Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

маркиз (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑрать, ак, хирӗҫ Пӑлхавҫӑ Пугачев маркиз».

Помоги переводом

XXXII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Пурте пӗлеҫҫӗ — вӑл глюмглюм анчах; ку титул вара ман титулран, пирӗн патра маркиз титулӗ герцог титулӗнчен мӗн тери пӗчӗк, ҫавӑн чухлӗ пӗчӗк вӗт.

Всем известно, что он только глюмглюм, а этот титул настолько же ниже моего, насколько у нас титул маркиза ниже титула герцога.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

— Хӑйӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫӗсем ҫинчен ҫырнӑ, — тенӗ секретарь ҫыру ҫине пӑхса, — Дон Хуан патӗнче, де ла Крус маркиз патӗнче, Фигерой патӗнче служить тунӑ…

— Перечисляет свои заслуги, — просматривал прошение секретарь, — служил у дона Хуана, у маркиза де ла Круса, у Фигероя…

Ҫирӗм тӑххӑрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

— Тупа тӑватӑп, де ла Крус маркиз сана халӗ капитан чинӗ парать, — тенӗ Родриго Мигеле.

— Клянусь, на этот раз маркиз де ла Крус даст тебе чин капитана, — говорил Родриго Мигелю.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

Чаплӑ дон Хуан тата Неаполитанин герцогӗ маркиз патне Мигель Сервантес ҫинчен: вӑл чи пултаруллӑ салтак тата хӑюллӑ кабальеро тесе ҫырнӑ.

Светлейший дон Хуан и неаполитанский герцог рекомендовали Мигеля Сервантеса маркизу как опытного воина и храброго кабальеро.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

Маркиз де ла Крус патне янӑ икӗ ҫыру унӑн сумкинче выртнӑ: де Сеса герцогран тата дон Хуан Австрийскинчен хӑйӗнчен.

Два драгоценных письма к маркизу де ла Крус лежали у Мигеля в сумке: от герцога де Сеса и от самого дона Хуана Австрийского.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

Де ла Крус маркиз ертсе пыракан вӑйлӑ резервсем пырса ҫитнӗ.

Подоспели сильные резервы под командой маркиза де ла Крус.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

Маркиз де Иварра вилнӗ.

Маркиз де Иварра умер.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

— Пире кунтан хӑвалаҫҫӗ! — тесе кӑшкӑрнӑ вӑл, — де Иварра маркиз кунта де Сигура капитана отрядпа янӑ…

— Нас гонят отсюда! — крикнула она, — маркиз де Иварра прислал сюда капитана де Сигурус отрядом солдат…

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

Фурьер-прокурор тӑчӗ те малтанах де-Лантенака, маркиз пулнӑскере, республика тӑшманӗ тесе пӗлтерекен постановление, унтан тыткӑна илнӗ пӑлхавҫӑсене пулӑшакансене асаплантарса вӗлермелли ҫинчен конвент кӑларнӑ декрета вуласа пачӗ.

Каптенармус, он же комиссар-аудитор, поднялся с места и зачитал сначала приказ, объявляющий вне закона бывшего маркиза де Лантенака, затем декрет Конвента, согласно которому каждый, способствовавший побегу пленного мятежника, подлежал смертной казни.

III. Сасӑлани // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Маркиз ирӗке тухсан, ури айӗнче улӑх пулнине туйса илчӗ, хӑй умӗнче пӗр икҫӗр утӑмра вӑрман хӗрри тата анлӑ уй-хир иккенне курсан, вӑрманта хӑйне хӑтаракан тӗттӗм ҫӗр тата ирӗклӗхпе пурнӑҫ кӗтнине ӑнланчӗ те чарӑнса тӑчӗ.

Когда Лантенак очутился на свободе, когда он ощутил под ногами луговую траву, увидел в двухстах шагах перед собой опушку леса, просторы, почуял ночную свежесть, свободу, жизнь, он остановился.

I. Ман асатте // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Маркиз пӗтӗм пӳлӗм урлӑ васкамасӑр утса иртрӗ, стенари шӑтӑк витӗр каҫса кайнӑ чухне темиҫе хутчен пуҫне чулсене йӗрӗнтерсе башньӑран тухрӗ.

Маркиз медленно пересек кордегардию, прошел через пролом, стукнувшись раза два о выступы камней, и выбрался из башни.

I. Ман асатте // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

— Мӗн тӑватӑн эсӗ? — ыйтрӗ маркиз.

— Что ты делаешь? — воскликнул маркиз.

I. Ман асатте // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Вӑл маркиз патне ҫывхарчӗ, хӑй ҫийӗнчен плащне хывса илчӗ те ӑна Лантенак хулпуҫҫийӗ ҫине уртса, капюшонне пуҫне тӑхӑнтарчӗ.

Говэн подошел к маркизу, снял с себя плащ, набросил на плечи старика и надвинул капюшон ему на глаза.

I. Ман асатте // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Маркиз сӑмахсене ахаль чухне, юлташла калаҫнӑ чухнехи пек, Говэн ҫине хаваслӑ та таса куҫӗсемпе пӑхса, аллисене кӗсйисене чиксе, лӑпкӑн каларӗ.

Маркиз говорил непринужденным, миролюбивым тоном, ничего не подчеркивая, как и положено человеку светскому, серые его глаза смотрели спокойно, а руки были засунуты в карманы куртки.

I. Ман асатте // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Маркиз ахӑлтатса кулса ячӗ:

Наконец, маркиз разразился хохотом и воскликнул:

I. Ман асатте // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Алӑк уҫӑлнӑ минутра маркиз, читлӗхе тытса хупнӑ тискер кайӑк пек, кӗтесрен кӗтессе уткаласа ҫӳретчӗ.

Когда Говэн открыл дверь, маркиз шагал из угла в угол, — так хищник в неволе машинально мечется по клетке.

I. Ман асатте // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Мӗнпур хӑрушлӑхӑн ҫӑлкуҫӗ, ӗлӗкхи пурнӑҫшӑн тӑракан де-Лантенак маркиз, виле шӑтӑкӗнче; ӗмӗрлӗхӗн йывӑр алӑкӗ ун хыҫҫӑн шалтлатса хупӑнчӗ, сасартӑк кам та пулсан алӑк сӑлӑпне илсен!

Лантенак, воплощение того груза бедствий, что именуется прошлым, маркиз де Лантенак уже в могиле, тяжелые врата вечности захлопнулись за ним; и вдруг кто-то живой подойдет и отопрет замок.

II. Говэнӑн иккӗленуллӗ шухӑшӗсем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Ҫав ҫын — де-Лантенак маркиз.

И человек этот — маркиз де Лантенак.

II. Говэнӑн иккӗленуллӗ шухӑшӗсем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Унӑн аслашшӗ вилнӗ, анчах аслашшӗн шӑллӗ — Лантенак маркиз чӗрӗ, вӑл унӑн иккӗмӗш аслашшӗ пулать вӗт.

Родной дед Говэна умер, но двоюродный дед жив, и этот двоюродный дед зовется маркиз де Лантенак.

II. Говэнӑн иккӗленуллӗ шухӑшӗсем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней