Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: XX сыпӑк

Раздел: Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ –> Пӗрремӗш кӗнеке

Автор: Мария Ухсай

Источник: Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Добавлен: 2020.02.26 15:49

Предложений: 358; Слово: 3277

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Анфиса чарӑнчӗ. Ун питӗнче куҫҫулӗ йӑлтӑртатнине курсан, Сергей тӗлӗнсе кайрӗ.

— Анфиса, мӗн эсӗ?

— Пиччеҫӗм, ӑҫта ҫав тери нумай ҫухалса ҫӳрерӗн?

— Мӗн пулнӑ?

— Ҫемен евчӗсем ячӗ — атте хирӗҫ… — куҫҫулӗ витӗр каларӗ Анфиса.

— Ҫемен? — ыйтрӗ Сергей. — Апла иккен? Эсӗ ан макӑр, чипер каласа пар.

Сергей ҫул ҫинче эрне ытла пулнӑ, ҫав вӑхӑтра килте пысӑк улшӑнусем пуласса вӑл шухӑшламан та… Ҫак улшӑну Сергей Ставрополь бульварӗсем тӑрӑх ҫӳренӗ каҫ пулнӑ. Станица тӑрӑх тусан кӑларса кӗтӳ аннӑ, тӗттӗмлене пуҫланӑ, хӗрарӑмсем ӗне сума тытӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра кӗтмен ҫӗртен Тутариновсем патне сасартӑк Параська карчӑк пырса кӗнӗ, тата пӗччен те мар, Евсей мучипе. Тимофей Ильич та, Ниловна та кун пирки нимех те шухӑшлама пултарайман; «Параськӑпа Евсей ҫула май кӗрсе тухас терӗҫ пуль», — тесе шухӑшланӑ вӗсем. Кӗтмен хӑнасене хуҫисем кӑмӑллӑн тӗпелелле иртме чӗннӗ, хӑй ҫутнӑ. Ҫӳллӗ те типшӗм Евсей, грузчик пек авӑнчӑк хулпуҫҫиллӗскер, ним чӗнмесӗр ҫӗлӗкне хывса сӑх-сӑхнӑ.

— Евсей Иванович, — тенӗ кӑмӑллӑн Ниловна, — ырӑ ҫыннӑм, турӑшӑн, ҫак пукан ҫине ларсамӑр. Сире, Прасковья Ефимовна, ҫак тенкел.

Евсей пукан ҫине ларнӑ, ура хушшине туратлӑ туйине хунӑ та:
— Ҫапла ара! — тенӗ.

Кун хыҫҫӑн вӑл шӑпӑрт, ним чӗнмесӗр ларнӑ, сайра хутран ҫеҫ арӑмӗ ҫине пӑхкаласа илнӗ. Параська вӗҫӗмсӗр калаҫнӑ, ик ҫыншӑн ҫеҫ мар, харӑсах виҫӗ ҫыншӑн та калаҫнӑ; сӑмаха ҫаптарнӑ кӑна, вӑл калаҫни ҫав тери хӑвӑрт юхса пынӑ, темле пултаруллӑ стенографистка та ҫырса пыма ӗлкӗрес ҫук.

Тимофей Ильич пусӑрӑнсах, мӑйӑхне пӗтӗре-пӗтӗре итленӗ, Параська мӗншӗн капла пит ҫулланса калаҫнине ниепле те тавҫӑрса илеймен. Параська хӑй патӗнче хваттерте пурӑнакан ҫын ҫинчен, ун орденӗсем пирки, лӑпка кӑмӑлӗ пирки, ӗҫре маттур пулни ҫинчен ытла та ырласа калаҫма пуҫласан тин ку карчӑкпа старике мӗн кирлине ӑнланса илнӗ. Тимофей Ильич нимӗн те чӗнмен, Ниловна ҫине: «Ниловна, пӑх-ха эсӗ ӑна… Хӑтана килнӗ-ҫке» — тенӗ пек шӑтарас пек пӑхнӑ.

— Прасковья Ефимовна, эсир те, Евсей Иванович, — пултарнӑ таран кӑмӑллӑ калама пуҫланӑ Тимофей Ильич. — Мӗн ытлашши сӑмах ҫаптарса ларас… Курӑнсах тӑрать ӗнтӗ, эсир пирӗн хӗр патне хӑтана килнӗ. Мӗн ытла тавра пуҫларӑр? Ҫемен апла та, капла та, ун ҫине апла пӑхсан та, капла пӑхсан та хитре… Вӑл каччӑна эпир хамӑр та пӗлетпӗр, вӑл кунта пирӗн ывӑлпа килнӗ… Эсир тӳрех калӑр, ҫапла, тейӗр, капла, тейӗр, сирӗн пата ҫав ӗҫпе килтӗмӗр, тейӗр.

— Ҫапла ара, — тенӗ Евсей.

— Ой, Тимофей Ильич, — савӑнса кайнӑ Параська, — эсӗ ҫын шухӑшне пӗлсех тӑратӑн-мӗн! Эпир ӗлӗкхи пек, тӑвас тенӗччӗ… Малтанлӑха, сӗлкӗ ҫакмасӑр, калаҫса пӑхма, разведкӑна тенӗ пек килтӗмӗр… Сасартӑках юрамасть-ҫке-ха. Калаҫу йӗркипе пымалла, малтан пӗлмелле, сисмелле.

— Дипломати апла? — кулса янӑ Тимофей Ильич.

— Ҫапла ара, — тенӗ Евсей.

— Унсӑрӑн епле, — сӑмах хушма васканӑ Параська. — Ӗлӗк ҫапла пулнӑ? Йӑли ҫапла… Тӗрӗс каларӑм-и, Евсей?

— Ҫапла ара.

— Ыранах килсе сӗлкӗ ҫакӑпӑр та, алшӑлли ыйтӑпӑр… Пурне те, Тимофей Ильич, ӗлӗкхи пек тӑвӑпӑр, йӑлипе…

— Ман шухӑшпа, — тенӗ Тимофей Ильич, — сӗлки те, алшӑлли те кирлех пулмӗ, эсӗ, Ниловна епле шутлатӑн?

— Анфисӑран ыйтса пӑхасчӗ, — тенӗ хӑюсӑр Ниловна. — Ӗҫӗ ҫапларах, епле каламалла-ши…

— Мӗн унта ыйтса тӑмалли? — тенӗ Тимофей Ильич Параська патнелле ҫаврӑнса. — Эсӗ, Прасковья Ефимовна, авалхи йӑлана аса илтӗн. Йӑли аван, хирӗҫ сӑмах та ҫук. Анчах урӑх йӑла пур, эсӗ ӑна та пӗлетӗн.

— Мӗнле йӑла вӑл тата?

— Ҫапла йӑла, Анфисӑн пиччӗшӗ пур. Сергей авланиччен, йӑмӑкӗн качча каяс пирки шухӑшламалли те ҫук… Тата вӑл пирӗн ҫамрӑк-ха, ытлашши ларман халӗ. — Тимофей Ильич сухалне ывӑҫне пуҫтарнӑ та кӑшт шухӑшласа ларса каланӑ:  — Санӑн та, Прасковья Ефимовна, санӑн та Евсей Иванович, киле каймалла та пирӗн калаҫу ҫинчен никама та шарламасан аванрах пулмалла.

— Ҫапла ара, — тенӗ Евсей, ҫӗлӗкне тӑхӑнса.

Евчӗсем хӑйсене ҫапла тӳрӗ каланипе кӳренни-тунине систермен. Тепӗр ҫур сехет пек калаҫкаласа ларнӑ та пӳртрен тухса кайнӑ. Хапхаран тухсан, Параська ҫилленсе кайнӑ, ӗҫе капла хӑварма юрамасть, пуҫланӑ ӗҫе вӗҫне ҫитермеллех, тенӗ. Хӗре ҫураҫма килӗшмесен вара пӗтӗм станица пӗлсе тӑтӑр; тепӗр эрнерен, ватӑ Тутаринов лӑплансан, Параська хӑйне юлташ Евсее мар, Назара илсе кайӗ, Назар вӑл евчӗ пулма питӗ ӑста, ун чухне вара разведкӑна каймӗ, Тимофей Ильич патне сӗлкӗ илсе кайса, ашшӗ-амӑш ирӗкӗпе Анфиса ҫав сӗлкӗне ҫурмаран касмасӑр та пӳртрен тухмӗ… Евсей арӑмне итленӗ-итленӗ те яланхи пек:
— Ҫапла ара, — тесе хунӑ.

Параськӑпа Евсей хӑйсен килӗ патне те ҫитнӗ, анчах Тутариновсен пӳртӗнче тавлашу ҫавах лӑпланман-ха. Пурнӑҫа пӗлекен ҫын Тимофей Ильич ҫапла шутланӑ: кил-ҫурт ҫук ҫынна хӗр пама аван мар, ҫавӑнпа та ҫемҫе чӗреллӗ Ниловна хӗрӗ енче пулнине вӑл тӗрӗс мар тесе шутланӑ. Ниловна тӗрлӗ майсемпе Тимофей Ильича хӑй майлӑ ҫавӑрма тӑрӑшнӑ, ҫавӑнпа Ҫемен ҫинчен чи юратнӑ ывӑлӗ ҫинчен каланӑ пек каланӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, Ҫемен илемлӗ те, ӑслӑ та, ӗҫе те аван тӑвать, «кӑмӑлӗ лӑпкӑ», ваттисене хисеплет.

— Вӑл кунтисем мар ӗнтӗ, — тенӗ Ниловна, — уншӑн анчах пулсан, кӑлтӑкӗ сахал — станицӑра вырнаҫӗ те ниҫта та каяс темӗ.

Ҫакна хирӗҫ ним калама та ҫук пек, анчах Тимофей Ильич Ниловнӑпа килӗшмен, хӑй сӑмахӗ ҫинче ҫирӗп тӑнӑ: Ҫемен чипер те мар, нимех те мар, шуранкаскер, Анфиса — нар пек хӗрлӗ, илемлӗ; Ҫемен ӑслах та мар, ӑслӑ ҫын, Тимофей Ильич шухӑшӗпе, Усть-Невински ҫинчен нихҫан та хурласа калас ҫук… Ӗҫре ӗнтӗ чӑн та Ҫемен хӗрӳ, — кунпа Тимофей Ильич килӗшнӗ, анчах ҫавӑнтах: «Ырӑ ят илме ҫеҫ тӑрӑшать вӑл, вӑхӑт ҫитсен, ӗҫлеме пӑрахать», — тенӗ.

— Ҫук, Ниловна, — тенӗ вӑл, — тем каласан та, ун пек кӗрӳ ман кӑмӑла каймасть…

Ниловна ним чӗнмесӗр упӑшки ҫине пӑхса ларнӑ, ҫав вӑхӑтра ун пӗчӗк куҫӗсем куҫҫулӗпе тулнӑ…

— Эсӗ ан макӑр, — хӗрхенсе каланӑ Тимофей Ильич.

Мӗскер вӑхӑтсӑр куҫҫуль тӑкмалла? Ӗҫе татсах яман-ха. Анфисӑна чӗн те, ыйтса пӑхӑпӑр, вӑл мӗн калӗ?

Инкеке кура Анфиса килте пулман. «Каччипе пӗрле пулмасан, ӑҫта пулмалла вӑл ҫак таранччен?» — шухӑшланӑ Тимофей Ильич, ку шухӑш ӑна кӳрентернӗ. Старик тахҫанччен мӑкӑртатнӑ, халӗ ӗнтӗ вӑл Анфисӑна ҫеҫ мар, Сергее те вӑрҫнӑ: мӗн тума илсе килнӗ вӑл юлташне станицӑна, ӑҫта ҫухалса ҫӳрет вӑл иккӗмӗш эрне, ывӑл пулать-и ҫав — ашшӗ-амӑшне пӑрахса хӑварса, ӑҫта кайнине те каламасӑр кайнӑскер, анчах Сергей ӑҫта каяссине каланӑ-ха ӑна… Ҫак каҫ Тимофей Ильич тахҫанччен ҫывӑрман, текех табак туртса шухӑшласа ларнӑ. Ирхине ирех тӑрса, Анфисӑна вӑратнӑ та:
— Каласа пар-ха аҫуна, мӗншӗн леш Ҫемен ним мартан евчӗ ярать? — тенӗ.

— Ман сӑмахӑм кӗске пулӗ, атте, — тенӗ Анфиса, ыйхӑллӑ куҫӗсемпе ашшӗ ҫине хӑраса пӑхса. — Атте, эсир хӑвӑрӑнне пурӑнса ирттернӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа пирӗн ҫул ҫине ан тӑрӑр… Пурпӗрех эсир каланӑ пек пулмӗ.

— Аҫупа ҫапла калаҫма сана кам вӗрентрӗ? Сергей пулӗ.

Анфиса вырӑн ҫинче ним чӗнмесӗр ларнӑ, кӗске кӗпе вӗҫҫӗн вӑл пӗчӗк хӗрача пек курӑннӑ. Ниловна васкаса пырса, ҫурӑмӗпе Анфисӑна хупӑрланӑ та, упӑшки ҫине ҫиллес пӑхса:
— Ан тив ӑна, — тенӗ.

Тимофей Ильич ним чӗнмесӗр пӳртрен тухнӑ. Ытти кунсенче, Сергей киличченех, вӑл никама та сӑмах чӗнмен. Ирех пахчине уттарнӑ, каҫ пулсан таврӑннӑ, шӑппӑн апат ҫинӗ. Мӗн пурӗ те пӗр хут анчах:
— Сергее кӗтӗпӗр… Килмеллех ӗнтӗ вӑл ҫак кунсенче, — тесе хунӑ.

Анфиса килте мӗн пулса иртни ҫинчен Сергее васкаса каласа кӑтартрӗ, вара Сергейпе пӗрле пӳрте савӑнӑҫлӑн кӗчӗ. Алӑкран кӗрсенех, Ниловна Сергее ыталарӗ те Тимофей Ильич куриччен вӑрттӑн макӑрса илчӗ.

— Акӑ Сергей, — терӗ Тимофей Ильич, — каҫхи апат ҫиме чухах ҫитрӗ.

Апат ҫиме ларчӗҫ. Сергей ашшӗ мӗн каласса кӗтсе ним шарламасӑр ҫирӗ.

— Мӗн чӗнместӗн? — ыйтрӗ Тимофей Ильич, сӗтел ҫине чие ҫырлипе пӗҫернӗ хуран кукли антарса парса, — Каласа пар-ха, ӑҫта пултӑн, мӗн куртӑн?

— Эге, атте! Инҫе кайса ҫӳрерӗм эпӗ. Пятигорскра та, Ставропольре те пултӑм. Пур ӗҫе те турӑм. Пирӗн плана ҫирӗплетрӗҫ. Депутат патӗнче пултӑм.

Тимофей Ильич савӑнсах кайрӗ, кулса та ячӗ, мӑйӑхне те якатса илчӗ.

— Депутат патӗнче пултӑм, тетӗн? — юриех ыйтрӗ вӑл. — Эсӗ пирӗн ҫапларах — пур ҫӗре те ҫитӗн, пур ӗҫе те тӑвӑн. — Вӑл Анфиса ҫине пӑхса илчӗ. — Йӑмӑку та сана пӑхать.

— Питӗ аван, — терӗ Сергей, кашӑкӗпе хуран кукли ӑсса илсе.

— Аван пулӗ те, анчах пур ӗҫре те мар.

— Эсӗ мӗне систерсе каланине эпӗ пӗлетӗп, атте.

— Пӗлетӗн пулсан, аҫуна каласа пар — эсӗ авланма шухӑшлатӑн-и?

— Унсӑр мӗнле? Шухӑшлатӑп… — Сергей йӑл кулса, савӑнса кайнӑ амӑшӗ ҫине пӑхрӗ. — Мӗн вара?

— Нимех те мар, — Тимофей Ильич пӗр кашӑк сыпмасӑр пуҫне чиксе ларакан Анфиса ҫине пӑхса илчӗ. — Шухӑшлатӑн пулсан, васкарах пул, ҫул пар… Унсӑрӑн кӗҫӗн йӑмӑку иртсе кайӗ.

— Эпӗ пӑрӑнма пултаратӑп, — шӳт тӑвасшӑн пулса каларӗ Сергей. — Хамӑн йӑмӑка эпӗ яланах ҫул пама хатӗр. Тӗрӗс-и, Анфиса?

Анфиса чӗнмерӗ, тӑчӗ те пӳртрен шӑппӑн тухса кайрӗ.

— Мӗне юрӑхлӑ япала ку, атте, — терӗ Сергей. — Пирӗн ҫемьере кивӗ йӑласем! Хӗре макӑртса пӗтернӗ, мӗншӗн?

— Йӑлисем ҫаплах, нимех те пулман, анчах сан тусу кӑмӑла кайманни вӑл урӑх юрӑ.

— Сан кӑмӑла каймасть, Анфиса кӑмӑлне каять…

— Анфиса манӑн хӗр, — хыттӑн татрӗ Тимофей Ильич, — эпӗ унӑн ашшӗ, ӑна тӗнче тӑрӑх ҫӳретес килмест ман…

— Чимӗр, атте, чӗрре ан кӗрӗр. — Сергей ашшӗпе юнашар ларса ӑна пирус турттарчӗ. — Ҫемене эпӗ сирӗнтен аванрах пӗлетӗп. Эпӗ унпа пӗрле тӑватӑ ҫул танкра пурӑнтӑм, вӑрҫӑра ҫынсем пӗр-пӗрне питӗ лайӑх пӗлсе ҫитеҫҫӗ. Эпир унпа пӗр тӑван пек пулнӑ, эпир чӑнахах хурӑнташлӑ пулни мана питӗ савӑнтарӗччӗ.

— Эсир танкра пурӑннӑ, — тӗксӗммӗн каларӗ Тимофей Ильич. — Танкри пурнӑҫ вӑл пӗрре, кунти пурнӑҫ тепре… Кала-ха, ӑҫта илсе кайӗ вӑл ӑна? Пирӗн пурнӑҫ килӗшмест ӑна. Ҫавӑнпа вӑл та мана килӗшмест… Ашшӗн хӗрӗ ҫинчен шухӑшламалла мар-и вара? Турра шӗкӗр, пирӗн санпа Анфисӑран пуҫне те сакӑр ҫын ҫуралса ӳснӗ, пурин те пурӑнмалӑх килӗ-ҫурчӗ пур…

— Тимофей, итлесем эс Сережӑна, — хутшӑнчӗ Ниловна. — Ан тив, авланччӑр, эпир вӗсене пӳрт туса парӑпӑр, вара ниҫта та каймӗҫ вӗсем… Тен киле кӗме килӗшӗ. Курӑнсах тӑрать, Сереженькӑна эпир хамӑрпа тытса усраймӑпӑр.

— Ку та тӗрӗс, — терӗ Сергей.

Тимофей Ильич тем калама тӑчӗ, анчах ҫав вӑхӑтра алӑк уҫӑлчӗ те алӑк пуканӗ ҫинче Савва Остроухов курӑнчӗ.

— Сережа, ӑҫта ҫапла вӑрах ҫухалса ҫӳрерӗн! — Сергей аллине чӑмӑртаса кӑшкӑрса ячӗ вӑл. — Епле? Ӗҫ тухрӗ-и? Илтӗн-и?

— Ӗҫӗ те тухрӗ, илтӗм те. Лар, каласа парӑп… Анне, хуран кукли антарса пар-ха.

— Чим. Хуран кукли те ҫиес килмест, каласа кӑтартма та тӑхта. Арӑм эсӗ килни ҫинчен илтнӗ те, эпӗ сана чӗнме килтӗм. Манӑн халех активпа пӗрле исполком ларӑвӗ пулать. Эсӗ пире унта каласа парӑн. Каяр!

— Эпӗ хатӗр, — терӗ Сергей, ура ҫине тӑрса.

— Каллех каятӑн-и? — хурлӑхлӑн ыйтрӗ Ниловна. — Ӑҫтан тупӑнтӑн эсӗ, Савва! Сережа пӗр самант та килте лармасть… Кӗпе те пулсан улӑштарса тӑхӑн.

Ниловна арчаран аялтан тӑхӑнмалли кӗпе-йӗм, ҫиелтен кӑларса тӑхӑнмалли брюки, тӗрленӗ шурӑ кӗпе кӑларса пачӗ. Юнашар пӳлӗмре Сергей васкасах тумне улӑштарчӗ. Ку тумпа вӑл лутрарах пек курӑнчӗ, хулпуҫҫийӗсем те ансӑртарах пек туйӑнчӗҫ. Саввӑпа иккӗшӗ чарӑнайми калаҫса утрӗҫ, Ниловна уҫӑ чӳречерен пӑхса тӑчӗ-тӑчӗ те, пуҫне сулласа, хурлӑхлӑн каларӗ:

— Кайрӗ… Кун пек ывӑлтан ашшӗ-амӑшне мӗн савӑнӑҫӗ? Килни уйӑх та ҫитрӗ, эпир куҫ тулли курман та-ха ӑна. Ялан ҫӳрет, ялан таҫта…

— Эсӗ мӗн, ху ҫумна кӑкарса лартас тетӗн-им ӑна? — терӗ Тимофей Ильич. — Ӗҫӗ пур, ҫавӑнпа ҫӳрет. Анфиса ӑҫта ҫухалчӗ? Эсӗ ҫавна сыхла.

Станицӑри совета утнӑ май Савва Сергее ҫак кунсенче станицӑра пулса иртнӗ ӗҫсем ҫинчен каласа пачӗ. Хыпарсем чылаях пухӑннӑ-мӗн. Буденновецсем урпа ҫулса пӗтерсе, тулӑ ҫулма тухнӑ; автоколонна килнӗ, колхозсем патшалӑха тырӑ пама тытӑннӑ; виҫӗмкун Усть-Невинска икӗ ҫӗнӗ учительница килнӗ: «Иккӗшӗ те пит ҫамрӑк, пит вӑтанаканскерсем, инкек кӑна вӗсемпе, аран-аран хваттер тупса патӑм». Иван Атаманов лаша заводне кайса килнӗ, ӑна унта тӑватӑ кӗсре сутма килӗшнӗ. «Плана ҫирӗплетсе ҫӳренӗ хушӑра эпӗ ӑратлӑ кӗсресем туянатӑп, — тет, «чее кавалерист». Усть-Невинска Краснокаменскран станица совечӗн председателӗ килсе кайнӑ. «Пирӗн план ҫинчен таҫтан илтнӗ, ҫур кун ларчӗ ман кабинетра, ку мӗнле те, ҫав мӗнле тесе пурин ҫинчен те тӗпчерӗ»; Федор Лукич Хохлаков йывӑрах чирлесе ӳкнӗ, вырӑнпах выртать… «Чӗре ыратать, тет. Эпӗ ун патне кӗрсе тухрӑм, выртать, питӗ начарланнӑ, темле хуралсах кайнӑ. Сана хӑй патне кӗрсе тухма каларӗ. Тем каласшӑн, мӗн иккенне шарламарӗ».

Ҫак хыпарсенчен пӗри кӑна Сергей кӑмӑлне каймарӗ: Федор Лукич чирлени. «Мана курасшӑн, — шухӑшларӗ Сергей. — Мӗн каласшӑн-ши вӑл? Тен мана Бойченко калани ҫинчен пӗлет-тӗр…» Депутатпа калаҫни Федор Лукич чирӗпе темле тачӑ ҫыхӑнса тӑнӑ пек туйӑнчӗ ӑна. «Иккӗшӗнчен пӗри, — шухӑшларӗ Сергей, — Бойченко чирлӗ Федор Лукиче лайӑхах юсанма кирлине пӗлсе, манпа ҫав калаҫӑва пуҫланӑ-и е пирӗн калаҫу — хӑйне, чирӗ — хӑйне пулӗ, пирӗн калаҫупа ҫыхӑнса тӑмасть те пулӗ».

Станица советне, уйрӑмах ун умне халӑх нумай пухӑннӑ. Молния лампа ҫутатса тӑракан Савва кабинетне вырнаҫман халӑх малти тӗттӗм пӳлӗмре тата ҫурт тӑршшӗпех тӑсӑлакан коридорта кӗпӗрленсе тӑрать. Нумай ҫӗрте пирус вучӗсем йӑлтӑртата-йӑлтӑртата илеҫҫӗ, хӑш чухне шӑрпӑк е зажигалка чӗртеҫҫӗ те — хӗрлӗ сухал, е шурӑ тутӑр ҫыхнӑ ҫамрӑк хӗрарӑм, е йӑлтӑртатса тӑракан ҫамрӑк куҫсем, е ҫамрӑкла пӗтӗрсе янӑ мӑйӑх курӑнса каять. Сергейпе Савва хыҫҫӑн халӑх кӗрлесе кӗчӗ. Кабинет алӑкне ярах уҫнӑ, кабинетра тӑвӑр, пӑчӑ. Урам енчи чӳречерен лампӑн вӑйлӑ ҫутинчен куҫӗсене хӗскелесе хӗрсем пӑхкаланӑ. Таҫта унта Ирина та тӑнӑ пек туйӑнчӗ Сергее.

Ҫурт ҫын сассипе янраса тӑрать. Медальсемпе орденсене йӑлтӑртаттарса Сергей патне Иван Атаманов пырса тӑчӗ. Вӑл Сергей аллине чӑмӑртарӗ те:
— Телейлӗ ҫаврӑнса килтӗн-и? Эпӗ лаша заводне кайса килтӗм. Пулӑшма пулчӗҫ, — терӗ.

— Инкесем ҫул парӑр!

— Иртех, ҫула май ыталашса ан тӑр!

— Епле сире ыталамӑн?

— Артамашов унсӑрӑн пултараймасть!

Алӑкран хӗрарӑмсен тутӑрӗсем хушшинчен хура та лутра, чалӑш лартнӑ кубанкӑпа Артамашов курӑнчӗ.

— Сергей Тимофеевич, — терӗ Сергее алӑ парса. — Ну, пирӗн ҫинчен мӗн калаҫаҫҫӗ унта ҫынсем?

— Тӗрлӗрен калаҫаҫҫӗ.

— Ырлаҫҫӗ! — терӗ Савва.

— Урӑхла пулма та пултараймасть, — терӗ Артамашов. — Пире те ырламасан, кама ырламалла.

— Алексей Степанович, сан ҫав шухӑш кӑна, — терӗ сӗтел патӗнче ларакан Рагулин. — Асту, ҫав ыр сӑмахсем пуҫна ҫавӑрса ан яччӑр, леш, юман ҫинчи улакурак пуҫӗ ҫаврӑннӑ пек.

— Савва, исполком заседанине яланах ҫакӑн чухлӗ ҫын пухӑнать-и? — пӑшӑлтатса ыйтрӗ Сергей, сӗтел хушшине кӗрсе ларнӑ чухне.

— Кӗҫӗр актива та чӗннӗ, — ӑнлантарчӗ те Савва йӑл кулса хушса хучӗ:  — Эпӗ сан патна кайрӑм, ҫав вӑхӑтра Дорофей лаша утланса станица урамӗсем тӑрӑх ҫаврӑнчӗ. Пурин те итлес килет-ҫке…

Савва чернил кӗленчине кӑранташпа шаккарӗ, пурте лӑпланса шӑп пуласса кӗтсе илчӗ те паянхи ларура пӗр ыйту кӑна тӑнине пӗлтерчӗ: Сергей Тутаринов доклачӗ.

Сергей хӑй ӗҫпе ҫӳрени ҫинчен докладне калаҫу форми пек турӗ. Васкамасӑр, пурне те йӗркипе каланӑ чухне вӑл вак-тӗвексене те манса хӑвармарӗ, тӗслӗхрен, Дорофейпе пӗрле курӑк ҫулма кайнине те каларӗ. Колхозник ҫуртӗнчи дежурнӑй хӗр ҫинчен те асӑнчӗ, уйрӑмах хулари паркра курнӑ Геройсен Аллейи ҫинчен каласа пачӗ. Пурте Сергее сывламасӑр итлесе ларчӗҫ, анчах Сергей халӗ пӗчӗк ӗҫсем ҫинчен ҫеҫ каланине, чи кирли малалла пулассине кӗтеҫҫӗ. Сергей самолет ҫинчен курӑнса выртакан хир ҫинчен питӗ хитре каласа пачӗ, Ставрополь ҫинчен те лайӑх асӑнчӗ. «Ҫав хула ҫӳллӗ вырӑнта, темиҫе ҫухрӑмранах курӑнса ларать». Хир ҫинчен, хула ҫинчен каласа панисем пурне те питӗ килӗшрӗҫ, анчах малтанхи пекех, пурте малалла пулассине кӗтеҫҫӗ… Сергей: «Вара, юлташсем, Андрей Петрович Бойченко мана хӑй кабинетне чӗнчӗ, пырса кӗтӗм кабинета», — тесен, ҫав тери шӑп пулчӗҫ, чӳрече умӗнчи акаци ҫулҫисем ҫилсӗр чӑштӑртатса ларни те илтӗнсе кайрӗ. Бойченкӑпа калаҫнине Сергей тӗплӗн каласа пачӗ, Бойченко тырӑ тухӑҫӗ пирки ыйтнине те сиктерсе хӑвармарӗ, — «ӗненетӗр-и, ҫавна та ыйтрӗ: мӗншӗн Рагулинӑн тырпул тухӑҫӗ пӗрре, Артамашовӑн — урӑх», — выльӑх-чӗрлӗх пирки, ҫурт-йӗр пирки ыйтни, Иван Атаманова ырлани ҫинчен каларӗ. Йывӑҫ пирки Сергей юриех шарламарӗ.

— Прохор Ненашев пур-и кунта? — ыйтрӗ Сергей.

— Кунта эпӗ! — илтӗнчӗ юнашар пӳлӗмрен.

— Ирт тӗпелерех. — Прохор мӑнаҫлӑ пӑхса сӗтел умне пырса тӑчӗ. Ӑна сак ҫине ларма вырӑн пачӗҫ. Сергей ӑна мӗншӗн чӗннине пӗлмесӗр, вӑл кӗпине тӳрлеткелесе ларчӗ.

— Ну, Прохор Афанасьевич, — терӗ Сергей, — эс каланӑ пек пулчӗ. Чубуксунск тӑвӗ хушшинчи пӗренесене шывпа антарма пуҫлатпӑр, хатӗрлен. Депутат ҫаплах каларӗ, — хӑйӗнчен хушса каларӗ Сергей, — сирӗн станицӑра опытлӑ ҫын, йывӑҫ нумай юхтарса курнӑ Прохор Афанасьевич Ненашев пур, терӗ, ҫак ӗҫе ӑна хушӑр, — терӗ.

Прохор савӑнса кулса илчӗ. Тем тесен те, Андрей Петрович Бойченко ун пирки ҫапла ырласа каланине итлеме кӑмӑллӑ пулнӑ. Прохор ура ҫине тӑчӗ, тем каласшӑн пулчӗ, анчах пур енчен те канаш пама пуҫларӗҫ:

— Ҫамрӑксене ярас.

— Виҫӗ колхоз — виҫӗ бригада.

— Ман шухӑшпа ҫамрӑксем унта пултараймӗҫ. Вӑл утӑ ҫуласси мар!

— Мӗнех вара — шывпа пӗрене юхтарасси? Шыв хӗрринче шӑрӑх мар. Вӗри пулсан — шыва кӗр.

— Унта шыва кӗме вӑхӑт ҫук. Пӗр-пӗр шыв сиккинче пӗренесем капланса ларӗҫ те пӗтӗм шыва пӳлсе лартӗҫ.

— Чарӑнӑр, юлташсем, — терӗ Савва. — Прохор каланине итлер-ха.

Прохор тӑчӗ, кӗпине турткаласа тӳрлетрӗ. Ун пек пысӑк ыйтӑва унсӑр пуҫне тӑвайманнине вӑл пӗлнӗ, ҫавӑнпа та хайне хӑй пит йӗркеллӗ тыткаларӗ, ҫынсем ҫине мӑнаҫлӑн пӑхса илчӗ.

— Калас пулсан, — пуҫларӗ вӑл, — мӗн-ха вӑл кӗрлесе юхакан шывпа вӑрман юхтарас ӗҫ? Йывӑр ӗҫ вӑл. Ҫамрӑк чухне эп пӗренесем хыҫҫӑн нумай чупнӑ, вӗсем, ӗненетӗр-и, шывра ухмаха ернӗ пек хӑвӑрт юхаҫҫӗ… Шыв кукӑрӗсенчен хӑрамалла.

Май килнӗ чухне, сӑмах майӑн, Прохор хӑйӗн пурнӑҫӗ ҫинчен пӗтӗмпех каласа пачӗ, уйрӑмах ҫамрӑк чухнехине тӗплӗн каласа кӑтартрӗ. Вара вӑл вӑрман юхтарнӑ ҫӗрте мӗн-мӗн кирли ҫинчен каларӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, вӑрман юхтарма виҫӗ бригада туса ямалла. Кашни бригадӑна лав кирлӗ, тимӗр ҫекӗлсем, пакурсем, вӗренсем, кӗреҫесем, пуртӑсем тата апат пӗҫерекенсемпе пӗр уйӑхлӑх апат-ҫимӗҫ. Унсӑр пуҫне тата пӗр-икӗ кимӗ кирлӗ, пӗренесене шыв хӗррине турттарса пыма лашасем е вӑкӑрсем кирлӗ пулӗҫ.

— Ҫамрӑксене вӗрентме пулать, — терӗ вӑл сак ҫине ларсан. — Унта вӑр-вар пулни кирлӗ.

Прохор мӗн сӗннине пӗтӗмпех протокола ҫырса хучӗҫ. Виҫӗ кун хушшинче колхоз председателӗсем тырпул пухса кӗртес ӗҫе хутшӑнман ҫамрӑксенчен бригадӑсем тумалла, ҫекӗлсем, пакурсем тумалла, лавсем, апат-ҫимӗҫ хатӗрлемелле…

Сергей чунне пурте савӑнтармалла пек — ӑнӑҫлӑн кайса килни те, тин ҫеҫ аван иртнӗ пуху та, вӑрмана шывпа юхтарас пирки калаҫса татӑлни те, — анчах унӑн темшӗн ӑшӗ вӑрканӑ. Ҫав каҫ вӑл пӗчченех тухса утрӗ, Ирина ҫинчен шухӑшларӗ. «Мӗншӗн вӑл пыман-ха? Эпӗ килни ҫинчен пӗлмен, ахӑр». Каҫхи таса тӳпере катӑлнӑ уйӑх тӑнӑ, пӳртсенчен, йывӑҫсенчен урама урлӑ вӑрӑм мӗлкесем ӳкнӗ. Тӗнче шӑп пулнӑ, станица ҫывӑрнӑ. Бойченко: «Шухӑшласа пӑхӑр… Федор Лукич вырӑнне ҫын кирлӗ», — тенине аса илчӗ те, вал инҫетре уйӑх ҫутипе ялтӑрса тӑракан ҫӳллӗ кӑтра йывӑҫ ҫине пӑхрӗ. Йывӑҫ айӗнчен Сергее хирӗҫ хӗрпе каччӑ тухрӗҫ.

«Анфисӑпа Ҫемен-ҫке кусем, — палласа илчӗ Сергей. — Ха, усалсем, пухӑва та пыман».

— Эпир пухӑва пыма тухнӑччӗ, — терӗ Ҫемен, хӑйӗн тусне алӑ парса.

— Кая юлтӑр, ҫаврӑнӑр. — Сергей хушша тӑрса, Ҫеменпе Анфисӑна хул айӗнчен тытрӗ. — Сире кура хамӑн та ҫапла ҫӳрес килет.

Ӑна хирӗҫ чӗнмерӗҫ. Виҫҫӗшӗ те чылайччен пӗр шарламасӑр утрӗҫ.

— Ҫемен, — терӗ Сергей, — эсӗ ман аттене мӗнле пит кӳрентернӗ вара?

— Сисетӗп… Пӗрре эпӗ Усть-Невинск ҫинчен пит кӑмӑллах калаҫмарӑм. — Ҫемен пӗр самант шарламасӑр пычӗ — Эпӗ вӑл сӑмахсене нимех те пӗлтерсе каламарӑм… Эпӗ сана кӗтрӗм, Сережа, хӑвах куратӑн, эпир санӑн йӑмӑкупа… — вӑл каласа пӗтермерӗ. — Эпир унпа калаҫса татӑлнӑ ӗнтӗ…

— Тӗрӗсрех каласан — пӗр-пӗрне юрататӑр?

— Сережа, мӗн эсӗ тӗпчесех ыйтатӑн, — терӗ Анфиса, пиччӗшӗн аллине хӑй ҫумне хӗстерсе.

— Пӗлетӗн-и, — терӗ Ҫемен. — Аҫу кутӑна печӗ те хӑй сӑмахӗ ҫинче ҫирӗп тӑрать… Ҫавӑнпа сана кӗтрӗм, ӗҫе ваттисене кӳрентермесӗр тӑвасчӗ…

— Кашкӑрӗсем те тутӑ пулччӑр, сурӑхӗсем те чӗрӗ юлччӑр-и?

— Пиччеҫӗм, сана ялан шӳт туса пултӑр?

— Мӗншӗн шӳт тӑвас мар? Эх, шуйттан илесшӗ савнисем. — Сергей кулса ячӗ. — Пӗлетӗп эпӗ, эсир пухӑва пыма шутламан та, эсир мана хирӗҫ тухнӑ. Сире эпӗ кирлӗ, эпӗ кайса ҫӳрени, эпӗ ӗҫ туни — вӑл сире кирлӗ-и? Сана, Ҫемен, эпӗ халӗ пачах ӑнланаймастӑп. Эсӗ-и вӑл — манӑн тус, радист — пулеметчик?

— Эпӗ ара, — вӑтанарах каларӗ Ҫемен.

— Сережа, эсӗ ӑна ан айӑпла, — терӗ савӑнӑҫлӑн Анфиса.

— Ҫук, тусӑмсем, эпӗ шӳт туса каламастӑп, — терӗ Ҫемен. — Санӑн пире пулӑшмалла, Сережа.

— Юлташла пулӑшу апла? — йӑл кулса каларӗ Сергей. — Питӗ аван, ҫапла пултӑр, пулӑшӑп. Аттене эпир ӳкӗте кӗртӗпӗр, анчах тепӗр уйӑхран тин. Халӗ пирӗн вӑрман антарас пулать, сана, Ҫемен, пӗлсе тӑракан ҫынна, эпӗ бригада шанса парас тетӗп. Анфисӑна апат пӗҫерме илсе кайӑпӑр. — Пултарӑн-и, йӑмӑкӑм? Вӑрман антарса пӗтерсен, туйне те тӑвӑпӑр.

Ҫеменпе Анфиса вӑрман юхтарма кайма хавас пулчӗҫ. Унта вӗсем илемлӗ сӑртсене курса ҫӳреме шутланӑ. Вӗсем шӳт тунӑ, кулнӑ, Сергей те ӗҫ ҫинчен манса кайса, вӗсемпе пӗрле савӑнчӗ. Анфисӑпа Ҫемене хапха умне тӑратса хӑварсан, каллех Бойченко ҫинчен, Федор Лукич ҫинчен аса илчӗ… Сергей саланса вырӑн ҫине выртрӗ, анчах ҫывӑрса каяймарӗ. Куҫне хупсанах Федор Лукич курӑнать ӑна — е вӗсем хир тӑрӑх «виллиспе» пыраҫҫӗ, е кабинетра лараҫҫӗ… «Ҫаплах, ман шухӑшлас пулать», Сергей хӑйне райисполком председателӗ вырӑнӗнче курасшӑн пулчӗ, анчах ниепле те пултараймарӗ. Районта Федор Лукича пурте хӑнӑхнӑ пек туйӑнчӗ ӑна, пурте ӑна шурӑ пуҫлӑ шоферпа юнашар курма вӗреннӗ. Сасартӑк станицӑна ҫав машинах пырса кӗрет, шоферӗ те шурӑ пуҫлӑскер, анчах Федор Лукич вырӑнӗнче темле ҫамрӑк каччӑ ларать, хураскер, цыган пек, хулӑн та ҫӑра куҫхаршиллӗ…

Чӳречерен уйӑх курӑнать. Сергей чӑх фермине, лутра сӑрта, йӗпе курӑк йӑлтӑртатнине аса илчӗ те унӑн ҫав тери Иринӑна кайса курас килчӗ. Вӑл вырӑн ҫинчен сиксе тӑрса хӑвӑрт тумланчӗ, амӑшӗ ан туйтӑр тесе, пӳртрен чӗрне вӗҫҫӗн утса тухрӗ. Вӑл часах Савва патне ҫитсе, ӑна вӑратрӗ те лаша ыйтрӗ.

— Ҫӗрле ӑҫта каятӑн эсӗ? — тӗлӗнчӗ Савва.

— Инҫех мар. Чӑх фермине.

— А-а-а… — сисрӗ Савва. — Халӗ ӑнлантӑм ӗнтӗ. Лаша витине кай та Дорофее тимӗр кӑвака йӗнерлеме хуш. Юртӑпа аван каять.

Дорофей аран-аран ыйхӑран вӑранчӗ, анчах Сергее курсан ним ыйтмасӑрах йӑрхах ҫинчен йӗнерпе кӗҫҫе илсе, алӑк патнелле утрӗ.

— Йӗнерлеме кирлӗ мар.

— Чӗлпӗре хытӑрах тытса пырӑр, — астутарчӗ Дорофей, — ку тимӗр кӑвак шуйттанӗ хӑравҫӑ.

Килкартинчен Сергей уттарса тухрӗ. Площадьре вара ҫилхи ҫумне пӗкӗнчӗ те лашана сиккипе ячӗ. Паллакан пӗчӗк пӳрт ҫывӑхӗнче тин чарчӗ. Чӳрече патне уттипе, ним сасӑсӑр пырса ҫитрӗ, лаша ҫинчен анса ӑна чӳрече хуппи ҫумне кӑкарчӗ. Ерипен чӳречерен карнӑ шӑтӑклана ҫӗклерӗ. Ирина ҫывӑрнӑ, шупка уйӑх ун ҫамкине, минтер ҫинче выртакан хулӑн ҫивӗтне ҫутатнӑ… Сергей ерипен шаккарӗ. Ирина шарт сикрӗ, анчах ҫӗкленмерӗ, пӗр самант куҫне уҫрӗ те Сергее палласа каллех хупрӗ — тӗлӗк-ши ку е чӑнах-ши…

Станицӑна Сергей тул ҫутӑлас умӗн таврӑнчӗ. Лашине Дорофее парса киле кайрӗ. Ниловна ӗне сума хатӗрленӗ ӗнтӗ, витре сасси шӑн-шан илтӗнет.

— Сережа, пит нумая пычӗ-ҫке сирӗн пуху, — терӗ вӑл.

— Нумая пычӗ, — терӗ те Сергей кулкаласа, ҫывӑрма утрӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней