Поиск
Шырав ĕçĕ:
Темиҫе чечек илсе таврӑнсан, Алексей вӗсене вазӑсемпе сӗтелпе пианино ҫине лартрӗ те, хӑй те симӗс кресло ҫине канлӗн вырнаҫса ларчӗ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Ларӑр, тусӑмҫӑм, ларӑр! — терӗ те вӑл, хӗрлӗ ҫӳҫлӗ, урине бинтпа ҫыхнӑ костыллӗ ҫамрӑк ҫынна хӑй вырӑнне вӑйпа тенӗ пекех лартрӗ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексей Мересьев вагон чӳречи патӗнче ларса пырать, ӑна Максим Горький пек сарлака шлепке, хура шнуроклӑ ылтӑн пенсне тӑхӑннӑ, сухалне хыртарнӑ пӗчӗкрех старик стена ҫумне хӗстерсе лартрӗ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пусма ҫинчи хӗр шнурока Дон ҫумнех куҫарса лартрӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Мересьева Анюта тарӑн кресла ҫине лартрӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Анна Даниловна, унта сире валли ҫыру пур, — терӗ те вӑл, ҫамрӑк ҫынсем ҫине сӑнавлӑн пӑхса юлса алӑка хупса лартрӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Силвио пурӑ илсе ҫӗнӗрен ҫырса лартрӗ.
I // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Силвио пурӑ илчӗ те лешӗ ҫырни ҫумне хӑйӗн яланхи йӑлипе тивӗҫлӗ хисеп ҫырса лартрӗ.
I // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Вӑл, вылянӑ хушӑра, темӗнле ӑнсӑртран ытлашши ҫырса лартрӗ.
I // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Ҫӳлӗ кунчаллӑ атӑ ӑшне чикнӗ хура шӑлавар курӑнчӗ, хура-кӑвак ҫанӑ ӑшӗнчи алӑ ҫӗкленчӗ те алӑка хупса лартрӗ, — унтан ҫав мӗлке ҫухалчӗ.
«Пирӗннисем» // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Пӗррехинче, нумай сехетсем хушши допрос тунӑ хыҫҫӑн, каҫхине вӑл мана машина ҫине лартрӗ те пӗтӗм Прага урлӑ Градчаны патне илсе кайрӗ.
Манӑн гестаповец // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Мересьева вӑл палата тӑрӑх утса тухтарчӗ, лешӗ пачах халтан кайса пукан ҫине ласт! ларсан, хӑй пуканне унпа юнашар пырса лартрӗ.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл Алексейӑн сылтӑм татӑк урине протезӑн ҫӑмлӑ та ҫемҫе шӑтӑкне чикрӗ те, урана ҫирӗплетмелли чӗнсемпе яваласа туртса лартрӗ.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл протеза ҫаннипе шӑлса илчӗ, сӑран ҫинчи темле хура пӑнчӑна чӗрнипе хӑйпӑтса пӑрахрӗ, ҫав вырӑн ҫине пӗр хушӑ сывласа тӑрса, ӑна юр пек шурӑ халат аркипе шӑлса илчӗ, унтан протезсене урайне лартрӗ, кипке татӑкне васкамасӑр чӗркесе кӗсйине чиксе хучӗ.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Троекуров хӑнана сӗтел хушшине хӑйӗн хӗрӗпе юнашар лартрӗ.
XIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Япалисене чӳрече умне лартрӗ.
XI сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Пӑтранчӑк хум вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе ӑна хупласах лартрӗ, анчах та вӑл пӗтӗм вӑйне пухсах кӗрешрӗ-ха, шывран сике-сике тухса пӑра малти урисенчи такансемпе чавма тытӑнчӗ.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Юрӑпа ун юлташӗсем пулӑшнипе врач самолёт ӑшне тепӗр носилка кӗртсе лартрӗ, ун ҫинче такам вӑрӑммӑн та хуллен йынӑшать.Врач с помощью Юры поднимал в самолет носилки, на которых кто-то тихо и протяжно стонал.
19 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Тем пекех ҫиес килсен те, Алексей турилккене аяккалла пӑрса лартрӗ; чылайччен ҫимесӗр касӑлнӑ хыҫҫӑн пӗр тӑруках нумай ҫини хӑйшӗн вилмеллех хӑрушӑ пуласса ӑнланчӗ вӑл.
17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Халӗ вӗсен ҫулне те фронт линийӗ пӳлсе лартрӗ.
16 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950