Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӗртмелле (тĕпĕ: кӗрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тыррине вырса кӗртмелле, ҫапса пуҫтармалла, ҫуртри те ӗлкӗрет, акмашкӑн та вӑхӑт ҫитет — кусем пӗтӗмпех аякри ӗҫсем-ха.

Надо хлеб сжать, обмолотить, посеять озимые…

III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ӳсӗр ҫын хӑйне сапӑр тытма пултараймасть, ҫавӑнпа ӑна ташлакан ҫӗре кӗртмелле мар.

Трудно взывать к хорошему тону и напоминать о правилах приличия пьяному человеку, такого лучше, конечно, не допускать в общественные места.

Ташӑ каҫӗнче // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Кантюк мӗнле ӗҫе тытӑннӑ-ши вара, мӗншӗн ӑна «ӑса кӗртмелле»?

Интересно, а что это за «дело», за которое взялся Кандюк, и за что ему надо вложить ума?..

XXXII. Кӗтмен тӗлпулу // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Пӗри чышаври текен патакпа чышшине ҫӗртен пӗтӗрсе илет те, меллӗн сулӑнса, патаккипе ҫапса ярать; теприн ҫав чышша алӑ вӗҫҫӗн ывӑтса картана кӗртмелле.

Один, подающий, поддевает палкой с земли чушку и, чуть откинувшись, бьет по ней палкой; другому эту чушку надо поймать и закинуть в очерченную площадку.

VII. «Ҫинҫе шывӗ сивӗ мар» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Заданисене тӗп-тӗрес пурӑнӑҫа кӗртмелле.

Задания нужно выполнять строго по указаниям.

8. Допрос // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Анчах ҫакна йӑлана кӗртмелле мар, ӑна пула ачан тула тухмалли рефлекс тӗрӗс мар аталанма пултарать.

Помоги переводом

Пепкене пулӑшмалла // Сывлӑх. Сывлӑх, 2014.03.06

3. Юридици сӑпачӗсен, уйрӑм предпринимательсен, ҫынсен, сад-пахча кооперативӗсен ертӳҫисен организацисен, участоксен, вӗсен ҫывӑхӗнчи территорисене тирпей-илем кӗртмелле; тасатнӑ территорисенче кӗркунне тата ҫуркунне кӑшлакан чӗрчунсене хирӗҫле мероприятисем йӗркелемелле.

Помоги переводом

Геморраги сивчирӗнчен асӑрханӑр // Алина ЛУКИЯНОВА. Сывлӑх, 2015.06.03

1. Ӗҫ тӑвакан органсен, муниципалитетсен органӗсен ял-хуласен, парксен, скверсен, масарсен, сывлӑх учрежденийӗсен, халӑх массӑллӑ пухӑнакан вырӑнсен территорийӗсене тата вӗсен таврашӗнчи (50 метртан кая мар) территорисене тирпей-илем кӗртмелле; ял-хуласем ҫывӑхӗнчи вӑрмансене йӗркене кӗртмелле; хуласен таврашӗнчи зонӑсенче юрӑхсӑра тухнӑ хуралтӑсене шута илмелле, вӗсене пӑсас ыйтӑва татса памалла; ял-хула, сад-пахча кооперативӗсем, сывлӑх учрежденийӗсем ҫывӑхӗнчи вӑрмансене ҫӳп-ҫап куписенчен, хӑрӑк шанкӑран, вӗтӗ хунавсенчен тасатмалла; ҫӳлерех асӑннӑ мӗнпур вырӑнта шӑши евӗр кӑшлакан чӗрчунсене пӗтермелли мероприятисем ирттерессине йӗркелемелле; унсӑр пуҫне ҫак мероприятисенех профилактика тӗллевӗпе кашни ҫуркунне-кӗркуннех ирттермелле; общество ҫурчӗсемпе пурӑнмалли ҫуртсене кӑшлакан чӗрчунсем лекесрен хӳтӗлемелли тата вӗсене пӗтермелли мероприятисем йӗркелемелле.

Помоги переводом

Геморраги сивчирӗнчен асӑрханӑр // Алина ЛУКИЯНОВА. Сывлӑх, 2015.06.03

Ҫурт ӑшӗнчи япаласен шутне тата Фирланденран килнӗ вун ҫичӗ ҫулхи хӗре унӑн хреснӑй хӗрне Гретхена, ырӑ Мартӑна, мана хама та кӗртмелле.

К содержимому следует отнести его крестницу Гретхен, семнадцатилетнюю девушку из Фирланде3, служанку Марту и меня.

I сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Вӑл ытла ӳкӗте кӗртмелле каланипе Валентина шухӑшларӗ:

Он говорил так убедительно, что Валентина думала:

4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ыйтӑва татса парасси унӑн сӑмахӗсем ӳкӗте кӗртмелле пулнинчен нумай килнине Андрей пӗлнӗ, ҫавӑнпа вӑл хӑйӗн хӗрлӗ питне тата ҫиленсе йӑлтӑртатакан куҫӗсене пачах килӗшмен ҫирӗплӗхпе лӑпкӑн ответлерӗ:

Андрей понимал, что от убедительности его доводов во многом зависит решение вопроса, и ответил с твердостью и спокойствием, противоречившими его красному лицу и сердито блестевшим глазам:

3. «Вӗҫме хатӗрлен!» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Ҫынсене ӳкӗте кӗртмелле, вӗсен хӗрӳлӗхне ӳстермелле, вӗсем хӑйсемех питпе сан енне ҫаврӑнса тӑччӑр, сан хыҫҫӑн пыччӑр!

— Убедить людей, зажечь их, добиться того, чтобы они сами повернулись к тебе лицом и пошли за тобой!

2. Ирхине // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Санӑн умра хамӑр ҫын, совет ҫынни тӑрать пулсан ӑна вӑйпа мар, ӑнлантарса ӳкӗте кӗртмелле.

Если перед тобой свой, советский человек, то надо его брать не силой, а убеждением.

2. Ирхине // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ҫак пӗр пус историне, епле пулсан та, хаҫата кӗртмелле тӑвас пулать…

Необходимо, чтобы история с копейкой попала в номер…

XII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Вун икӗ сехетелле кӗтӗве шыв ӗҫме тапӑра, кӗртмелле.

Часам к двенадцати нужно было гнать стадо к стойлу, на водопой.

Вӑрман сыхлавҫи // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Ӑна тӑна кӗртмелле.

Его вразумить надо.

VIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Панӑ вара пирӗннисене команда: Эльба таран американецсене кӗртмелле, тесе.

Теперь нашим команда: до Эльбы американцев пустить.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ун ҫинчен стена хаҫатне ҫырмалла тата умстатьяра, ҫынсем мӗн калӗҫ тесе хӑрамасӑрах, уҫҫӑн ҫак цифрӑсене кӗртмелле.

Об его деле написать в стенгазете и открыто, не боясь никаких разговоров, поместить вот эти цифры в передовой статье.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— Мана, юлташ, ҫӗнӗрен чӗрӗ ҫынсен списокне кӗртмелле те мастерскойсене ӗҫлеме ямалла.

— Необходимо, товарищ, воскресить меня в списках организации и направить в мастерские.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Унӑн, мӗнле пулсан та, Ритӑна вагона кӗртмелле.

Надо было как-то посадить в вагон Риту.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней