Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пидорка ӑна пӗр-пӗр япала ҫинчен калаҫтарма майне тупсан, вӑл хӑйӗн шухӑшне маннӑ пек пулать, калаҫма тытӑнать, хавасланмах пуҫлать темелле; анчах ӑнсӑртран михӗсем ҫине пӑхса илет те: «тӑхта, тӑхта, мантӑм!» тесе кӑшкӑрса ярать те каллех шухӑша каять, каллех темскер аса илме тӑрӑшать.
Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ҫурма ҫула ҫитсен, тӑрантас ҫӗмӗрӗлчӗ, ӑна юсамалла пулчӗ — ку вара мана чылаях чарса тӑчӗ тата эпӗ ҫавӑн пирки хам шухӑшсене мантӑм.
XXV // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Кайран эпӗ хамран хам мӗн чухлӗ кулмарӑм пулӗ; вӗсем патӗнчен кайнӑ хыҫҫӑн ҫеҫ пурин ҫинчен те мантӑм.Потом я посмеялся над самим собой и обо всем забыл, лишь только ушел от них.
Хупахра // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 76–92 стр.
Киле таврӑнма ӗмӗтленни ҫинчен те мантӑм.Я тотчас же позабыл все свои благие намерения вернуться домой.
Иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Унӑн ачалла, ҫапах та хӑрушӑ калаҫӑвне итлесе, эпӗ вӑхӑтлӑха хам ӑҫта ларнине те мантӑм, унтан каллех сасартӑк асӑрхарӑм: тӗрмери пек пӗчӗк чӳрече, ӑна тул енчен пылчӑкпа сирпӗтсе пӗтернӗ; хуралса тӑракан кӑмака ҫӑварӗ, кӗтесре — сӳс тӗрки, алӑк патӗнчи ҫӗтӗк-ҫатӑк ҫинче ҫу пек сарӑ ӳтлӗ хӗрарӑм выртать.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Унтан вара мантӑм эпӗ ун ҫинчен.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Малтанхи пекех, нимӗн хускалми, пӗр тикӗсӗн лараттӑм эпӗ, анчах куҫ умӗнче мӗн пурри васкамасӑр шӑранса манран ҫухалчӗ; Саша сӗтелӗ те, ун ҫинчи ҫӳлӗ бокалти пӗчӗк мелкесем те, сӗтел умӗнче тӑракан ҫак ҫыра ҫар ҫынни те, унан хушаматне те мантӑм ӗнтӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ мантӑм та мӗн каламаллине, приемнӑйра чухнех пурне те астуса тӑраттӑм та вӗт, пӳрне ҫинчех шутласа хунӑччӗ-ха.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫавӑнтанпа нумай ҫул иртрӗ, мӗн-мӗн пулнисене пурне те эпӗ мантӑм; вӑл япала таҫта ют ҫӗршывра пулнӑччӗ пулас.
5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
17. Чунӑмран вара канӑҫлӑх тарчӗ, эпӗ ырӑлӑх пуррине те мантӑм, 18. каларӑм вара: вӑй-халӑм пӗтрӗ, Ҫӳлхуҫана шанма та пӑрахрӑм, терӗм.
Хӳх 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.