсене те, выльӑх-чӗрлӗхе те вӗлерсе пӗтерет тесе ҫыртӑн?» терӗн; 30. Ҫӳлхуҫа ҫавӑншӑн Иудея патши Иоаким пирки ҫапла калать: унӑн йӑхӗнчен Давидӑн аслӑ пуканӗ ҫинче ларакан пулмӗ, унӑн виллине кӑнтӑрлахи шӑрӑха та ҫӗрлехи сивве пӑрахӗҫ; 31. Эпӗ ун патне, унӑн тӑхӑмӗ патне, унӑн тарҫисем патне вӗсенӗн тӗрӗсмарлӑхне пырса пӑхӑп та вӗсем ҫине, Иерусалимра пурӑнакансем ҫине тата Иудея ҫыннисем ҫине хӗн-асап ярӑп.
Иер 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Нехелам ҫыннине Шемаияна кала: 25. Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать, те: эсӗ хӑвӑн ятупа Иерусалимри пӗтӗм халӑх патне, Маасея ывӑлӗ Софония священник патне, ытти мӗнпур священник патне ҫыру янӑ, 26. ҫав ҫырура акӑ мӗнле ҫырнӑ пулнӑ: «Софония, Ҫӳлхуҫа сана Иодай священник вырӑнне священника лартрӗ, санӑн Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗшӗн яваплӑ пулмалла, хӑйне хӑй ухмаха тухнӑ ҫын пек тыткалакана, пророкла калаҫма чӑрсӑрланакана санӑн тӗрмене лартмалла, каска тӑлӑпа тӑлламалла: 27. мӗншӗн-ха эсӗ Анафоф Иеремийине хӑвӑр патӑрта пророкла вӗрентсе ҫӳреме чармастӑн?
Иер 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.