Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тӗрӗссипе каласан, паллӑ вӗт-ха: ҫынсем пурте пӗр япала патне, пӗтӗмпех лӑпкӑ, канлӗ пуласси патне пыма ӗмӗтленеҫҫӗ; кӑнтӑрла тӑрмашни — каҫхи шӑплӑх, хӗрарӑмпа пӗрле пулмалли, унтан вӑл ачашланипе кӑмӑла каймалла ӗшеннӗ хыҫҫӑн, тӗлӗксем курмасӑр ҫывӑрмалли сехетсем патне пымалли аванах мар утӑмсем кӑна.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Вӑл Вася атӑҫӑ патне, «Штепсельпе» «Валя» патне тата хӑйпе ҫыхӑнса тӑракан ытти ҫынсем патне кайса килчӗ.Он побывал у Васи-сапожника, «Штепселя», «Вали», у всех людей, связанных с ним.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Чӑн малтан вӑл кӑмӑлсӑрланнӑ пекрех пулчӗ пулас: вӑл ӗнтӗ унта куҫма питӗ аван хатӗрленсе ҫитнӗччӗ, ӑшӗ те вӑрками пулнӑччӗ ун, анчах вилме тӳр килмерӗ-мӗн, каллех чӑн-чӑн пурнӑҫа, бомбӑсемпе траншейӑсем патне, салтаксем патне, юн патне таврӑнма тӳр килсе тухрӗ, ҫакна пула ӗнтӗ унӑн кӑмӑлӗ хуҫӑлчӗ; унтан вӑл, мӗншӗн савӑннине чухламасӑрах, хӑй чӗре юлнӑшӑн савӑнчӗ, унтан вара — хӑраса ӳкрӗ, бастионран хӑвӑртрах тулса каяс килчӗ ун.
13 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Ҫапла шухӑшласа пырса вӑл генерал пулса тӑчӗ, генерал пулин те, вӑл хӑй юлташӗн тӑлӑха тӑрса юлнӑ арӑмӗ патне, вӑл вӑхӑт тӗлнелле, ун шухӑшӗпе, юлташӗ вилме тивӗҫ, Наташа патне ҫӳреме именсе тӑмасть, ҫаплах кайкаласа ҫӳрет вӑл ун патне, бульварти музыка кӗвви уҫҫӑнрах илтӗнсе кайсан вара, ун куҫӗ умне ҫынсен ушкӑнӗсем курӑнса кайрӗҫ, вӑл вара бульвара ҫитсе кӗчӗ те, унчченхи пекех, ҫаврӑнӑҫусӑр, именӳллӗ, нимӗн тӗшне тӑман штабс-капитанах пулса тӑчӗ.
2 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Хӑш-пӗр ҫӗрте ҫеҫ шурӑ юра таптаса такӑрлатнӑ сукмаксем курӑнаҫҫӗ — шкул патне, ҫӑл патне, сельпопа колхоз правлени патне.
Сивӗ кунсем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Николай Григорьевич утарта юлать, вӗсем, хутора Оксана патне кӗрсе, ӑна ашшӗ патне яраҫҫӗ те хӑйсем пионерсем патне, лагере, каяҫҫӗ.
14 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Йыхрав хутне хӑвӑр чӗнес текен ҫынсем патне пурин патне те, малтан сӑмах вӗҫҫӗн чӗннисем патне те, ямалла.Приглашения рассылают всем приглашенным, даже тем, которые раньше были приглашены устно.
7. Хӑнара // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Шерпике ҫинчен ялта ҫак кунсенче темле сӑмах ҫӳрет: Шерккей урҫа, имӗш, ун патне пурӑнмаллипех куҫнӑ пулать, пур пек тыррине те юмӑҫ патне турттарса кайнӑ, тет те, миххисене шанчӑклӑ ҫыхайман, тет, тыррине ҫул варрипе-мӗн Шерпике патне ҫити тӑкса пынӑ, тет, ҫав тырра халь те пулин ял чӑххисем сӑхса пӗтереймеҫҫӗ, тет.
XXIX. Кӗтмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Питех те кӑмӑллӑ господин Томсон ҫав каҫах пире Исланди наместникӗ — Трамп граф патне, епископ помощникӗ — Пиктурсон господин патне, Рейкиявик хула пуҫлӑхӗ — Финзен господин патне лайӑх йышӑнма сӗнсе ӑшӑ сӑмахлӑ ҫырусем тыттарчӗ.
IX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Нумайччен тилмӗрсе ыйтнӑ тата калаҫнӑ хыҫҫӑн, юлашкинчен, Шурӑна кӗртрӗҫ, анчах Бо лейтенант патне те мар, контрразведка начальникӗ Торнхилл патне те мар, Ларри подполковник патне.
4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Павка Конопатов пӳрчӗ патне ҫитсен: — Ыйтӑва ӑнланса илме ун патне, тӑшман патне, кӗрер-ха, — терӗ Василий.
5. Килте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
— Пирӗн Фомана пурин патне те туртать — ҫӑкӑр патне, эрех патне, — пуҫ тайӑр ӑна!..— Нашего Фому тянет ко всему — ко хлебу, к вину, кланяйтесь ему!..
XXV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Апат хыҫҫӑн вӑл Инсарова Стаховсем патне кайса килме сӗнчӗ, анчах лешӗ кӗҫӗр ҫӗрӗпех хӑйӗн болгарӗсем патне ҫырусем ҫырма шутлани ҫинчен пӗлтерчӗ, ҫавна пула Стаховсем патне каяссине ырана хӑварма ыйтрӗ.
XI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
— Ҫӑва патне! ҫӑва патне! ҫӑва патне! — юрланӑ чухнехи пек тӑсса кӑшкӑрчӗ Шубин.
I // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Тилӗ хӑваланине итлесе, Травка, сунарҫӑсем пекех, мулкач ӑҫтан чупса ҫаврӑннине ӑнланса илчӗ: Ӳпне чул патӗнчен мулкач Суккӑр вар патне чупнӑ, унтан Тип ҫырма патне, унтан вара тавраран вӑрах вӑхӑт кайса, уҫланка тухнӑ, унтан каллех Ӳпне чул патне чупнӑ.
X // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
Вӗсем, пӗр-пӗрне ҫавӑтса, йывӑррӑн утаҫҫӗ; унтан карта патне ҫывхараҫҫӗ те малалла ӳпӗнеҫҫӗ, чӗркуҫленсе лараҫҫӗ, нумайччен хурланса йӗреҫҫӗ, нимӗскер чӗнмен чул ҫине нумайччен пӑхаҫҫӗ, унӑн айӗнче вӗсен ывӑлӗ выртать; кӗске сӑмахсемпе пӑшӑлтатса илеҫҫӗ те, чул ҫинчи тусана шӑлса тасатаҫҫӗ, чӑрӑш туратне тӳрлетеҫҫӗ, унтан каллех кӗлтӑваҫҫӗ; ҫак вырӑна ниепле пӑрахса каяймаҫҫӗ, ҫакӑнтан вӗсене ывӑлӗ патне, ывӑлӗ ҫинчен аса илесси патне ҫывӑхрах пек туйӑнать…
XXVIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
— Каҫарӑр; геолог пулсан, эсир ӳкерчӗк патне мар, кӗнеке патне, уйрӑм сочинени патне часрах пынӑ пулӑттӑр.— Извините; как геолог, вы скорее к книге прибегнете, к специальному сочинению, а не к рисунку.
XVI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ҫуралнӑ ачи патне пӗшкӗнсе ун ҫине ӑшшӑн пӑхса тӑракан турамӑшӗн сӑнӗ лӑпкӑ та ачаш пулни, турӑ евӗр ачан тем япала курнӑ пек инҫете пӑхакан куҫӗсенче, пысӑк ӑс-тӑн пулни, ачаран тӗлӗнсе ун ури патне чӗркуҫленнӗ патшасен чаплӑ сӑнӗ тата картинӑра сисӗнсе тӑракан шӑплӑх — ҫаксене пурне те килӗшӳллӗ, илемлӗ те вӑйлӑ тунӑ, ҫавӑнпа картина кашнинех хӑй патне туртнӑ.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Пуринчен малтан вӑл ҫӗвӗҫ патне кӗрсе пуҫ тӳпинчен пуҫласа ура тупанне ҫити ҫӗнӗ тум тумланчӗ, вара пӗчӗк ача пекех ҫи-пуҫӗ ҫине пӑхкаласа пычӗ; тӗрлӗрен духисем, помадӑсем илсе тултарчӗ, Невски проспектра малтан тӗл пулнӑ чаплӑ хваттерех, тӗкӗрсем лартса тултарнӑскерне, пӗр хаклашса тӑмасӑр хӑйне валли йышӑнчӗ; магазинра ӑнсӑртран тӗл пулса хаклӑ лорнет илчӗ, тӗрлӗрен галстуксем ытлашшипех туянчӗ, парикмахер патне кӗрсе ҫӳҫне кӑтралатса ячӗ, карета ҫине ларса ним сӑлтавсӑрах икӗ хут хула тӑрӑх чуптарса иртрӗ, кондитерскине кӗрсе пӗр виҫесӗр конфетсем ҫисе тултарчӗ, Китай патшалӑхӗ ҫинчен пӗлнӗ чухлӗ ҫеҫ пӗлекен пӗр француз патне ресторана кӗчӗ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Пӗр блиндаж алӑкӗ патне Травкина Люба, теприн патне Вера Николаева пырса тӑнӑ ӗнтӗ, танксем патне Нина Васильевӑпа пӗрле тата ултӑ хӗр ҫывхарчӗ, пулеметсем патӗнче никам та ҫук-ха…
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.