Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫакӑ – Чӑваш Енре пурӑнакан кашни ҫыннӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫӗ, тӑнӑҫлӑх, общество ырлӑхӗн, пирӗн ачасен телейлӗ пуласлӑхӗн никӗсӗ!
Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ ячӗпе саламлани // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/news/2019/11/02/glava- ... yaet-s-dne
— Ҫапла, движени ҫукки вӑл ӗҫ ҫуккине пӗлтерет, — тет Алексей Петрович, — мӗншӗн тесен антропологилле анализ тӑвас пулсан, ӗҫ вӑл движенин тӗп форми пулса тӑрать, вӑл мӗнпур ытти формӑсене: вӑхӑта савӑнса ирттерессине, канассине, ашкӑнасси-выляссине, хаваслӑха — пурне те содержани парать, вӗсен никӗсӗ пулса тӑрать; малтанхи ӗҫсемсӗр ҫаксем вӗсем пурнӑҫра пулма та пултараймаҫҫӗ.
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
«Ирӗклех» ури айӗнче — ҫӗр сахал, вӑл океан тӗпӗнчен талпӑнса тухнӑ пек; ун никӗсӗ — чарӑнса хытса ларнӑ хумсем пек.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Обломов хӑйӗн ҫамрӑк ӗмӗрне пурне те пӗлекен, пурнӑҫӑн пур ыйтӑвӗсене те тахҫанах татса панӑ, ҫамрӑксене ӑслӑн тӗпчесе вӗреннӗ ҫынсем хушшинче пурӑннӑ пулсан та, туслӑха, юратӑва, ҫынсен чысне ӗненни унӑн чӗринче ӑшӑнса тӑнӑ, ҫынсем пирки мӗн чухлӗ йӑнӑшнӑ пулсан та тата темӗн чухлӗ йӑнӑшсан та вӑл чӗрипе тертленнӗ, унӑн ырлӑхпа ӗненӳ никӗсӗ пӗр хутчен те пӑсӑлман.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мухтавлӑ Лобачевский математикӑра ку таранччен татса парайман проблемӑна татса пама пултарнӑ-ҫке-ха, ун никӗсӗ ҫинче ҫӗнӗ геометри туса хатӗрленӗ.
Вунпиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Математика — тинӗс наукисен никӗсӗ шутланать.
Виҫҫӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
— Ҫӗрулми, паллах, ытлашши калориллӗ ҫимӗҫех мар, анчах ҫапах та пирӗн пурнӑҫра ӑна апатӑн никӗсӗ теме пулать.
7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Тӗрӗссипе каласан, Панкрацри режимӑн никӗсӗ пулса тӑракан пур «пахалӑхсем» те — ӑсӗ кӗске пулни, нимӗн те ӑнланманни, муштра, хаярлӑх, никама та хӗрхенменни — ҫак чӗрчунра пурте пӗрлешсе тӑнӑ, ҫавӑнпа та ӑна валли тивӗҫлӗ ят шыраса тупма пирӗн фантази те ҫитмерӗ.
«Вӑл» // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Тата унсӑрӑн пуҫне никӗсӗ ҫирӗп пулмалла — урайра ҫурӑк пулсан тӗтӗмӗ пӳлӗме тулӗ-ҫке.Кроме того, надо, чтобы основание было крепким — дым из щели в полу может в помещение попасть.
Пӑлхар мунчипе корейсен ондольне мӗн ҫыхӑнтарать? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/4863.html
Унӑн никӗсӗ ҫинче коррупципе «палӑрнӑ» должноҫри ҫынсен реестрне хатӗрлемелле.
«Тӗкӗнме юраманнисем» ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. Хыпар, 2017.07.21
«1) Чӑваш Республикин Финанс министерстви Чӑваш Республикин Финанс министерствинче пайӑр счетсем уҫнӑ юридически сӑпатсене 10,0 млн. тенкӗрен ытларах калӑпӑшпа тӑвакан патшалӑх контракчӗсен (договорӗсен) никӗсӗ ҫинче уйӑрса паракан Чӑваш Республикин республика бюджечӗн укҫи-тенкин казначейство асӑрхавне пурнӑҫлать, ҫав контрактсенче юридически сӑпат валли Чӑваш Республикин Финанс министерствинче пайӑр счет уҫмалли условисене тата аванс тӳлевӗсем уйӑрса парассине палӑртса хӑварнӑ, вӗсене укҫа-тенкӗпе тивӗҫтермелли ҫӑлкуҫсем ҫаксем шутланаҫҫӗ:
Чӑваш Республикин уйрӑм саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен (35№ саккун 2019) // Михаил Игнатьев. Закон № 35 от 07 мая 2019 г.
Сывлӑх – питӗ пысӑк пуянлӑх, тулли, телейлӗ пурнӑҫ никӗсӗ.Здоровье - очень большое богатство, фундамент полноценной, счастливой жизни.
Телейлӗ пурнӑҫ никӗсӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/2814-tel ... purn-nik-s
Вӑл «Биологизаци - хальхи тата пуласлӑх ҫӗр ӗҫӗн никӗсӗ» темӑпа тунӑ доклад агрономсемшӗн те, ертӳҫӗсемшӗн те питӗ кӑсӑклӑ пулчӗ.
Ҫӗр пулӑхлӑхне ӳстересчӗ, выльӑхран тупӑш кӗртесчӗ // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/11447-r-pul ... h-k-rtesch
Кунта ӑшӑ, ҫутӑ, таса, пурлӑхпа техника никӗсӗ ҫирӗп, хальхи вӑхӑт ыйтакан аппаратура, костюмсем пур.
Кӗҫӗн Шетмӗри кану ҫуртне — 45 ҫул // В. Ильина. «Ял пурнӑҫӗ», 2019.02.22
Ун чухне тавракурӑм тӗвӗленет, характер никӗсӗ хывӑнать.
1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.
Пирӗн пӗрлехи ҫитӗнӳсен никӗсӗ – ҫакӑнта.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222
Асӑннӑ ӗҫе халь ӗҫлекен пур пек тӗслӗх библиотекӑсен никӗсӗ ҫинче туса ирттерме палӑртнӑ, ҫакӑ бюджетӑн 90 миллиона яхӑн укҫи-тенкине перекетлеме май парать.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222
Унӑн вӑй-халӗпе кӑмӑл-сипечӗн малашнехи аталанӑвӗн никӗсӗ шӑпах ача садӗнче йӗркеленет.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222
Инновациллӗ вӗренӳ модельне пурнӑҫлас, ӗҫ специальноҫӗсен хисепне ӳстерес тӗлӗшпе республика бюджечӗн укҫи-тенки шучӗпе пуҫламӑш професси пӗлӗвӗ тата вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан учрежденисенче кадрсене вӗрентсе хатӗрлемелли калӑпӑша тата профильсене 2013 ҫулта республикӑра пуҫласа конкурс никӗсӗ ҫинче йӗркелеҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222
Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗн никӗсӗ ҫинче паракан пысӑк технологиллӗ пулӑшӑва пула республика асӑннӑ сферӑра малти вырӑна тухрӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222