Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ӗлӗкхи Калеб, питӗ лайӑх вӗрентнӗ сунарҫӑ йытти пек, сыхлама панӑ апат-ҫимӗҫе тӗкӗниччен вилсе каять; ку вара хӑйне шанса паманнине те мӗн те пулин ҫисе е ӗҫсе ярасшӑн ҫеҫ пӑхкаласа ҫӳрет; лешӗ улпутсене ытларах ҫитересшӗн тӑрӑшнӑ, ҫимесен — хуйхӑрса ҫӳренӗ, ку акӑ турилкке ҫине мӗн хурса панине улпучӗ пӗтӗмпех ҫисе ярасран хуйхӑрать.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Кӗнекерен илнӗ пӗлӳ хӑй тӗллӗн нимӗн те паманнине асра тыт.— Помни, что никакое книжное знание ничего не дает само по себе.
Вӑтӑр иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
«Ну, юрӗ, — тет ку, — мана злот паманнине асӑнӑн-ха эсӗ…»— «Ну, добре, говорит, будешь ты помнить, как мне злотого не дала…»
II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Унтан эпир иксӗмӗр те пӗр-пӗрне чи кирлӗ япаласем ҫинчен каласа паманнине аса илтӗмӗр.Потом мы оба спохватились, что не рассказали друг другу самого важного.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Сӑмах паманнине кура Печорин алӑк патнелле ик-виҫӗ утӑм пусрӗ, хӑй чӗтрет, каласа парам-ха сире, ҫав вӑхӑтра вӑл шӳт туса каланине те чӑнласах тума пултарнӑ пулӗччӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Хӑйне выльӑха сутма ирӗк паманнине пулах ним туйми тапнӑ-хӗненӗ чухне те мӗн чунӗ тухичченех ҫапла пӑшӑлтатнӑ: «Ӗнене ан тӗкӗн...»
Амӑшӗ картари ӗнишӗн чунне панӑ, ывӑлӗ пӗр пулӑштухла сутнӑ... // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2009.06.11
— Парламентӑн 38-мӗш сессийӗнче эсир депутатсем йышӑннӑ пӗр саккуна та республика Пуҫлӑхӗ алӑ пусмасӑр каялла тавӑрса паманнине — ЧР Конституцийӗпе килӗшӳллӗн унӑн ҫакнашкал ирӗк пур пулин те — пӗлтертӗр.
Сӑваплӑ ӗҫ ҫынсене ырӑ еннелле улӑштарать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№
Спорт вӑййисем нимле тупӑш та паманнине пула ачасене (уйрӑмах ялта) спортра малалла аталанса пыма, тӗрлӗ шайри ӑмӑртусене хутшӑнма (ку паллах укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ) хальхи вӑхӑтра никам та пулӑшма килӗшмест-ҫке-ха.
Ырӑ кӑмӑллӑ, тӗслӗхлӗ юлташ // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18
«Ирӗклӗх» пӗрлӗх ӗҫтешӗсем уйрӑммӑн Сергей Калашников сӑмахӗсене Чӑваш Республикин Конституцийӗн гаранчӗ шутланакан Чӑваш Республикин Элтеперӗ, республикӑн Патшалӑх Канашӗ, Чӑваш наци конгресӗ нимӗнле те хак паманнине тата сивлеменнине палӑртнӑ.
«Ирӗклӗх» республика ертӳҫисене Мускав чиновникӗн сӑмахӗсене хак пама ыйтать // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/12235.html
15. Никам та сасӑ паманнине кура, вӑл ҫывӑрмалли пӳлӗме уҫса шала кӗнӗ те алӑк урати патӗнче пуҫне касса илнӗ Олоферн вилли выртнине курах кайнӑ.
Иудифь 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эппин, патшан кӑмӑлӗ пулсассӑн, патшасен мулӗ упранакан ҫуртра, унта Вавилонра, Кир патша Иерусалимра Турӑ Ҫуртне тума ирӗк панипе паманнине шыраса тупчӑр, вара ӑна пире ярса паччӑр» тенӗ ҫырура.
1 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. [Мӗнле те пулин] хулана туртса илес тесе ӑна нумай хушӑ хупӑрласа тӑратӑн пулсассӑн, унӑн ҫимӗҫ кӳрекен йывӑҫӗсене ан ҫӗмӗр, ҫав таврари ҫӗрсене те пушӑ тӑратса ан хӑвар: хирти йывӑҫ этем мар, вӑл санран хӳмепе ҫирӗплетнӗ вырӑна тарса пытанаймӗ; 20. эсӗ хӑш йывӑҫсем апата юрӑхлӑ ҫимӗҫ паманнине пӗлетӗн, ҫавсене вара хуҫма-касма пултаратӑн, вӗсенчен хӑвӑнпа вӑрҫӑ вӑрҫакан хулана мӗн парӑнтаричченех хирӗҫ тӑмашкӑн тӗреклӗ хӳтӗсем тума пултаратӑн.
Аст 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.