Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫапла пуҫне хучӗ Николай Иванович Кузнецов, пирӗн харсӑр юлташ, нимӗҫсен оккупациллӗ влаҫӗсен представителӗсене пӗтерес тӗлӗшпе калама ҫук хӑюллӑ операцисем туса ирттернӗ пирӗн тӑван ҫӗршывӑн тӑшманӗсене вилесле хӑратса ҫӳренӗ ҫын.
Кузнецов ҫырӑвӗ // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Николай Иванович Кузнецов Галицин вице-губернаторӗ Бауэр театрта нимӗҫсен влаҫӗн аслӑ представителӗсене пухса канашлу туса ирттересси ҫинчен пӗлнӗ.
Кузнецов ҫырӑвӗ // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Вӑл план ҫине вӗсем нимӗҫсен укрепленийӗсен линийӗ хула хушшинче ӑҫтан иртнине, минӑланӑ вырӑнсене, минометсемпе артиллери батарейисем ӑҫта вырнаҫнине, ҫарсем ӑҫта тӑнине тата хӑш ҫуртсене минӑласа хунине пӗтӗмпех паллӑ туса панӑ.
Кузнецов ҫырӑвӗ // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
«Афтенбладет» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Львов урамӗнче нимӗҫсен формине тӑхӑннӑ пӗр паллӑ мар ҫын тӑр кӑнтӑр кунӗнчех Галицин вице-губернаторне Бауэр доктора тата аслӑ вырӑнта ӗҫлекен Шнайдер чиновнике вӗлернӗ.
Кузнецов ҫырӑвӗ // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Хамӑр пулнӑ районта эпир гитлеровецсене хирӗҫ активлӑн кӗрешме совет ҫыннисене организацилерӗмӗр, эшелонсене, кӗперсене сывлӑшалла сиктертӗмӗр, нимӗҫсен хуҫалӑхне, предприятийӗсене, склачӗсене ҫӗмӗрсе аркатрӑмӑр, тӑшманӑн автотранспортне ватса пӑсрӑмӑр, оккупантсен пуҫлӑхӗсене вӗлере-вӗлере хӑвартӑмӑр.
Кузнецов ҫырӑвӗ // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Ку тӗлте ҫак чаҫсем шоссе ҫулне пӳлнӗ, ун тӑрӑх нимӗҫсен пысӑк мотомеханизированнӑй колонни чакса килмелле пулнӑ.
Ултавлӑ шӑплӑх // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Хуларан тухса кайнӑ чух чугун ҫул шлагбаумӗ умӗнче ӑна нимӗҫсен пикечӗ чарса тӑратса, докуменчӗсене тӗрӗслеме тытӑннӑ.
Юлашки переходра // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Тул ҫутӑлма пуҫласан вара вӑл нимӗҫсен чакса каякан автомашинисен колоннипе хутӑшнӑ та, унпа пӗрле чугун ҫул урлӑ каҫса кайнӑ.
Юлашки переходра // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Нимӗҫсен чаҫӗсемпе ҫапӑҫӑва ҫыхӑнсан усси ҫук, вӗсем пулӑшу тата бронепоезд та чӗнсе илме пултараҫҫӗ.
Юлашки переходра // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Вӑрттӑн ӗҫлекен организаци членӗсем, нимӗҫсен начальникне лартса килекен поезд ҫитессе кӗтсе, талӑкӗ-талӑкӗпех рубильник патӗнче дежурствӑра ларнӑ.
Ӑсату // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Нимӗҫсен столовӑйӗ умӗпе иртсе пынӑ чух, Шевчук унта офицерсем йышлӑн ларнине асӑрханӑ.Проходя мимо немецкой столовой, Шевчук заметил, что там много офицеров.
Ӑсату // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Унта нимӗҫсен ортскомендатурине сир-пӗтсе янӑ.
Ӑсату // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Кунсӑр пуҫне, Николай Иванович мана нимӗҫсен штабӗсем хӗвелтухӑҫӗнчен хӗвеланӑҫнелле куҫса пыни, вӗсем вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳрени ҫинчен тата нимӗҫсем Ровнӑри нумай пысӑк ҫуртсене минӑласа хуни ҫинчен пӗлтерчӗ.
Ӑсату // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Пирӗн авиаци нимӗҫсен Сарныри, Ровнӑри, Луцкри вӑрҫӑ объекчӗсене бомбӑлать, тӑшманӑн каялла чакса пыракан колоннисене аркатать.
Ӑсату // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Пӗр темле партизан, нимӗҫ офицерӗн формине тӑхӑннӑскер, Ровно хулинче нимӗҫсен сехрисене хӑпартса ҫӳрет имӗш: тӑр кӑнтӑр кунӗнчех, урам хушшинчех, нимӗҫсен пысӑк пуҫлӑхӗсене вӗлере-вӗлере хӑварать, нимӗҫсен генералне вӑрласа тухса кайнӑ.
Сывлӑш ҫавӑрни // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Анчах ку смена пулман — нимӗҫсен тӑватӑ офицерӗ утса пынӑ.
Малалли пулать… // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Вӗсем пурте нимӗҫсен формине тӑхӑннӑ.
Малалли пулать… // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Каялла кайнӑ чухне фашистсем хӑйсен «трофейӗсене» — эпир ҫапӑҫура вӗлернӗ нимӗҫсен виллисене сӗтӗрсе кайнӑ.Обратно из лагеря немцы волочили свои «трофеи» — побитых нами в бою немцев.
«Вилӗм ӑстине» аркатса тӑкни // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Пирӗн разведчиксем ҫӗрлех Киверцы станцийӗнчен нимӗҫсен тепӗр колонни килме тухни ҫинчен пӗлтерчӗҫ.Ночью уже стало известно, что со станции Киверцы продвигается другая немецкая колонна.
«Вилӗм ӑстине» аркатса тӑкни // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Каҫхине, пӗр вунпӗр сехет тӗлне кӑна боецсем лагере пуҫтарӑнса ҫитрӗҫ; вӗсем вӑрманта нимӗҫсен саланса кайнӑ групписене хӑваласа ҫӳренӗ.
«Вилӗм ӑстине» аркатса тӑкни // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.