Поиск
Шырав ĕçĕ:
1. Вара Вӑл мана каларӗ: ҫӗр чӑмӑрне пултаричченех, тӗнче чиккине палӑртичченех, ҫилсем вӗрме пуҫличченех, 2. аслати сасси илтӗничченех, ҫиҫӗм ҫиҫме пуҫличченех, рай никӗсӗ ҫирӗпленичченех, 3. хӳхӗм чечексем курӑничченех, ҫӑлтӑрсенӗн ҫулне йӗркелекен вӑйсем ҫирӗпленичченех, ангелсен имсӗр-сумсӑр ҫарӗсем пуҫтарӑничченех, 4. ҫӳллӗ тӳпене пултаричченех, тӳпепе ҫӗр чиккине палӑртичченех, Сион никӗсне ҫирӗплетичченех, 5. ҫак ӗмӗр пуҫланса кайичченех, ҫылӑхлисен усал шухӑшӗсене уйӑрса иличченех, ӗненӗве чи хаклӑ мула упранӑ пек тытса тӑракансем ҫине пичет пусичченех 6. Эпӗ пултарма шухӑшларӑм та — пурне те никам урлӑ та мар, пӗр Эпӗ Хам пултартӑм; ҫавӑн пекех вӗҫӗ те никамран та мар, Манранах пулӗ, терӗ.
3 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Пӗтӗм халӑх пӗрле чунтан-вартан йӑлӑннӑран, татӑлса йӗнӗрен тавралӑх кӗрлесе тӑнӑ; 25. сӑваплӑ вырӑна ирсӗрлетнӗрен ӗнтӗ ҫынсем анчах мар, Ҫурт хӳмисем те, пӗтӗм никӗсӗ те вилнӗ евӗр ахлатнӑн туйӑннӑ.
3 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вӑл вара мана каларӗ: ун валли Сеннаар ҫӗрӗнче ҫурт лартма; пурне те хатӗрлесе ҫитерсен, ӑна унта хӑйӗн никӗсӗ ҫине лартӗҫ, терӗ.
Зах 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫакӑншӑн Самарирен хирти ишӗлчӗк купи, иҫӗм йывӑҫӗ лартса ӳстермелли вырӑн туса хурӑп; унӑн чулӗсене айлӑмалла сирпӗтӗп, ӑна никӗсӗ тухиччен ҫӗмӗрӗп.
Мих 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫӳлти лаптӑкӗ тӑваткал, тӑршшӗ вунтӑватӑ чике, сарлакӑшӗ те вунтӑватӑ чике, тӑватӑ енчен те ҫавӑн пек, хӗррипе ҫур чикеллӗ карлӑк ҫавӑрнӑ, никӗсӗ пур енчен те пӗр чике, парне сӗтелӗ патне тухӑҫ енчен картлашкапа хӑпармалла.
Иез 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Пысӑк чикепе, — вӑл ахаль чикерен ал тупанӗ чухлӗ вӑрӑмрах, — шутласан, парне сӗтелӗ ҫакӑн пек пулмалла: никӗсӗ пӗр чике, сарлакӑшӗ те пӗр чике, унӑн хӗррипе йӗри-тавра пӗр шитлӗ карлӑк ҫавӑрнӑ; ҫакӑ парне сӗтелӗн хыҫал енӗ пулать.
Иез 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эпӗ Ҫурт тӑррине пӗтӗм тавралӑхӗпе куртӑм; айккинчи пӳлӗмсен никӗсӗ пӗр шалчаччӗ, ултӑ тулли чике чухлӗччӗ.
Иез 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эсир пылчӑкпа сӗрнӗ хӳмене ҫӗмӗрӗп, ӑна ҫӗре ишсе антарӑп, ӗнтӗ унӑн никӗсӗ тухӗ, арканӗ вӑл, унпа пӗрле эсир те пӗтетӗр; Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр вара, тет.
Иез 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Санран вара ҫурт кӗтесӗ тума та, ҫурт никӗсӗ тума та чул илмӗҫ, эсӗ ӗмӗрлӗхе хӑрӑнса юлӑн, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Сехри хӑпнипе кӑшкӑрса тараканӗ шӑтӑка кӗрсе ӳкӗ; шӑтӑкран тухаканӗ йӑлмака ҫакланӗ, мӗншӗн тесессӗн тӳпе чӳречисем уҫӑлса кайӗҫ, ҫӗр никӗсӗ чӗтренӗ.
Ис 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӗсен хаваслӑ сассипе хапха никӗсӗ чӗтӗренчӗ, Ҫурт тӗтӗрекен тӗтӗмпе тулса ларчӗ.4. И поколебались верхи врат от гласа восклицающих, и дом наполнился курениями.
Ис 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Парне вырӑнӗ умӗнче кӗлӗ вӗҫленнӗ чухне Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлти Турра парне кӳрес йӗркене чаплӑн вӗҫлемешкӗн 17. вӑл аллине парне савӑчӗ енне тӑснӑ та унта иҫӗм ҫырли юнӗ янӑ, унӑн ырӑ шӑрши пӗтӗм тӗнчен Ҫӳлти Патшине кӑмӑллӑ пултӑр тесе, ӑна парне вырӑнӗн никӗсӗ умне юхтарнӑ.
Сир 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Чӗлхӳ-ҫӑварна киревсӗр калаҫма ан вӗрент: ун пек сӑмахра ҫылӑх никӗсӗ пур.16. Не приучай твоих уст к грубой невежливости, ибо при ней бывают греховные слова.
Сир 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вӑл килсе пӑхнӑ чухне акӑ тӳпе те, пӗлӗтсем те, тӗпсӗр шывсем те, ҫӗр те чӗтренеҫҫӗ. 19. Вӑл тинкернӗ чухне хӑранипе тусем те, ҫӗр никӗсӗ те кисренеҫҫӗ. 20. Ҫакна чӗре ӑнланма пултараймасть; 21. Унӑн ҫулне вара кам ӑнкарса ҫитерейтӗр?
Сир 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ӑслӑлӑх пуҫламӑшӗ — ӑна вӗренесшӗн ӑнтӑлни, 18. вӗренме тимлени вара — юрату, юрату вара — ӑслӑлӑх саккунӗсене упрани, саккунсене уяни вара — вилӗмсӗрлӗх никӗсӗ, 19. вилӗмсӗрлӗх вара Турӑ патне ҫывӑхартать; 20. ҫавӑнпа та ӑслӑлӑхшӑн ӑнтӑлни ӗмӗрлӗх патшалӑх патне илсе ҫитерет.
Ӑсл 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Йӗркесӗр ҫынсене хӑйсем ӗрчевлӗ пулни те усӑ кӳмест, аскӑн арлӑ-арӑмлӑ ҫынсен хунавӗсем тарӑн тымар яраймаҫҫӗ, вӗсен никӗсӗ тӗреклӗ пулаймасть; 4. турачӗсем вӑхӑтлӑха ешерсессӗн те, тӗрекӗ ҫуккипе, ҫил вӗрнӗ-вӗрменех силленме пуҫлӗҫ, кассӑн-кассӑн ҫил килсен тымарӗпех тӑпӑлса тухӗҫ; 5. черченкӗ турачӗсем хуҫӑлса пӗтӗҫ, ҫимӗҫӗ усӑсӑр, апат валли пиҫсе ҫитейменскер, пачах юравсӑр пулӗ: 6. йӗркесӗр пурӑнса ҫуратнӑ ачасем ӗнтӗ хӑйсен ашшӗ-амӑшне тӗпченӗ чухне вӗсен аскӑнлӑхне кӑтартакан кӳнтелен пулӗҫ.
Ӑсл 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫурт тӑвакансем тиркенӗ чул кӗтес никӗсӗ пулчӗ: 23. ку — Ҫӳлхуҫа ӗҫӗ, пирӗн куҫ умӗнчи тӗлӗнмелле ӗҫ.
Пс 117 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Унӑн тавра — хура пӗлӗт те сӗмлӗх; Ун аслӑ пуканӗн никӗсӗ — тӳрӗлӗх те сут.2. Облако и мрак окрест Его; правда и суд - основание престола Его.
Пс 96 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Тӳрӗ сутпа тӗрӗслӗх — Санӑн аслӑ пуканун никӗсӗ; ырӑлӑхпа чӑнлӑх Санӑн умӑнтан пыраҫҫӗ.15. Правосудие и правота - основание престола Твоего; милость и истина предходят пред лицем Твоим.
Пс 88 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Унӑн# никӗсӗ — сӑваплӑ тусем ҫинче.
Пс 86 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.