Поиск
Шырав ĕçĕ:
Таса чӗреллӗ, тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫын вара халиччен хӑй кураймасӑр пурӑннӑ чӑкӑлтӑш майсемпе ҫине тӑрса картинӑна тума конкурс уҫмалла тунӑ, конкурса кашни художникех хутшӑнма пултарнӑ.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Кунта турра кӗлтӑвакан карчӑксем пур; ӗҫкӗ ӗҫекен карчӑксем пур; пӗр вӑхӑтрах ӗҫкӗ ӗҫекен, турра та кӗлтӑвакан карчӑксем те пур; ӑнланса илмелле мар майсемпе тӑранса пурӑнакансем, Калинкин кӗперӗнчен пасара ҫити, унта вунпилӗк пуса сутас тесе, кӑткӑсем пекех ҫӗтӗк-ҫурӑк сӗтӗрекен карчӑксем пур; пӗр сӑмахпа каласан, унта этемлӗхӗн чи телейсӗр тӗпӗ нумайрах пурӑнать, пӗр политика экономӗ те вӗсен пурнӑҫне лайӑхлатмалли мелсем шыраса тупайман пулӗччӗ.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
— Гарнизон чаҫӗсене ман ятпа ҫакӑн пек телеграмма парӑр: пӑртак та чарӑнса тӑмалла мар, асаплантарассине пур майсемпе те туса пымалла, ҫынсем йынӑшни пӗр минут та ан шӑплантӑр, нимӗҫсене тем тума та юранине пурте пӗлччӗр!
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх субъекчӗсене ҫӑмӑллӑхлӑ укҫа-тенкӗ илмелли, оборудование лизинг мелӗпе туянмалли, патшалӑх тата муниципалитет пурлӑхӗпе усӑ курмалли, пысӑк заказчиксен патшалӑх туянӑвӗсене хутшӑнмалли майсемпе тата ытти пулӑшу мелӗпе тивӗҫтермелле.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv
Вӗсемшӗн чи кирли — ҫав ҫын обязательствӑ кӑна илтӗр, анчах вӑл ӑна мӗнле пурнӑҫлани тата ун валли майсемпе условисем пур-и, ҫук-и — пуҫлӑхсене ку пӑшӑрхантарман, мӗншӗн тесен вӗсем пуҫран мӗн те пулин шухӑшласа кӑларнипе ҫеҫ пурӑннӑ.
11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ку ӗҫе мӗнпур майсемпе васкат!
XLVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Бонд капитан Килӗшӳ держависем большевиксемпе паттӑррӑн кӗрешес ӗҫре Дона тата Добровольчески ҫара пур майсемпе те, — ҫав шута ҫарсем те кӗреҫҫӗ, — пулӑшас пирки шантарса калать.
XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Майор Кокенхаузен, сӑмах май тенӗ пек, Германи командованийӗ большевиксемпе кӗрешес тата малтанхи чикӗсене туса хурас ӗҫре Аслӑ Дон Ҫарне пур майсемпе те, алла хӗҫпӑшал тытса ҫапӑҫнӑ таранах, пулӑшу пани ҫинчен аса илтерет, унтан, чехословаксем нимӗҫсемпе вӑрҫӑ пуҫлас пулсан, Дон правительстви ҫакӑн ҫине мӗнле пӑхасси ҫинчен ыйтать.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫавӑнпа та правительство, Канаш хушса хӑварнисене асра тытса, хӑйсен йӗркисене тӑвас шутпа облаҫе килсе кӗрекен большевиксен хӗҫ-пӑшаллӑ отрячӗсене хирӗҫ пур майсемпе те кӗрешмелле тесе шутлать.
XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫак каҫ курсантсем «Пысӑк тата пӗчӗк напряжениллӗ электричество линийӗсене тӑвасси» ятлӑ тема вӗренчӗҫ, ку тема, паллах, питӗ кирлӗ ӗнтӗ, анчах эпир заняти мӗнле иртни ҫинчен тӗплӗн ҫырса тӑмӑпӑр, ҫакна ҫеҫ асӑнса хӑварӑпӑр: Виктор пысӑк напряжениллӗ электричествӑна мӗнле майсемпе инҫете яни ҫинчен, ялхуҫалӑхӗнче электричествӑпа усӑ курма линисене мӗнле туни ҫинчен, юпасем мӗн ҫӳллӗш пулни ҫинчен, ахаль ҫӗрте тата ҫул юписенче пралуксене ҫӗртен мӗн ҫӳллӗшӗнче ҫакса тухни ҫинчен питӗ ӑнланмалла каласа пачӗ.
XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Кун каҫиччен шухӑшласа ҫӳренӗ хыҫҫӑн вӑл сотньӑна Петроград еннелле каяссинчен тӗрлӗ майсемпе чарса тӑма шут тытрӗ.
XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Казаксем сире пур майсемпе те пулӑшса тӑрӗҫ, Лавр Георгиевич.Казачество окажет вам, Лавр Георгиевич, всемерную поддержку.
XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ниловна тӗрлӗ майсемпе Тимофей Ильича хӑй майлӑ ҫавӑрма тӑрӑшнӑ, ҫавӑнпа Ҫемен ҫинчен чи юратнӑ ывӑлӗ ҫинчен каланӑ пек каланӑ.
XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Сашка мучийӗ хӑй те вара, лашисене пуҫтарать те, кухньӑна шыв ҫӗклесе парать, сыснасем валли ҫӗрулмине тукмакпа тӗвет тата ытти майсемпе те Аксинйӑна пулӑшса пырать, ун умӗнче тӑпӑртаткаласа, аллисене кумкалать.
20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Мирлӗ ҫынсем халӑхшӑн тавӑракансене пур майсемпе те пулӑшса тӑни ҫинчен, хӗҫпӑшал тытма пултаракансем ялсенчен яланах вӑрмана тарни ҫинчен пӗлтерекен хыпарсем пур ҫӗртен те килсе тӑраҫҫӗ.
V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Озеров ҫакна асӑрхарӗ те фронтри парти ӗҫӗсенчи йывӑр условисене хӑнӑхса ҫитме Вознякова пур майсемпе те пулӑшса пычӗ, — Возняков пултарасса шанчӗ вӑл: партбюро секретарӗ хӑй ӗҫне чӗререн юратса тӑвать.
II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Пирӗн станицӑсенче мӗн туни тата мӗн тума палӑртни — электрификаци те, ҫӗр ҫинче ҫӗнӗ майсемпе ӗҫлеме пуҫлани те, выльӑх-чӗрлӗх фермисене механизацилени те, ҫанталӑка улӑштарни те, юлашкинчен, станицӑсене урӑхлатса ҫӗнетмелли эпир палӑртнӑ план та, — ҫаксене пурне те чи малтан вӑй-хал тӗлӗшӗнчен ҫеҫ ҫирӗп халӑх мар, ӑс-тӑн тӗлӗшӗпе те вӑйлӑ халӑх кӑна тума пултарать, кунта вара пирӗн тӗп задача — хамӑр халӑхӑн ӑс-тӑн тӗлӗшӗнчи вӑйне куллен-кун ӳстерсе пырасси.
XX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫакӑн пек калаҫусем хыҫҫӑн Ерофей Кузьмич ывӑннӑ кӑвак куҫӗсене пӗр секундлӑха хупса, чылайччен шӑппӑн, хускалмасӑр выртать, Васятка вара ҫак вӑхӑтра, ашшӗ хӑйне кӳрентернисене пӗтӗмпех манса, пур майсемпе те ашшӗне канӑҫ пама тӑрӑшать.
IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
— Пысӑк гидростанцисене монтаж тумалли ҫӗнӗ майсемпе паллашатӑп.— Знакомлюсь с новыми методами монтажа крупных гидростанций.
XVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫавӑнпа та Ерофей Кузьмич, Квейс хӗснӗ пирки староста пулса тӑчӗ пулин те, хӑй ӑшӗнче урӑхла шут тытрӗ: ҫав службӑран пур майсемпе те пӑрӑнса юлма тӑрӑшас, терӗ вӑл.
XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.