Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пысӑк ҫӑварне карса калаҫнӑ чухне тути кӗтессисем йӳҫҫӗн те хевтесӗррӗн аялалла усӑнчӗҫ, пичӗ ҫинче вара хӗнесе хӑшкӑлтарнӑ лашанни пек йӑваш сӑн ҫав-ҫавах упранса тӑчӗ.
X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Типсе кайнӑ тута кӗтессисем ун хурлӑхлӑн усӑннӑ; ҫинҫешке юн тымарӗсемпе каркаланнӑ кӑвак куҫ хупанкисем тӑртанса тухнӑ, йывӑррӑн ҫӗкленеҫҫӗ.Излучины сухого рта трагически опущены, голубые, иссеченные прожилками веки припухлы и тяжки.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑл каласа пама тытӑннӑ вӑхӑтра сарлака мӑйӑхӗ айӗнчи тута кӗтессисем ҫилӗллӗн туртӑнса илчӗҫ.
XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Юман йывӑҫ тӗслӗ сафьянӑвӑй хыт хуплашкаллӑ пӗчӗк записной кӗнеке кӗтессисем хуҫӑлкаласа, якалса пӗтнӗ: ӑна хуҫи нумайччен кӗсьере чиксе ҫӳренӗ имӗш.
11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Апла пулсан та, вӗсен тахҫан авал ҫак сӑрта ят паракансен, ун таврашӗнчи ҫӗрсене сухалакансен, тырпул пухса илекенсен, ун ҫывӑхӗнчи вӑрманта ҫырла пуҫтаракансен шӑмшаккисем хушшинче пурӑнмалла пулнӑ: дзотсемпе блиндажсен, ҫӳремелли канавсен стенисенчен тупӑк кӗтессисем, ҫӗрнӗ хӑмасем, сарӑ шӑмӑсемпе сарӑ пуҫ купташкисем курӑнкаласа тӑраҫҫӗ.
VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Авӑнчӑк, ачаш куҫхаршийӗсем унӑн яланах кӑштах ҫӗкленсе тӑраҫҫӗ, пӗрмаях вӑл темскерле савӑнӑҫ килессе кӗтнӗн туйӑнать; хӗп-хӗрлӗ тути хӗрри кӗтессисем кӗҫех йӑл кулса яма хатӗр, тутисем, шӑкӑрах ларан йӑвӑ та вӗтӗ шӑлӗсене витсех ҫитереймесӗр, уҫӑларах тӑраҫҫӗ.
13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӗҫмелли хирте, витӗр касса вӗрекен хӗллехи ҫил ҫинче те, хӑй пурӑнакан «тӑххӑрмӗш «А» класӑн кӗтессисем шӑнса пӑсланса ларнӑ пӳлӗмӗнче те ку ҫыру ӑна нумай вӑхӑт ӑшӑтрӗ.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Лампӑсем ҫутичченхи лӑпкӑ сехетре, палата кӗтессисем тӗттӗмленме пуҫланӑ чух, Степан Иванович чӳрече умӗнче шухӑша кайса, шыв хӗрринчи урамалла пӑхса ларчӗ.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Унӑн тути кӗтессисем анчах кӑшт кӑна палӑрмалла кулнипе чӗтрекелерӗҫ.Только в уголках рта проглядывала еле заметная искорка смеха.
12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Крахмалпа хытарса лартнӑ ҫухин ҫӳлти хӗррисем хӑлхи ҫумне сӗртӗннӗ пекех курӑнаҫҫӗ, ҫухийӗн шӗвӗр вӗҫӗсем ҫӑвар кӗтессисем патӗнче тенӗ пек хуҫланнӑ та малалла кӑнтарса тӑраҫҫӗ.
4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
- 1
- 2