Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

малашне сăмах пирĕн базăра пур.
малашне (тĕпĕ: малашне) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Половцев сӑмахӗсемпе унӑн куҫҫулӗ Яков Лукичӑн кӑмӑлне хуҫрӗҫ, анчах ӑшӗнче вӑл хӑй патӗнче выртса-тӑнӑ ҫак хӑрушӑ ҫынсенчен хӑтӑлнӑшӑн, вӗсемпе ҫыхланса хӑтланнисем пӗтӗмпех ҫапла чип-чипер вӗҫленнӗшӗн, малашне ӗнтӗ хӑйӗн пурлӑхне те, пуҫне те ҫухатасран сехрене хӑпартса пурӑнма кирлӗ марришӗн калама ҫук хытӑ савӑнчӗ.

Речь и слезы Половцева его растрогали, но в душе он был страшно рад тому, что избавляется от опасных постояльцев, что все это закончилось так благополучно, что отныне не придется рисковать имуществом и собственной шкурой.

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ме, тыт-ха, пирӗн хаклӑ юлташ,эпир сана тӑванла хисеплесе паракан ҫак парнене, тата малашне те эсӗ, мур илесшӗ, ҫавӑн пекех ударлӑ ӗҫленӗ пултӑр: хамӑрӑн колхозри мӗнпур пек инвентарьсем яланах тата пурте юсавлӑ тӑнӑ пулччӑр, факт!

Получи, дорогой наш товарищ, наш братский подарок тебе в награждение, и чтобы ты, прах тебя дери, и в будущем так же ударно работал; чтобы весь инвентарь в нашем колхозе был на большой палец, факт!

26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

… тата совет влаҫӗшӗн тӳсме ҫук кӳренмелле каланӑ сӑмахсене каялла илетӗп, вӗсен умӗнче каҫару ыйтатӑп, тата сӑмах паратӑп, малашне эпӗ, вӑрттӑн ӗҫлекен контра пулин те…»

…и Советской власти, прошу прощения перед ними и обязываюсь впредь, хотя я и есть скрытая контра…»

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Комисси малашне ӗҫлесе татмалла кӗпе-тумтир е урана тӑхӑнмалли памалла тунисем, телейлисем, кӗлет умӗнчех хывӑнаҫҫӗ те кӑмӑллӑн эхлеткелесе, куҫӗсене ҫиҫтерсе, палӑрмаллах мар куллипе сӑн-пичӗсене ҫутӑлтарса, хӑйсен кивӗ, саплӑк ҫине саплӑк лартса пӗтернӗ ҫӗтӗк-ҫатӑк кӗпи-тумтирӗсене васкавлӑн пуҫтаркаласа хураҫҫӗ, ӳт курӑнман ҫӗнӗ кӗпе-тумтир тӑхӑнса яраҫҫӗ.

Счастливцы, которым комиссия определила выдать одежду или обувь в счет будущей выработки, прямо на амбарной приклетке телешились и, довольно крякая, сияя глазами, светлея смуглыми лицами от скупых, дрожащих улыбок, торопливо комкали свое старое, латаное-перелатаное веретье, облачались в новую справу, сквозь которую уже не просвечивало тело.

18-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Малашне кун пек пурӑнма хал ҫитмест манӑн.

Мне не по силам больше так жить.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Малашне те ҫавӑн пекех пурӑнма май пур-и манӑн?

Можно мне так дальше жить?

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пире пурнӑҫ тума ан чӑрмантарччӑр тесе, ун пек-кун пек япаласем… малашне ан пулччӑр тесе, килӗсенчен кӑларса яратпӑр вӗсене…

Для того и выселяем, чтобы не мешали нам строить жизнь, без таких вот… чтобы в будущем не повторялось…

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Малашне эпир уйрӑлмиех пӗрле ҫӳрӗпӗр.

Мы теперь будем неразлучны.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Туссем ҫӗрлечченех пирӗн патӑрта ларчӗҫ, Кира Сивцев-Вражека кайса кӗҫӗннине ӗмӗртсе килме те ӗлкӗрчӗ, аслӑ хӗрӗпе пирӗн пата килчӗ — хӗрӗ малашне чаплӑ артистка пулма ӗмӗтлентерет.

До ночи сидели у нас друзья, и Кира уже успела съездить на Сивцев-Вражек покормить младшего и вернулась со старшей — той самой, которая в будущем подавала надежды стать знаменитой артисткой.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ун пек пулсан малашне пулӑ тытма та пӑрахма лекет.

Так и рыбачить, выходит, неинтересно.

XVII. Тир хуҫи // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Мадам Стороженкопа малашне мӗнле ӗҫлесси ҫинчен паян тӗплӗн калаҫса татӑлмалла.

Надо было наконец выяснить отношения с мадам Стороженко.

XVII. Тир хуҫи // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Унтан вара тӗлӗнмелле лайӑх та хӗрӳллӗ кун ҫитетчӗ, интереслӗ вӗҫевсем пулнипе ҫеҫ те мар, пӗлӗте чикелентерсе путарнӑ хура шывра ҫӑвӑнса, малашне «хамӑр вӑхӑт» ҫитессе пӗлнипе хӗпӗртеттӗмӗр, Харакс ҫинчи маяк васкамасӑр ялтӑратчӗ те сӳнетчӗ.

Потом был жаркий интересный день, и не только потому, что были интересные полёты, а потому, что я знал, что впереди ещё «наше время», когда мы будем купаться в чёрной, опрокинувшей небо воде и маяк на Хараксе будет медленно загораться и гаснуть.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Жмырев ун чух сыхласа тӑнӑ иккен, вара ҫаратса кайнӑ… — Вӑл самантлӑха чарӑнса тӑчӗ, унтан йӑлтах пусӑрӑннӑ сасӑпа: — Капла ӗнтӗ эсӗ малашне мана ним чул та шанас ҫук?.. — каласа хучӗ вӑл.

Жмырев тогда видимо подстерегал, вот и украл… — Он остановился на мгновение, потом совсем спокойным голосом закончил: — Конечно, в будущем ты совсем не будешь мне верить?

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Чӑн ӗнтӗ, малашне килтен нихҫан та шанса кӑларас ҫук.

— Да, уж больше не пустят никогда в жизни.

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Анчах вӑл калаҫнӑ самантра малашне мӗн пуласси ман умма уҫҫӑн тухса тӑчӗ.

Но это была минута, когда будущее — и, может быть, близкое — вдруг представилось мне.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тинех акӑ часах ҫак каҫхи шыва кӗртессисем пулмӗҫ тесе шухӑшлама та темле йывӑр пек пула пуҫларӗ, ачи шыва кӗме питӗ юратать, валашкара выртнӑ чух вӑл хӑйне пӗчӗк король пек иртӗхмесӗр тыткалать, Розалия Наумовнӑпа та ӗмкӗч памалла-и ӑна, памалла мар-и, — ҫавӑн пирки тавлашасси те малашне пулас ҫук тесе куляна пуҫларӑмӑр.

Но странно, с каждым днём мне было всё труднее представить себе, что скоро не будет этих вечерних купаний, когда мальчик, который очень любил купаться, важный, как маленький король, лежал в корыте, и не будет бесконечных споров с Розалией Наумовной о соске — нужно её давать или нет.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Малашне, тӑнӑмӑр пулсан, сан ӗҫӳсем те пире пӗр-пӗрне таптаса мар, ҫӗклесе, шанчӑк парса чӑваш пулса пурӑнма вӗрентӗҫ.

Помоги переводом

Владимир Карсаков // Марина Карягина. https://www.facebook.com/marina.karyagin ... 2599922405

— Мӗн тӑвас-ха манӑн санпа малашне?

– Что же мне с тобой дальше делать?

19 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Ҫав ӗҫсем шутӗнче — Ваня Солнцева малашне епле пӑхса ӳстерес ыйту та пулнӑ.

К числу их принадлежал и вопрос о дальнейшей судьбе Вани Солнцева.

19 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Капитан Енакиев ҫакна пӗлнӗ, анчах та вӑл ӗҫсем малашне мӗнле пулса пырассине тӗп-тӗрӗс шухӑшласа пӗлме тӑрӑшнӑ.

Капитан Енакиев это знал, но у него было сильное, точное воображение.

3 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней