Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

мухтанать (тĕпĕ: мухтан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл судья пек ҫӳлтен ҫеҫ пӑхса кулнипе шкула ҫутатса, хӑйӗн чаплӑлӑхӗпе ӑшӑнса ларать тейӗн, мӗншӗн тесен вӑл та хӑйне майлӑ «мухтанать».

Он благосклонно улыбаясь всей школе снисходительной улыбкой судьи и греясь в лучах собственной славы, — он тоже старался.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Геннадий Гурьевич Поляр унки леш енче «Ӳпасемпе кӗрешнине» аса илсе мухтанать.

Помоги переводом

Воркутана вӑркӑнтӑм... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2009,04,18

Искусствоведени докторӗ, РФ искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ, Раҫҫей ӳнер академийӗн хисеплӗ членӗ Алексей Трофимов палӑртнӑ тӑрӑх - «Ӳнер академийӗ ҫак ӑстапа мухтанать. Ун пекки Раҫҫейре те, Европӑра та сайра. Чӗлхи ҫӗнӗ, унта сюрреализм та, символизм та пур… Вӑл - пирӗн вӑхӑтри кӗрешӳҫӗ».

Помоги переводом

Телейлӗ ҫӑлтӑр айӗнче ҫуралнӑ художник // Илемпи Туркай. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Пӗрре хӑнасем пырсан хайхискер майра умӗнче мухтанать:

Помоги переводом

Сӗтел ҫитти // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.07.28, 29№

Вӑл уншӑн савӑнать, мухтанать, ӑна халалласа темиҫе сӑвӑ ҫырнӑ.

Он радуется за него, восхищается, посвятил ему несколько стихотворений.

Эп харсӑр Пушкина вулатӑп, Ҫунатӑп унӑн хӗмӗпе // Рима ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.06.01

Кирек мӗнле вӗренӳ заведенийӗ те хӑйӗн пултаруллӑ выпускникӗсемпе мухтанать.

Помоги переводом

Техника - нумай, ача-пӑча вара... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Ҫӗнӗ Лапсарта пурӑнакан Альбина Семенова хӑйӗн маттур та пултаруллӑ хӗрӗпе чӑннипех мухтанать.

Помоги переводом

«Шикленсен те тӑвайккине хӑпаратчӗ» // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

14. «Япӑх, япӑх» тет тавар туянаканни, айккине пӑрӑнать те — мухтанать.

14. «Дурно, дурно», говорит покупатель, а когда отойдет, хвалится.

Ытар 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Хӑшӗ — ҫар урапипе, хӑшӗ учӗпе мухтанать, эпир вара Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑрӑн ячӗпе мухтанатпӑр: 9. вӗсем чӑтса тӑраймарӗҫ, ӳксе пӗтрӗҫ, эпир сиксе тӑтӑмӑр, чанк тӑратпӑр.

8. Иные колесницами, иные конями, а мы именем Господа Бога нашего хвалимся: 9. они поколебались и пали, а мы встали и стоим прямо.

Пс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

24. Усал ҫын хӑйӗн чунӗ аскӑннипе мухтанать; мула савакан хӑйне юраса пурӑнать.

24. Ибо нечестивый хвалится похотью души своей; корыстолюбец ублажает себя.

Пс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Паян чӑваш халӑхӗ пирӗн республикӑран тухнӑ хӗрӗхе яхӑн олимпиецпа тивӗҫлипе мухтанать.

Помоги переводом

Чăваш Ене тĕнче шайне çĕкленĕ Краснов // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

Чӑваш Ен сирӗншӗн савӑнать тата сирӗнпе мухтанать!

Чувашия рада за вас и гордится вами!

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней