Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

паман (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи хӗрарӑмсен кун ҫинчен шухӑшлама вӑхӑт пулман: хӑйсем те ӗҫленӗ, ачи-пӑчине те ахаль ларма паман.

Помоги переводом

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӗсем ӗмӗрне те маххӑ паман, яла култарман.

Помоги переводом

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хӑйне самантлӑха та канӑҫ паман вӗри туйӑмсене чӗре варринче вӑл вӑрттӑн, никама систермесӗр усрарӗ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Хальхинче ҫапӑҫу 4 сехет пынӑ, ҫапах партизансем ҫӳллӗшне тӑшман аллине паман.

Помоги переводом

Партизан пулса фашистсемпе кӗрешнӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d0%bf%d0%b ... %bd%d3%97/

— Пире пурӑнма паман тӑшмана канӑҫ пулмӗ!

Помоги переводом

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Манӑн икӗ аппа, икӗ йӑмӑк, анне — вӗсене ҫӗр паман.

Помоги переводом

Хветюк ыйтӑвӗ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Вӑл хӑйӗн сад пахчинче Колорадо нӑррисене тӗп тумалли питех те тухӑҫлӑ, ансат мел ӑсласа кӑларнӑ имӗш: каҫхине ҫав ӳсен-тӑран сӑтӑрҫисене водкӑпа «шӑварнӑ», тӑнччи тӑнтанлатнӑ, анчах ирхине вӗсене вутта вутпа сӳнтерме — мухмӑр чӗртме — пӗр тумлам та хаяр шӗвекне паман

Помоги переводом

Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.

Кӗҫех унтан карҫынкка йӑтса тухрӗ, карҫынккаран лешне, ӗнертенпех арҫынсене канӑҫ паман «ҫуттине» кӑларчӗ.

Помоги переводом

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Генерал-майор «васкавлӑ пулӑшу» паман пулсан, тен, шапа ҫӑвар унтах кӑнса выртнӑ пулӗччӗ-и?

Помоги переводом

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Ак хашакӑн сулахай енчи ҫӳлти кӗтесӗнче — мучин иккӗмӗш арӑмӗнчен ҫуралнӑ ывӑлӗ Иван (пӗрремӗш арӑмӗнчен ҫуралнӑ Лисук сӑнӳкерчӗкӗ кунта ҫук, мӗншӗн тесен паксӑр упӑшки пӗр-ик хут алӑ ҫӗклесенех хӑйӗн этем хакне-чысне ҫӗре таптама паман хӗрарӑм ҫулталӑкри ачи-мӗнӗпех Ҫтаппанран уйрӑлса кайнӑ та урӑх арҫынна качча тухнӑ; Иванӑн ашшӗ енчен те, амӑшӗ енчен те тӑван йӑмӑкӗн Зинӑн сӑнӳкерчӗкӗ те ҫук: хӗр ача виҫӗ ҫул тултарсанах Ҫтаппан ӑна, ҫемьере «ытлашши карланкӑ» тесе, аякри ялти Турӑ ача пӳрмен пӗр ҫемьене усрава панӑ).

Помоги переводом

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Уравӑш вулӑс центрӗ шутланнӑ, ҫавӑнпа та Валентина Николаевнана ялта чиркӳ тӑвас ыйту канӑҫ паман.

Помоги переводом

Хастарлӑхӗпе тӗлӗнтерет // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

Чӑх! — хӑй тӗллӗн чӑхлатса илчӗ ҫак вӑхӑтра виҫҫӗмӗш курсра вӗренекен пулас филолог Чижиков Андрей, ӑшӗнчен яланах чӗрӗ пурнӑҫ тапса тӑнипе самантлӑха та хӑйне «сӳнме паман кӑвайт».

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кӑмӑлӗ сӳрӗнкӗ, пуҫра вӗҫӗ-хӗррисӗр канӑҫ паман ыйтусем ҫуйкӑн чарлан пек явӑнаҫҫӗ:

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗре вара ӑҫта пулсан та канӑҫ паман, тин ҫеҫ шӑтса тухнӑ ҫеҫпӗл ҫеҫки ҫинчи ирхи сывлӑм пӗрчи пек таса, ҫутӑ туйӑмне вирлӗрех палӑртма, хӗрачан ӑсне-пуҫне те чун-чӗрине тарӑнрах сӑрхӑнса кӗме алхасуллӑ, анчах йӗркеллӗ, ҫирӗп правилосемпе «карталаннӑ» вӑйӑсем кӑна ҫителӗксӗр пек туйӑнчӗҫ-ши.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Паянтан пуҫласа урӑхла ӗҫлеме пуҫлатпӑр, эсир нимӗнле заявлени те паман.

Помоги переводом

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Тепӗр хут асӑрхаттаратӑп: сана сӑмах паман.

Помоги переводом

VI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Сире сӑмах паман.

Помоги переводом

VI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ача чухне вӗсем хӑйсен хушшинче вӑрҫӑнатчӗҫ тепӗр чух, анчах ашшӗне нихӑҫан каласа паман.

Помоги переводом

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Сахал мар асапланнӑ, хӑйне канӑҫ паман ыйтусем ҫине тӗрӗс ответ тупма тӑрӑшнӑ вӑл.

Помоги переводом

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Арҫын светофорӑн хӗрлӗ ҫутине те тиркемен, ҫуран ҫӳрекен ҫынна та ҫул паман.

Мужчина пренебрег не только красным светом светофора, но и не уступил дорогу пешеходам.

Водитель ҫынна чутах ҫапса хӑварман // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34295.html

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней