Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӗсем тискеррӗн хавасланса, хӑюлланса, ниме хӗрхенмесӗр, кулкаласа тата хаярланса, юлнӑ гравюрӑсене ҫурма, кӗнеке листисене лӳчӗркеме, ылтӑнланӑ сафьяна сӳме, хуплашкин кӗтессисенчен илемлетнӗ кӗмӗлсене, ҫирӗплетнӗ вӗтӗ пӑтасене тӑпӑлтарма, пергаментсене хуҫма тапратрӗҫ.
VI // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Бретань духовенствипе дворянсен контрреволюцилле агитацийӗ ҫумне ҫӗршывӑн пур кӗтессисенчен те тарса пынӑ питӗ нумай священниксем хутшӑннӑ, ҫав священниксем Франци конституцине йышӑнасшӑн пулман.
II // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с. — 3–19 с.
Ку училищӗне ҫамрӑксем ҫӗршывӑн пур кӗтессисенчен те пухӑннӑ.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Анчах та, кунта чугун ҫул районӗн тӗрлӗ кӗтессисенчен килнӗ ҫынсем, тревога пуҫланине кура, шкулра ҫывӑрма пултараймассине пӗлеҫҫӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Кӳршӗри ҫурт кӗтессисенчен ҫӳҫ-пуҫне салатса янӑ ҫамрӑк хӗрарӑм сулӑнкаласа тухрӗ.Из-за угла соседнего дома, пошатываясь, вышла молодая растрепанная баба.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ҫапла турӗ те Мишка: кравать кӗтессисенчен хӑвӑл шарсене пӑра-пӑра кӑларчӗ те, пурҫӑн кантрасемпе тирсе илсе, иккӗшне — ҫӑварлӑх ункисенчен, тепӗр иккӗшне йӗвен сӑмсалӑхӗнчен ҫакса ячӗ.
LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Мрыхин ӑна кӗтессисенчен тытса тӑчӗ.
XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
«Ҫав ҫыннӑн тискер ӗҫӗсем тулса тӑкӑнас сехет ҫитсен, ҫав тарӑн шырланран чи ҫӳлӗ ту ҫине хӑпарт эс мана, турӑҫӑм, ут утланса хӑпармалла ту, вара вӑл ман патӑма пытӑр, эп ӑна ҫав ту ҫинчен чи тарӑн шырлана пӑрахӑп, вилесем вара, пурте, унӑн аслашшӗсемпе вӗсен ашшӗсем, виличчен кирек ӑҫта пурӑннӑ пулсан та, ҫӗршывӑн пур кӗтессисенчен те пӗр ҫӗре пухӑнччӑр, вӑл кӳнӗ асапсемшӗн кӑшлаччӑр ӑна, ӗмӗр-ӗмӗр кӑшлаччӑр, савӑнам эп вӑл асапланнине курса!
XVI // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Тӑшман куҫне курӑнман, ҫӗр айӗнчи никам тытайми ытарлӑ ҫынсем, сӗм тӗттӗмре пытанса, тӗл лекекен пулясемпе, кӗтмен-ҫӗртен шӑп кирлӗ ҫӗре ӳкекен гранатӑсемпе, ҫӗҫӗсемпе чул галерейӑсен кӗтессисенчен сасартӑк сиксе тухса, фашистсен ҫулне пӳле-пӳле лартаҫҫӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Эпӗ вӗсене пулемётран… пурне те ҫулса тӑкатӑп! — Нагульнов сасартӑк тискеррӗн кӑшкӑрса ячӗ, калама ҫук пысӑк куҫ шӑрҫисем урнӑ ҫыннӑнни пек ялтӑртатса илчӗҫ, тути хӗррисен кӗтессисенчен кӑпӑк пӑчӑртатса тапса тухрӗ.
9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хӑй вӑл мировой ҫине, свидетельсем ҫине пӑхать, мировой мӗншӗн кӑмӑлсӑр пулнине, камерӑн пур кӗтессисенчен те ӳпкелени тата шӑла ҫыртнӑ кулӑ илтӗннине ӑнланаймасть.
Унтер Пришибеев // Иван Юркин. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 81–88 стр.
Эпӗ сентресен хушшинчи хутлӑха вырнаҫса тӑтӑм: сентре кӗтессисенчен ярса тытса хам ачасем валли вырӑн хӑварма тӑрӑшрӑм.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Оля хӑйӗн ҫинчен сахал ҫырнӑ, анчах та вӑл аслӑ хула ҫинчен, вӑл ҫӗнӗрен чӗрӗлме пуҫлани ҫинчен, кунта ҫӗршывӑн пур кӗтессисенчен те пынӑ хӗрарӑмсем, хӗрсем, ҫамрӑк ачасем вӑрҫӑ хыҫҫӑн юлнӑ подвалсенче, дотсенче, блиндажсемпе бункерсенче, чугун ҫул вагонӗсенче, фанертан тунӑ бараксенче, ҫӗрпӳртсенче пурӑнса хулана юсани, ӑна ҫӗнӗрен туни ҫинчен ҫав тери хавасланса каласа панӑ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Нумайӑшӗ халь вӗсем еннелле пӑхнӑ, халӑхпа лӑках тулнӑ вагонӑн пур кӗтессисенчен те калаҫнисем илтӗннӗ:Многие теперь смотрели в их сторону, в со всех концов переполненного вагона слышалось:
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
- 1
- 2