Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

лашин (тĕпĕ: лаша) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паҫӑртарах питӗ майӗпе, лашин уринчен ури те аран иртетчӗ, халӗ епле вӗҫтерет вӑл».

Раньше ехал еле-еле, нога за ногу, а теперь ишь как мчится!»

Ҫул ҫинче // Митта Петӗрӗ. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 3–10 стр.

Вӗсем пӗртте унӑн картонран тунӑ тӗлӗнмелле лайӑх лашин, Кудлаткӑн, хатӗрӗсем пек мар.

Она так явно не похожа по своему устройству на упряжь его прекрасной картонной лошади Кудлатки.

III. Ҫеҫенхирте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Амед Дюльдялӗн куҫне икӗ аллипе ачашшӑн хупӑрларӗ, унтан лашин мӑйӗ ҫине тӗренсе, ӑна хулпуҫҫийӗпе ҫӑмӑллӑн тӗрткелесе, тӗрелсе, хӑлхаран темӗн пӑшӑлтатса, тирпейлӗн ҫӗре антарчӗ.

Амед обеими руками осторожно прикрыл Дюльдялю глаза и, плечом припав к шее коня, легонько подталкивая и в то же время подпирая его, что-то шепча ему в самое ухо, бережно свел коня на землю.

19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑл пире хӑваласа ҫитрӗ те хӑйӗн лаши ҫинчен сиксе анчӗ, тепӗр лашин чӗлпӗрне мана тыттарса: — Ваше благородие! — терӗ.

Он, подскакав, слез с своей лошади и сказал, отдавая мне поводья другой: — Ваше благородие!

Тӑххӑрмӗш сыпӑк. Уйӑрӑлни // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эх, ҫамрӑксем ҫав! кирек хӑҫан та вара ытла хӗрсе каяҫҫӗ, Анчах пӑшал сасси янраса та кайрӗ, пульӑ лашин кайри урине амантрӗ; хӗрсе кайнипе вӑл тата вунӑ утӑма яхӑн сиксе илчӗ те ҫавӑнтах такӑнчӗ, чӗркуҫҫи ҫине тӗшӗрӗлсе ӳкрӗ.

Уж эта молодежь! вечно некстати горячится… Но выстрел раздался, и пуля перебила заднюю ногу лошади: она сгоряча сделала еще прыжков десять, споткнулась и упала на колени;

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней