Поиск
Шырав ĕçĕ:
Произведение вуласа тухнӑ хыҫҫӑн хамӑрӑн та йывӑҫ-курӑк лартас килсе каять, садсем ӗрчетес кӑмӑл ҫуралать.
1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.
Ҫак хутӑшсене лартас умӗн ҫеҫ хутӑштармалла.
Калча валли тӑпра хатӗрлер // Эльвира Иванова. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.01.28
Пахчари хура мунчара выртса тӑнӑскерӗн пӳрт лартас шухӑш пулнӑ.
Кинӗпе тата ывӑлӗпе хутшӑнасшӑн мар // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №
Ытларах та ытларах лартас килет тет, хӑрнисене ҫӗннисемпе улӑштарать.
Уншӑн ӗҫ - сывлӑх // Ирина НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29
Ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсен, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен депутачӗсен тата ял старостисен кунпа пӗрлех ҫывӑх вӑхӑтрах граждансен пухӑвӗсенче ҫуркуннехи-ҫуллахи тапӑхрта пушар тухасран асӑрхаттарас, кӑнтӑрла та, каҫпа та ял ҫыннисенчен хурал тӑрассине йӗркелес, пӗвесем патне пыракан ҫулсене тирпейлӗ пӑхса тӑрас ыйтусене пӑхса тухмалла, пушара хирӗҫ кӗрешекен служба ӗҫченӗсемпе пӗрле ӗҫ коллективӗсенче, граждансем хушшинче типӗ курӑкпа ҫӳп-ҫапа ҫунтарма, кӑвайтсем чӗртме юраманни пирки калаҫусем ирттермелле, пушар хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркине пӑхӑнманнисенчен ҫирӗп ыйтмалла, халӑха ялсене санитарипе экологи тӗлӗшӗнчен тасатса тирпей-илем кӗртмелли мероприятисене активлӑ явӑҫтармалла, апрелӗн 26-мӗшӗнчен тытӑнса майӑн 6-мӗшӗччен урамсемпе картишсене, парксене, масарсене, ҫул хӗррисене ҫӳп-ҫапран тасатас, чечексемпе йывӑҫ-тӗм лартас, Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ палӑксене, обелисксемпе стеллӑсене йӗркене кӗртес тӗллевпе вунӑ кунлӑх йӗркелемелле, ял тӑрӑхӗсен гербӗсемпе ялавӗсене хатӗрлесе йышӑнассине вӗҫлемелле.
Ялти пурнӑҫ старостӑран нумай килет // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.30
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче бюджет правин хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен» 2001 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнчи 36 №-лӗ саккунӗн (Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ведомоҫӗсем, 2001, 43 №; 2003, 54 №; 2005, 64 №; 2006, 68, 71, 72 №-сем; 2007, 74 №; 2008, 76 №; 2009, 80, 82 №-сем; 2010, 85, 87 №-сем; 2011, 89, 91 №-сем; 2012, 92 (I том), 93, 95 №-сем; Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2012, 11, 12 №-сем; 2013, 6, 7, 10 №-сем; 2014, 5, 11, 12 №-сем; 2015, 6, 10, 12 №-сем) 41 статйи, 46 статйин 6-мӗш пункчӗ, 462 статйин 4-мӗш пункчӗ, 47 статйин 1-мӗш пункчӗн пӗрремӗш абзацӗ, 471 статйин 1-мӗш пункчӗ, 51 статйин 1-мӗш пункчӗ, 961 статйин пӗрремӗш абзацӗ (Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ Чӑваш Республикин республика бюджечӗн проектне пичетлесе кӑлармалли вӑхӑта пырса тивекен пайра), иккӗмӗш абзацӗ, 962 статйин 1-мӗш пункчӗн иккӗмӗш абзацӗ, 3-мӗш пункчӗ, 964 статйин 1-мӗш пункчӗ (Чӑваш Республикин республика бюджечӗн проекчӗ тӗлӗшпе граждансен сӗнӗвӗсене йышӑнмалли вӑхӑта пырса тивекен пайра) вӑйра тӑнине 2017 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗччен чарса лартас.
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче бюджет правин хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/laws.aspx?gov_id=49&id ... BD&size=20
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче те спектакль лартас кӑмӑл пур.
Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №
— Хӑвӑн вӑюпа спектакль лартас килмест-и?
Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №
Курава сӑрӑ ӑстине «пурин шайне те» антарса лартас тӗллевпе йӗркеленӗ пек туйӑнчӗ.
Паллӑ художниксене манӑҫа кӑлармастпӑр-ши? // Николай КАРАЧАРСКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
Ирӗке куҫарса лартас пулсассӑн сивӗсем йӑлтах иртессе кӗтмелле.Чтобы пересадить на волю необходимо подождать, пока закончатся холода.
Арпус ӳстерсе пaхар-и? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.04.21, 15№
28. Эсир кам та пулин пашне лартас тесен, малтан вӑл мӗн хака ӳкессине, ӑна туса пӗтерме хатӗрӗ ҫитесси-ҫитмессине шутласа пӑхмӑр-и?
Лк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эхер те кама пулӑшас, кама патшана лартас теҫҫӗ, ҫавсем патшана лараҫҫӗ, кама улӑштарас теҫҫӗ, ҫавна улӑштараҫҫӗ; ҫапла вӗсем питӗ ҫӗкленсе кайнӑ; 14. ҫапла пулин те вӗсем нихӑшӗ те патша пуҫкӑшӑлӗ тӑхӑнса, патша тумтирӗ тӑхӑнса мӑнкӑмӑлланса ҫӳремен.
1 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
53. Вавилон тӳпене ҫити ҫӗкленес пулсан та, тӗрекне ҫӳллӗ вырӑнта ҫирӗплетсе лартас пулсан та, Ман ирӗкӗмпе ун патне тустаруҫӑсем пырӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Акӑ ҫакӑ хулана, Ҫӳлхуҫана мухтава кӑларса, ҫӗнӗрен ҫӗклес кунсем, ӑна Анамеил пашнинчен пуҫласа кӗтесри хапха патне ҫитичченех ҫӗнӗрен туса лартас кунсем ҫитеҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа, 39. вара ҫӗр виҫекенсенӗн вӗренӗ Гарив сӑрчӗ патне ҫитиех тӳррӗн тӑсӑлӗ те Гоаф тӗлӗнчен пӑрӑнса иртӗ.
Иер 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Пурте вӗсем хӑйсен аллине шанаҫҫӗ, харпӑр хӑй ӗҫӗнче ӑста вӗсем; 37. вӗсемсӗр хула та лартас ҫук, вӗсем урӑх вырӑна, унта-кунта куҫса ҫӳрес ҫук; 38. ҫапах та ҫав ҫынсемпе канашланмаҫҫӗ, вӗсем пухура та чыслӑ вырӑн йышӑнмаҫҫӗ, тӳре вырӑнӗнче лармаҫҫӗ вӗсем, сут ӗҫӗсем ҫинчен шухӑшламаҫҫӗ, вӗрентсе те каламаҫҫӗ, хурламаҫҫӗ те; 39. вӗсем пурӑнан пурӑнӑҫра мӗн кирлине туса тӑраҫҫӗ, кӗлтӑвасса та вӗсем хӑйсен ӗҫӗ валли ӑнӑҫлӑх ыйтса кӗлтӑваҫҫӗ.
Сир 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Соломон тата Ваалафа, сыхлӑх пурлӑх тытмалли мӗнпур хулана, ҫар ураписен хулисемпе утлӑ ҫар тӑмалли хуласем лартнӑ, Иерусалимпа Ливанра, хӑй аллинчи пӗтӗм ҫӗр ҫинче мӗн туса лартас тенине пурне те тунӑ Соломон.
2 Ҫулс 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Анчах Ҫӳлхуҫа Давида, манӑн аттеме, каланӑ: «санӑн чӗрӳнте Ман ятӑмпа Ҫурт лартас ӗмӗт пур; ҫакӑ чӗрӳне канӑҫ паманни аван вӑл. 9. Ҫапах та Ҫурта эсӗ мар, санран ҫуралас ывӑлу, — Ман ятӑмпа ҫавӑ Ҫурт лартӗ» тенӗ.
2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Давид аттемӗн чӗринче Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ячӗпе Ҫурт лартас ӗмӗт пулнӑ.7. И было на сердце у Давида, отца моего, построить дом имени Господа, Бога Израилева.
2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Тата Хирам каланӑ: тӳпепе ҫӗре пултарнӑ, Давид патшана тӑн-пуҫпа шухӑшлама пӗлекен ӑслӑ ывӑл панӑ Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ мухтавлӑ, — ҫав ывӑл Ҫӳлхуҫа ячӗпе Ҫурт лартас, хӑй валли патша кил-ҫурчӗ ҫавӑрас шутлӑ, тенӗ.
2 Ҫулс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Акӑ ӗнтӗ манӑн чурасем санӑн чурусемпе пӗрле кайӗҫ, 9. вӗсем ман валли нумай йывӑҫ касса хатӗрлӗҫ, мӗншӗн тесессӗн эпӗ лартас Ҫурт аслӑ та чаплӑ пулмалла.
2 Ҫулс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.