Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хутпа нумай ӗҫлени те, талӑкӗ-талӑкӗпе хуралта тӑни те витӗм кӳчӗҫ пулӗ.И работа с бумагами, охрана сутками наверно оказало влияние.
Сухаллӑ ҫыннӑн ӗмӗрӗ вӑрӑм, сывлӑхӗ ҫирӗп // А.ПЕТРОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
Вера Кузьмина, Нина Яковлева паллӑ артисткӑсем туя илем кӳчӗҫ.Красоту свадьбе придали известные артистки Вера Кузьмина, Нина Яковлева.
Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №
Кивӗ Сименкке уявне ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Иван тата Вячеслав Христофоровсем‚ эстрада юрӑҫи Марта Зайцева илем кӳчӗҫ.
Ҫӗнӗ пасар уҫӑлчӗ // Татьяна НИКИТИНА. «Урал сасси», 2016.06.01
Спортпа ҫар вӑййисем пурне те хаваслӑх кӳчӗҫ.
Пӗри - пуриншӗн, пурте - пӗриншӗн // В.СИВВИ. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20
Урама тирпей-илем кӳчӗҫ.
Тирпей-илемшӗн тӑрӑшрӗҫ // Роза ГАВРИЛОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.04.22
27. Иерусалим ҫыннисемпе вӗсен пуҫлӑхӗсем Ӑна йышӑнмарӗҫ, Ӑна айӑпларӗҫ, ҫапла пророксенӗн шӑматкунсерен вулакан сӑмахӗсене вырӑна кӳчӗҫ, 28. вӗлерме тивӗҫлӗ нимӗнле айӑп та тупаймасӑрах вӗсем Пилата Ӑна вӗлерттерме хистерӗҫ.
Ап ӗҫс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иисус пӑхнӑ та пуянсем Турӑ Ҫуртӗнчи укҫа арчине хӑйсен парнине хунине курнӑ; 2. пӗр чухӑн тӑлӑх арӑм та ҫавӑнта икӗ вак укҫа хунине курсассӑн 3. Вӑл каланӑ: чӑн калатӑп сире: ҫак чухӑн тӑлӑх арӑм пуринчен те ытларах хучӗ; 4. ыттисем пурте ытлашшине Турра парне кӳчӗҫ, ку вара, кӗлмӗҫскер, хӑйӗн мӗн пуррине, хӑйне пурӑнмалӑх укҫине ячӗ, тенӗ.
Лк 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫавӑнпа та Израиль килне кала, этем ывӑлӗ, кала вӗсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: Мана хирӗҫ ултавҫӑ пек хӑтланса, сирӗн аҫӑрсем Мана тата акӑ епле хурларӗҫ: 28. Эпӗ вӗсене, аллӑма ҫӗклесе, тупа туса пама пулнӑ ҫӗре илсе килтӗм — вӗсем вара, кашни ҫӳллӗ сӑрта, кашни туратлӑ йывӑҫа суйласа илсе, ҫавӑнта хӑйсен чӳк парнисене пусма пуҫларӗҫ, унта Мана хур тӑвакан парнесем кӳчӗҫ, ырӑ шӑршӑллӑ тӗтӗм тӗтӗрчӗҫ, ҫу юхтарса парне пачӗҫ.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
63. Тыткӑнран килнисем ҫавӑн чухне Израиль Туррине парнесем кӳчӗҫ: мӗнпур Израиль ҫыннишӗн вуникӗ вӑкӑр, ҫӑлӑнӑҫ парнисем тӑхӑрвун ултӑ сурӑх, ҫитмӗл икӗ путек, вуникӗ качака таки — ҫакна пурне те Ҫӳлхуҫана кӳтӗмӗр.
2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вара аслӑ священник Елияшив тата унӑн священник тӑванӗсем ӗҫе тытӑнчӗҫ те Сурӑх хапхине туса лартрӗҫ: вӗсем ӑна тасалӑх тивлечӗ кӳчӗҫ, алӑкӗсене лартрӗҫ, Меа пашнинчен пуҫласа Хананел пашни таранах тасалӑх тивлечӗ кӳчӗҫ.
Неем 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Тыткӑнран куҫса килнисем Израиль Туррине пӗтӗм Израильшӗн парне — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳме вуникӗ пӑру, тӑхӑрвун ултӑ сурӑх, ҫитмӗл ҫичӗ путек тата ҫылӑх парни кӳме вуникӗ качака таки — илсе пычӗҫ: ҫакна пурне те пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳчӗҫ.
1 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вӗсем Ӑна ют турӑсене иленнипе тарӑхтарчӗҫ, Ӑна [хӑйсенӗн] ирсӗр ӗҫӗсемпе ҫиллентерчӗҫ: 17. Турра мар, шуйттансене парне кӳчӗҫ, унччен хӑйсем пӗлмен турӑсене, кӳршисенчен килнӗ ҫӗнӗ турӑсене, аҫӑрсенӗн асӗнче те пулман турӑсене, парне кӳрсе тӑчӗҫ.
Аст 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Пӗлмен пирки эсир Ҫӳлхуҫа Моисее каласа панӑ ҫак ӳкӗтсене пӑссассӑн, вӗсене пӗтӗмпе пурӑнӑҫласа тӑмасассӑн, 23. Ҫӳлхуҫа [Турӑ] сире Моисей урлӑ мӗн ӳкӗтленине пурне те Вӑл ӳкӗтленӗ кунран пуҫласа малашне сыпӑкран сыпӑка туса тӑмасассӑн, 24. ҫапла халӑх астӑвайман пирки йӑнӑш тусассӑн, ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пултӑр тесе, пӗтӗм халӑх пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн [айӑпсӑр] ҫамрӑк вӑкӑр кӳтӗр; йӗрке тӑрӑх унпа пӗрле тырӑ-пулӑ парни, ун ҫине юхтармалли парне тата ҫылӑхшӑн пӗр качака таки кӳтӗр; 25. вара священник Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхне тасатӗ, йӑнӑшпа пулнӑран вӗсен ҫылӑхӗ те каҫарӑнӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем хӑйсем кӳрес парнине Ҫӳлхуҫана пачӗҫ ӗнтӗ, Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗнӗшӗн, хӑйсем йӑнӑш тунӑшӑн парне кӳчӗҫ; 26. Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхне тата вӗсем хушшинче пурӑнакан ютран килнӗ ҫынна Турӑ каҫарӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫакна пӗтӗм халӑх йӑнӑшпа тунӑ.
Йыш 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Аарон Моисее каланӑ: акӑ вӗсем паян Ҫӳлхуҫамӑр умӗнче хӑйсенӗн ҫылӑх парнине тата пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнине кӳчӗҫ, маншӑн ҫавӑн пек килсе тухрӗ; ӗнтӗ эпӗ паян ҫылӑхшӑн кӳнӗ парнене ҫиес пулсассӑн, вӑл Ҫӳлхуҫамӑра юрӑхлӑ пулӗ-ши? тенӗ.
Лев 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: васка [кунтан] анмашкӑн, мӗншӗн тесессӗн санӑн халӑху, эсӗ Египетран илсе тухнӑ халӑху, пӑсӑлса кайрӗ; 8. Эпӗ кӑтартнӑ ҫултан вӗсем часах пӑрӑнса кайрӗҫ: хӑйсем валли пӑру кӗлетки шӑратса турӗҫ, ӑна пуҫҫапрӗҫ, ӑна парне кӳчӗҫ: эй Израиль, акӑ сана Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ турру! терӗҫ, тенӗ.
Тух 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
«Дорожное радио» йӗркеленӗ конкурссем те халӑха савӑк кӑмӑл кӳчӗҫ.
Ҫӑварни хӗрӗ — картинка, картинкки катаччи чупма… // Н. МАЗЯКОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11
Тепӗр енчен - ҫав санкцисемех хамӑрӑн тавар туса кӑларакансене аталанма ҫӗнӗ майсем, инновациллӗ шухӑшсене чӑн проект шайне ҫитерме хушма хавхалану кӳчӗҫ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945
Ют ҫӗршывсем Раҫҫей компанийӗсене хирӗҫ йышӑннӑ суту-илӳпе экономика санкцийӗсем Чӑваш Ен предприятийӗсен ӗҫӗ-хӗлӗ ҫине те япӑх витӗм кӳчӗҫ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945